Сувар

Новости за 10 сентября 2021

  • 10 сентября 2021 - 15:27
    «Капкăн» журнал тухмасть, пирӗн анектдотсене вулама сӗнетпӗр
    – Укçа ыйтăвӗ пур-и? – ыйтаççӗ Ахванеçрен Кремльтисем. – Мӗн эсир? Манăн укçи те çук.
    194
    0
    0
  • 10 сентября 2021 - 14:15
    Ленинграда хӳтӗлесе пуç хунă 500 ытла чăваш салтакӗн ячӗ паллă
    Ленинград блокади пуçланнă куна кашни çул сентябрӗн 8-мӗшӗнче траур мероприятийӗ ирттерсе асăнаççӗ. Санкт-Петербургри Чăваш наципе культура автономийӗ çак кун тӗлне Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнче Ленинград хулине хӳтӗлесе пуç хунă чăваш салтакӗсене асăнса «Мы шли на помощь к тебе, Ленинград» çӗнӗ кӗнеке кăларчӗ. Кăларăма Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи, Хусан, Сăр оборона линийӗсен строительстви тата Ленинград блокади пуçланнăранпа 80 çул çитнине халалланă.
    170
    0
    0
  • 10 сентября 2021 - 13:11
    Кӗрлетӗр ялта çак манми юбилей! 
    Пăва районӗнчи Кивӗ Мертлӗ ялӗнче пурăнакан юратнă аппана  Юлия Андреевна ХЛЫНОВĂНА сумлă юбилейпе, çуралнăранпа 75 çул çитнӗ ятпа чӗререн, хӗрӳллӗн саламлатпăр, нумай-нумай çул пурăнма çирӗп сывлăх сунатпăр.
    148
    0
    0
  • 10 сентября 2021 - 13:00
    Паттăра икӗ пурнăç панă: пӗри –  пурăнма, тепри – вилсен те халăх асӗнче сыввăн курăнма
    Тутар наци архивӗнче хама интереслентерекен хыпарсем шыраттăм, çавăн чухне 1950 çулсенче пичетленнӗ хаçатсене пăхса ларнă май пӗлекен сăнсем, ятсем тӗл пулчӗç. Акă «Совет Татарстаны» хаçатăн 1958 çулхи январӗн 29-мӗшӗнчи номерӗ. А.Мотковăн тӗрленчӗкӗ, кăранташпа ӳкернӗ ӳкерчӗк те пур. Палланă сăн – Н.Д. Зарубин. Чăваш вăл, летчик-штурман. Хам тутар чӗлхипе маçтăрах мар та, ытти кăларăмсене тишкерме тытăнтăм. «Комсомолец Татарии» хаçатра та А.Мотковăн статйи пур: «Жизнь и подвиги комсомольца Зарубина» ятлă. Чăвашсен çав çулсенче тухса тăнă «Хӗрлӗ ялавӗнче» пур-ши терӗм те –пур иккен, асăннă авторăнах çав çулхинех февраль уйăхӗн 20-мӗшӗнче «Чăваш халăхӗн паттăр ывăлӗ» ятлă тӗрленчӗкӗ пичетленнӗ. Эппин, кам-ха вăл Зарубин?
    150
    0
    0
  • 10 сентября 2021 - 09:18
    Е хӑлхасӑр юлатӑн, е машинасӑр
      ГИБДД Раҫҫейри водительсем валли ҫӗнӗ штрафсем тухни ҫинчен асӑрхаттарать
    183
    0
    0
  • 10 сентября 2021 - 06:49
      Маска режимне Тутарстан ҫур ҫултан кӑна пӑрахӑҫлама пултарать
    Ҫакӑн ҫинчен журналистсене Тутарстанри Роспотребнадзор управленийӗн ертӳҫин ҫумӗ Любовь Авдонина пӗлтернӗ
    140
    0
    0
Реклама