News by date 6 April 2022
-
Россельхозцентрăн Тутарстан Республикинчи филиалӗ шăшисем ӗрчесе кайни çинчен пӗлтерет
Юрлă ăшă хӗл пулнине кура кăçал кăшлакан чӗрчунсене ӗрчеме лайăх условисем пулни çинчен Россельхозцентрăн Тутарстанри филиалӗн ертӳçи Любовь Занина пӗлтернӗ.
-
Хусан – Екатеринбург трассăн Анат Кама хӗррипе иртекен маршрутне тума тытăннă
Машинасен хăвăртлăхӗ ан чактăр тесен çӗнӗ трассăн пысăк хуласен çумӗнчен выртмалла. Хальхи вăхăтра М-7 çулăн Анат Камăпа Çырчалли çумӗнчен иртекен маршрутӗнче ӗç илсе пырăнать. Обход объектӗнче талăкӗпех 307 çын, 136 единица техника ӗçлет.
-
Май уйăхӗнче тутарстансен хушма канмалли кунсем пулаççӗ
Канмалли тата уяв кунӗсем май уйăхӗнче 1-мӗшпе (Çуркуннепе Ӗç уявӗ) 9-мӗшӗ (Çӗнтерӳ кунӗ) пулаççӗ
-
Кайпăç районӗнчи юханшывра пăра сирпӗтнӗ
Пӗрле юханшывӗ Кайпăç районӗнчи Пăрăнтăк ялӗнчен инçе мар юхса выртать. Çак ялта 500 ытла çын пурăнать. Çавăнпа та сирпӗтӳ евӗр ӗçсене ирттернӗ вăхăтра хăрушсăрлăх чи малти вырăна тухать.
-
Тутарстанра +14 градус таран ăшăтмалла
Канмалли кунсенче Тутарстанри сывлăш температури 9-14 градус таран ăшă пулать тесе прогноз парать çывăх кунсене ТР Гидрометцентрӗ.
-
Апрелӗн 9-мӗшӗнче Тутарстан Республикинче пурăнакансем 10-мӗш хут «Тоталлă диктант» çырӗç
Вырăс чӗлхипе диктанта республикăри мӗн пур хуласемпе районсенчи 1000 площадкăра çырса пулать. Хăвăра меллӗ вырăна эсир Казань (totaldict.ru) сайтра суйласа илме пултаратăр.