Сувар

Новости за 9 ноября 2017

  • 9 ноября 2017 - 13:39
    Водитель, асăрхануллă пул – тӗтре!
    Гидрометеорологипе тавралăх мониторингӗн Тутарстанри управленийӗ паян, ноябрӗн 9-мӗшӗнче, каçхине 22 сехетрен пуçласа ноябрӗн 10-мӗшӗнче 18 сехетчен республикăра вырăн-вырăнпа çăра тӗтре карса илессине пӗлтерет. Çавна кура Тутарстанри МЧС пресс-служби çул çине тухакансене пурне те асăрхануллă пулмаллине аса илтерет.
    637
    0
    0
  • 9 ноября 2017 - 10:51
    Выльăхсен те «васкавлă пулăшăвӗ» пулать
    2018 çулта Тутарстан ветеринари служби 48 мобильлӗ ветеринари пункчӗпе пуянланать, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА. Прицеплă «УАЗ-буханка» автомобильсем çинче вырнаçнă çак пунктсем тăрук чирлесе ӳкнӗ выльăхсене хуть хăш яла çитсе те васкавлăн пулăшма пултараççӗ халӗ. Машинăра килти вак выльăхсене операци тумалли, прицепра мăйракаллă шултра выльăхсен урисене сиплемелли тата дезинфекци тумалли, тата...
    657
    0
    0
  • 9 ноября 2017 - 08:40
    « Раççей чăваш пики- 2017» конкурсантсене кӗтет
    Ноябрӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарта чăваш патшалăх культурăпа ӳнер искусствисен институтӗнче «Раççей чăваш пики-2017» регионсем хушшинчи конкурс пулать, ăна ЧР Культура, национальнăçсен ӗçӗсен тата архив ӗçӗн министерстви пулăшнипе Чăваш наци конгресӗ йӗркелет тесе пӗлтерет ЧНК пресс-служби. Регионсем шайӗнчи конкурса хутшăнас текен чăваш пикисем вырăнти наципе культура автономийӗсемпе çыхăнса Чăваш наци конгресӗн congress21@mail.ru...
    671
    0
    0
  • 9 ноября 2017 - 08:28
    Пире тепӗр çул шутласа пăхаççӗ
    2020 çулта октябрӗн 1-31-мӗшӗсенче пулакан Пӗтӗм Раççейри халăх çыравӗн хатӗрленӳ çыравӗ тепӗр çул октябрӗн 1-31-мӗшӗсенче иртет. Ун чух 550 пин çынран ыйтӗç. Çакăн çинчен хушăва РФ Премьер- министрӗ Дмитрий Медведев алă пуснă.
    804
    0
    0
  • 9 ноября 2017 - 08:12
    Хăшӗ сан тăван чӗлхӳ?
    (Сăнӳкерчӗк Çӗмӗрле район хаçачӗн сайтӗнчен). Тутарстанăн электронлă вӗрентӳ сайчӗ республика халăхӗсен хушшинче тăван чӗлхе пирки ыйтăм пуçарнă. Çапла майпа чăваш чӗлхи тăван чӗлхе пулнине пӗлтерме чăвашсен пирӗн те май пур. Кун валли https://m.vk.com/edutatar_ru ссылкăпа кӗрсе сасăламалла.
    729
    0
    0
  • 9 ноября 2017 - 08:02
    «Пăва пики-2017» ноябрӗн 11-мӗшӗнче
    (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ). «Чăваш пики» республика конкурсӗн районсенчи тапхăрӗсем тытăнаççӗ. Хальлӗхе Элмет тата Пăва районӗсенче конкурс иртмелли куна палăртнă. Эстафетăна кăçал Пăва пикисем пуçлӗç. Кунта «Пăва чăваш пики-2017» конкурс ку шăматкун, ноябрӗн 11-мӗшӗнче, Кипеккассинче пулать. Чăваш ялӗсенчи 8 хӗртен чи хитри те пултаруллине суйлӗç.
    642
    0
    0
  • 9 ноября 2017 - 07:48
    Заправкăсенчи бензинра сера ытлашшипех
    (Илья Тухбатов сăнӳкерчӗкӗ). Хальхи вăхăтра республикăра бензин пахалăхне тӗрӗслессипе уйăхлăх пырать. Вăл октябрӗн 23-мӗшӗнчен пуçланнă. Ноябрӗн 8-мӗшӗнче Хусанти Барудипе Батыршин урамӗсем хӗресленнӗ çӗрти 70-мӗш номерлӗ «Татнефть» АЗСран АИ-92 бензина пробăна илнӗ, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА. Пӗтӗмпе тӗрлӗ заправкăран 600 проба илме планлаççӗ. Хальлӗхе 286 заправкăран 493 проба илнӗ. 278-шне лабораторисенче...
    629
    0
    0
Реклама