Сувар

Новости за 7 января 2019

  • 7 января 2019 - 16:22
    Белорус хӗрӗпе чăваш каччи вăрçăра паллашнă
    Çапăçу лăпланнă. Апла пулин те Иванпа санинструктор хамăр енне кайма пултараймаççӗ. Вӗсене пулăшу кирлӗ. Çапăçу чарăннипе усă курса нимӗçсем хальччен курман Т-34 танка хăйсем патне сӗтӗрсе кайма шутлаççӗ пулмалла. Т-34 танкăн вăрттăнлăхне пӗлесшӗн. Пирӗннисем те тăшманăн шухăшне ăнкараççӗ. Иван танкӗ патне пыракан нимӗçсен тимӗр утне пирӗннисем снаряд ярса çапса аркатаççӗ. Танк çунма пуçласан унти нимӗçсем тарса хăтăлма пăхаççӗ. Вӗсене Иван автоматран персе ӳкерет.
    238
    0
    0
  • 7 января 2019 - 15:05
    «Дакар – 2019» пуçланчӗ
    Раççей чысне кăçал яланхи пекех Çырчаллинчи «КАМАЗ-мастер» команда хӳтӗлет. Тăватă экипажпа хутшăнаççӗ ентешсем: 500-мӗш – Эдуард Николаев, Евгений Яковлев тата Владимир Рыбаков; 502-мӗш – Айрат Мардеев, Дмитрий Свистунов тата Ахмет Галяутдинов; 514-мӗш – Дмитрий Сотников, Дмитрий Никитин тата Ильнур Мустафин; 518-мӗш – Андрей Каргинов, Андрей Мокеев тата Игорь Леонов.
    226
    0
    0
  • 7 января 2019 - 14:15
    Раштавра тӳпе çăлтăрлă-тăк – тулăх пурнăç пулать
    «Сувар» хаçат редакцийӗ пурне те Раштав ячӗпе саламлать, ырлăх-сывлăх, телей, тăнăç пурнăç, юрату, çитӗнӳсем сунать.
    161
    0
    0
Реклама