Новости за 10 ноября 2021
-
10 ноября 2021 - 16:36Енчен те перепись тума килнӗ çын ман çинчен тӗрӗс мар çырчӗ пулсан, мӗн тумалла?Ку ыйту хăйсен наци уйрăмлăхне кирлӗ пек çыртарас текен çынсене хумхатать. Чи малтан переписчик сиртен илнӗ даннăйсене блокнот е хут çине мар, тӳрех планшет çине çырнине пăхмалла. Йӗрке тăрăх, вăл даннăйсене тӳрех ятарлă электронлă хатӗр – планшет - çине кӗртмелле.
-
10 ноября 2021 - 15:23Паян Раççейре Полици кунне паллă тăваççӗПытарасси çук, хальхи вăхăтра вӗсен ӗçӗ çине тӗрлӗрен пăхакан, тӗрлӗрен хак паракан пур. Анчах та йӗрке хуралçисем тавралăхра тăнăçлăх пултăр тесе нумай тунине те манмалла мар.
-
10 ноября 2021 - 15:09Çулсерен иртекен «Культура марафонӗ» акци декабрӗн 8-10-мӗшӗсенче пулатьĂна Раççейре пӗрремӗш киносеанс пулнăранпа 125 çул çитнине халалланă. Шкул ачисем кăсăклă онлайн-тест иртме пултараççӗ тата шкулта вӗрентмен искусство тӗсӗпе тӗплӗнрех паллашма. Интерактивлă заданисем кино мӗнле йӗркеленнине ăнланма пулăшаççӗ тата режиссерсен меслечӗсене алла илме.
-
10 ноября 2021 - 14:58Гараж амнистийӗ вăя кӗнӗ, анчах та унпа усă куракан сахалНоябрӗн 11-мӗшӗнче 10.00 сехетрен пуçласа 11.00 сехетчен Тутарстанри Росеестр Кадарст палатипе пӗрле гараж объекчӗсене тата вӗсен айӗнчи çӗре çăмăл меслетпе çыртарасси пирки черетлӗ хӗрӳ лини ирттерет.
-
10 ноября 2021 - 10:21Работники АО «Транснефть – Прикамье» в числе победителей Всероссийского конкурса по неразрушающему контролюРаботники Казанского районного нефтепроводного управления (РНУ) АО «Транснефть – Прикамье» Наиль Гимранов и Рушан Ризванов заняли призовые места во Всероссийском конкурсе специалистов неразрушающего контроля «Дефектоскопист – 2021».
-
10 ноября 2021 - 10:17Анат Камӑри Вӗрентӳ управленийӗ вакцинаци тутарма килӗшмен 14 учителе ӗҫе кӗртместҪав вӑхӑтра Ҫырчаллинчи Роспотребнадзор ковидран ют ҫӗршыв вакцинисене тутарнӑ ҫынсене ӗҫе кӗртме йышӑннӑ. Вӗсене QR-код памаҫҫӗ пулин те, дистанта куҫармаҫҫӗ