Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Капкăн» журнал тухмасть, пирӗн анектдотсене вулама сӗнетпӗр

– Укçа ыйтăвӗ пур-и? – ыйтаççӗ Ахванеçрен Кремльтисем. – Мӗн эсир? Манăн укçи те çук.

Икӗ кӳршӗ хӗрарăмӗ калаçаççӗ:
 – Илтрӗни-ха Ваççан арăмӗ пăрахса кайнă.
– Мăнтарăн мӗнле чăтса ирттерчӗ-ши çакна?
– Савăннипе ухмаха тухатчӗ пуль малтан.
* * *
 Хӗр шутне кӗнӗ хӗрӗ амăшне:
– Анне, урама тухам-ха, çав тери уçă сывлăш кирлӗ мана.
– Тух-ха эппин тух, анчах «уçă сывлăшна» кала, тăххăрта сан килте пулмалла.
* * *
– Сирӗн билет Петербурга, ку поезд вара Саратова каять, – асăрхаттарать проводник пассажира.
– Сирӗн мӗн, машинистăрсем час-час йăнăшаççӗ-им çапла?

* * *
Чăнкă Мирунпа Ахванеç тавлашса кайнă:
– Вăт сысна! – вăрçать Чăнкă Мирун.
– Эс ху сысна!  – парăмра юлмасть Ахванеç те.
Çав вăхăтра Яка Кулине иртсе пырать:
– Ăнланмастăп, тăвансем пулсан мӗн вăрçăнатăр эсир?

* * *
   Хӗр тин кăна паллашнă качча:
– Хваттерӳ пур-и сан?
– Çук.
– Жигули?
– Çук.
– Эппин, килне кай, сан пеккисемпе калаçас килмест ман.
Кӳреннӗ каччă юлташне курсан чунне уçать:
– Вăт пӗлетне, Ваççа, коттеджа хваттерпе улăштарма пултаратăп-ха эпӗ, анчах «Мерседеса» «Жигулипе»?!  Нихăçан та!

* * *
– Анне, çулла эпир тинӗс хӗррине канма каятпăр-и? – ыйтать шкул ачи амăшӗнчен.
 – Çук, ачам, тинӗс хӗррине репетитăру каять сан.
* * *
– Кулине, ывăлна ӗнер мӗншӗн çав териех хытă вăрçрăн? – ыйтать Вӗçелис.
– Мӗнле вăрçмăн кунта! Çӗнӗ пушмакӗн тӗпӗ ан пӗттӗр тесе пусмапа хăпарнă чух пӗрре урлă пусса хăпарма хушрăм. Вăл пур иккӗ урлă сикнӗ те çӗнӗ йӗмне çурса пăрахнă.  
* * *
– Опера театрӗнче юнашар ларакан икӗ арçын калаçаççӗ:
– Ну, арăм ман мӗнле юрлать пек?
– Каçарăр, нимӗн те илтӗнмест, ку хӗрарăмми пушарти пекех çухăрать.
* * *
– Мӗн шăрши ку? Каллех ӗçрӗн-и? – ыйтать арăмӗ  пулла кайнă упăшкинчен.
– Çук, пулă çирӗм.
– Мӗн шăрши кӗрет вара санран?
– Пулли ӳсӗрччӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев