Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ленинграда хӳтӗлесе пуç хунă 500 ытла чăваш салтакӗн ячӗ паллă

Ленинград блокади пуçланнă куна кашни çул сентябрӗн 8-мӗшӗнче траур мероприятийӗ ирттерсе асăнаççӗ. Санкт-Петербургри Чăваш наципе культура автономийӗ çак кун тӗлне Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнче Ленинград хулине хӳтӗлесе пуç хунă чăваш салтакӗсене асăнса «Мы шли на помощь к тебе, Ленинград» çӗнӗ кӗнеке кăларчӗ. Кăларăма Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи, Хусан, Сăр оборона линийӗсен строительстви тата Ленинград блокади пуçланнăранпа 80 çул çитнине халалланă.

Санкт-Петербургри Чăваш наципе культура автономийӗн наукăпа тӗпчев тата шырав лабораторийӗсем тăрăшнипе Чăваш АССРӗпе çыхăннă 500 ытла хӗрлӗ армееца тупса палăртрăмăр. Паянхи кун тӗлне Пискарёвка меморил-масарти тăванлăх вилтăпринче 315 çын пытарни, вӗсенчен 10-шӗн уйрăм вилтăпри пурри паллă.
Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнче Чăваш АССРӗн истори аспекчӗсем (статья авторӗ – истори наукисен кандидачӗ, И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университечӗн пӗтӗмӗшле тата Тăван çӗршыв историйӗсен кафедрин доценчӗ Евгений Витальевич Касимов) тата республика территорийӗнчи Хусанпа Сăр оборона линийӗсен строительствине (авторӗ – истори наукисен кандидачӗ, ЧР Патшалăх истори архивӗн директор çумӗ Федор Николаевич Козлов) уйрăм тимлӗх уйăрнă.
Кӗнекене Ленинграда хӳтӗлесе, фашистсенчен ирӗке кăларса паттăрлăх кăтартнă салтаксемпе офицерсем çинчен сведенисем кӗртнӗ. Фронта илнисен списокне Чăваш Енри тата Санкт-Петербургри хальхи районӗсем тăрăх хатӗрленӗ. Хӗрлӗ армеецсен ятне-шывне тӗрӗслеме Пискарёвка мемориал-масар (архив ертӳçи Ольга Валерьевна Большакова) специалисчӗсем, тӗпчев тата шырав ӗçӗнче Санкт-Петербургри ЧНКА çамрăкӗсен канашӗн пайташӗ Андрей Иванов тата «Сыны Отечества» офицерсен пӗрлешӗвӗн Санкт-Петербургри уйрăмӗн пайташӗ Андрей Семенов питӗ нумай пулăшрӗç.   
Кӗнекен обществăпа культурăри пӗлтерӗшӗ пысăк пуласса, патриотизм, вӗрентӳ тата информаци ӗçӗсенче пулăшасса шанатпăр.
Кӗнеке авторӗсем: Чăваш наци конгресӗн Санкт-Петербургри тата Ленинград облаçӗнчи полномочиллӗ представителӗ, экономика наукисен кандидачӗ Валериан Анатольевич Гаврилов; «Чăваш Ен хӗрарăмӗсен канашӗн» Санкт-Петербургри уйрăмӗн председателӗ, РФ пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗçченӗ Анастасия Николаевна Бахматова; Санкт-Петербургри тата Ленинград облаçӗнчи чăваш çамрăкӗсен канашӗн  пайташӗсем Ульяна Игоревна Степанова, Николай Валерианович Гаврилов.
«Мы шли на помощь к тебе, Ленинград» кӗнекене сентябрӗн 7-мӗшӗнче Санкт-Петербургри Национальноçсен Çуртӗнче хăтларăмăр.

Валериан ГАВРИЛОВ.
Санкт-Петербургри ЧНКА председателӗ.
Сăнӳкерчӗк spbdn.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев