Сувар

Новости за 12 марта 2022

  • 12 марта 2022 - 11:41
    «Апла Библире çырнă хăрушă суд вăхăчӗ çитсе пырать пулӗ?» – ыйтаççӗ манран час-час.
    Паянхи çăмăл мар лару-тăрура халиччен кӗлӗ сăмахӗсем каласа курманнисем те Турăран пулăшу, çăлăнăç ыйтаççӗ. Нумай ашшӗ-амăшӗн ывăлӗ халӗ Тăван çӗршыва хӳтӗлеме нацистсене хирӗç пуçарнă çар операцине хутшăннă. Вӗсемпе çыхăну çукки хумхантарать, пăшăрхантарать. Çак йывăр вăхăтра турăш умне чӗркуçленсе ларса ывăлне чӗрӗ-сывă хăварма ыйтасси кăна юлать. Çапах мӗн каласа ыйтмалла-ха Турăран, Турă Амăшӗнчен? Хăш çветтуя пуç çапмалла? Тата мӗнлерех ăнлантарать паянхи хирӗçтăрăва чиркӳ? Кун пирки Гурьевски епископӗнчен, Кемерово епархийӗн викарийӗнчен Игнатирен ыйтрăмăр. – Тăвансем, туссем, чăн та çăмăл мар вăхăтсене чăтса ирттеретпӗр. Çапах паян мӗн пулса иртни çӗнӗлӗх мар. Эпӗ сире Евангелин юлашки сыпăкне – Матфейран каланине вулама сӗнетӗп. Патшалăх çине патшалăх тапăнса кӗрӗ, халăхпа халăх çапăçӗ, тӗрлӗ чир алхасӗ тесе çырнă унта
    501
    0
    1
  • 12 марта 2022 - 11:34
    Йăпăлти, суя патриотизма, хăйсем çинчен çунса халăх, унăн шăпи çинчен вуçех манакансене чăтма пултарайман поэт.
    Йăпăлти, суя патриотизма, хăйсем çинчен çунса халăх, унăн шăпи çинчен вуçех манакансене чăтма пултарайман поэт. «Хусанкай» тесен эпир çӗршыва талантлă ывăл парнеленӗ яла кăна мар, çамрăк ăрăва пурăнăçа хатӗрлеме хăйӗнчен пысăк тӳпе кӗртекен çав тери пултаруллă çынна курса сума сăватпăр. Мӗншӗн тесен литература çынсен шухăш-кăмăлне йӗркелет кăна мар, общество моралӗшӗн те явап тытать. Аслă çӗршывăн йынăшăвне поэтăн яланах илтме пӗлмелле. Петр Петрович Хусанкай шăпах çакăн пек çынсен шутӗнчен пулни савăнтарать. «Сувар» хаçатăн  6-мӗш номерӗнче тухнă «Сиктӗрме е Сиктӗрме-Хусанкай?» статья вăхăтлă, çивӗч тесе шутлатăп. Чăвашлăхшăн мӗн чухлӗ чун ыратăвӗ унта. Шăпах çак ырату палăрать те Петр Петрович Хусанкайăн вилӗмсӗр произведенийӗсенче. Анчах пӗр тӳрлетӳ: Хусанкай чысӗшӗн кӗрешӳ 2004 çулта мар, чылай маларах – 1990 çултах – пуçланчӗ. 1990 çулта район хаçатӗнче пичетленнӗ хамăн статьяна тата 2004 çулта район администрацине, ТР тата ЧР Писательсен союзӗсене янă çырăвăма ярса паратăп.
    330
    0
    0
Реклама