Ялтăра иртнӗ конкурсра юрланă хыççăн продюсерсем мана: «Санăн Алла Пугачевăна шăнкăравламалла, ху çинчен пӗлтермелле», – теççӗ. Анчах епле хăяс? Пугачева кам та, эпӗ пӗчӗк çын, пӗлмест те вăл мана. Шӳтлесе çеç: «Мӗн, питех интереслӗ пулсан Алла Пугачева тыттăр та хăй килтӗр», – терӗм. Мӗн тетӗр? Килчӗ вӗт! Çапла конкурсра гран-прие мана пачӗç. Алла Пугачева юрлас пултарулăха хаклани маншăн пысăк чыс, – терӗ актриса.
Раççей кураканӗсен юратăвне Абрамова «Всегда говори «всегда» мелодрамăра Надя Кудряшова рольне вылянă хыççăн çӗнсе илнӗ. Хăй каланă тăрăх, Виталий Соломинăн «Охота» кинофильмӗнче ӳкерӗнни ăна пысăк опыт илме пулăшнă. Ку унăн пӗрремӗш ӗçӗ. Унта ăна Алиса Фрейндлихпа, Василий Лановойпа, Александр Лазарев-кӗçӗннипе пӗрле ӳкерӗнме тивнӗ. Каярах «Марш Турецкого 2», «Две судьбы», «Приключения мага», «Тайна Лебединого озера» фильмсенче вылянă.