Сувар

Новости за 7 сентября 2017

  • 7 сентября 2017 - 13:36
    Тирпей те, сăвап та
    Шăматкун, сентябрӗн 9-мӗшӗнче, Çӗпрел районӗнчи Вăрманай Шăхалӗнче пысăк уяв - 13 сехетре часавай уçăлать. Ӗлӗкхи чиркӳ пуссине тасатса çакăн пек пысăк та сăваплă ӗç тунă вӗсем. Вырăнти ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Сергей Анатольевич Тарасов пӗлтернӗ тăрăх, ку ӗçе тăватă çул каяллах пуçăннă, ял хастарӗсем 20 пин тенкӗ укçа та панă пулнă,...
    566
    0
    0
  • 7 сентября 2017 - 12:20
    Н.Я. Бичурин çуралнăранпа 240 çул çитет
    Чăваш ученăйӗ, Раççей востоковеденийӗн никӗслевçи Никита Яковлевич Бичурин çуралнăранпа сентябрӗн 9-мӗшӗнче 240 çул çитет. Çак паллă куна халалланă мероприятисем Шупашкарта сентябрӗн 8-мӗшӗнчех пуçланаççӗ. Ирхине 10 сехетре И. Яковлев ячӗллӗ ЧППУра наукăпа практика конференцийӗ иртет. Ăна асăнса палăкӗ патне чечек хураççӗ. 14.15 сехетре Кӳкеç поселокӗнчи библиотекăра Бичурин вулавӗсем иртеççӗ. Н.Бичурин 240...
    613
    0
    0
  • 7 сентября 2017 - 12:05
    Куç пек таса пултăр çăлкуç
    Сентябрӗн 2-мӗшӗнчен республикăра çăлкуçсене тирпей-илем кӗртес проект хута кайрӗ. Унпа килӗшӳллӗн, хула-районсем пурте хăйсен территорийӗнчи çăлкуçсене хăтлăх кӗртмелле. «Çăлкуçсене тасат» анлă акци сентябрӗн 16-мӗшӗнче пулать. Унта обществăлла организацисен, çамрăксен пӗрлӗхӗсен представителӗсем, хула-район предприятийӗсем, ял хутлăхӗсем хутшăнаççӗ.
    600
    0
    0
  • 7 сентября 2017 - 11:12
    Чи лайăх комбайнер кам?
    Кăçалхи çутçанталăк условийӗсене пула вырмана икӗ эрне кая юлса тухнипе тухăçа пухасси сисчӗвлентерчӗ. Çитменнине тата тухăç та нихăçанхинчен вăйлăрах çитӗнчӗ. Çӗр ӗçченӗсен умне лартнă çăмăл мар задачăна пурнăçлама стимул пултăр тесе ТР Президенчӗ чи лайăх 200 комбайнера 100-шер пин тенкӗ преми пама йышăнчӗ. Тав Турра, августăн иккӗмӗш çурри типӗ тăчӗ....
    618
    0
    0
  • 7 сентября 2017 - 10:26
    Тавралăха илемлӗрех тăвасчӗ
    (Константин Малышев). Сентябрӗн 2-мӗшӗнче Элмет хулин кунӗнче пултăмăр. Анчах та вăл миçе тултарнине пӗлекен сахал иккен унăн çуралнă кунне уявлакансен хушшинче. Аслă çултисем тӳрех хуравлаççӗ-ха, çамрăксем вара хула статусне Элмет 1953 çулта илнине пӗлсех каймаççӗ... Апла пулин нефтяниксен 64 тултарнă тӗп хулинчи уяв кăçал уйрăмах илемлӗ иртрӗ. Ăна нефтьпе газ...
    539
    0
    0
Реклама