Новости за 1 апреля 2021
-
1 апреля 2021 - 16:18Апрелӗн пӗрремӗшӗнчен 2021 çулхи иккӗмӗш çур çулӗ валли хаçат журнал çырăнтарма пуçлаççӗ«Сувар» индексӗ Тутарстанра – П2340, Раççейӗн ытти регионӗсенче – П7093
-
1 апреля 2021 - 16:06Пирӗн вулакансем шӳтлеççӗПӗррехинче, çуркунне, шăтăка çӗрулми илме антăм. Антăм кăна – пӳлме тӗпӗнче ман улмана тахшинсем шатăртаттарса çисе ларнине сисех кайрăм. Купа тӗпӗнче пулнипе камсем иккенне чухласа илейместӗп-ха. «Шатăрт, шатăрт, шатăрт», – туни кăна илтӗнет. Вара асапланса акса, çумласа, нăррисене сапса, кăларса, йăтса çaк улмана ку таранччен упрарăм та халь, ав, тахшинсем шатăртаттарса çиеççӗ иккен.
-
1 апреля 2021 - 15:20Николай Иванович Полоруссов-Шелепи çуралнăранпа 140 çул çитнине халалланă «Беловка çăлкуçӗ» видеосăвăсен онлайн-конкурсӗн ПОЛОЖЕНИЙӖКăçал майăн 14-мӗшӗнче Чăваш халăх поэчӗ Николай Полоруссов-Шелепи çуралнăранпа 140 çул çитет. Çакна тӗпе хурса Шелепин ентешӗсем – Аксу районӗнчи Беловкăра пурăнакансем – «Сувар» хаçат редакцийӗпе пӗрле «Беловка çăлкуçӗ» видеосăвăсен конкурсне ирттереççӗ. Унта ачасем те, аслисем те хутшăнма пултараççӗ. Мӗн тумалла-ха унта хутшăнма? Николай Шелепи çырнă пӗр-пӗр сăвва каланине видео ӳкерсе илмелле те «Сувар» редакцин почтине е 89179076881 номерпе Ватсапп çине çырса тултарнă анкетăпа пӗрле ярса памалла. Вӗсене хаçатăн соцсетьсенчи страницисенче вырнаçтарăпăр. Сăвă калакансен видеороликӗсене апрелӗн 26-мӗшӗччен йышăнатпăр. Конкурса апрелӗн 30-мӗшӗнче пӗтӗмлететпӗр. Çӗнтерӳçӗсене Беловкăри йӗркелӳ комитечӗ Николай Шелепи çуралнăранпа 140 çул çитнине халалланă уява чӗнсе дипломсемпе, парнесемпе чыслать.
-
1 апреля 2021 - 12:37Алексей Шадриков эстрада карьерине вӗҫлетҪӗнӗ ӗҫре ҫӗнӗ йӗрке, юрлама юрамасть пулмалла
-
1 апреля 2021 - 11:04Чӑваш журналисчӗсем те хӑйсемпе ҫыхӑннӑ хисеплӗ ята илсе курӗҫМӗн пур документацие ЧР Цифра аталанăвӗн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви хатӗрлӗ
-
1 апреля 2021 - 10:37Чӗмпӗрти "Эревет" ансамбле Владимир Бабайкин саламланӑКирек мӗнле сцена çине тухсан та, «эреветсем» чӗрӗ кӗвӗ кăларса чӗрӗ сасăсемпе юрлани – ансамблӗн почеркӗ пулса тăчӗ
-
1 апреля 2021 - 08:57Пенза чӑвашӗсем фестивале хутшӑннӑМероприятие хутшӑнакансем облаҫра пурӑнакан халӑхсен ташшисене, юррисене, вӑййисене, халӑх апат-ҫимӗҫне, тумӗсене кӑтартнӑ