Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Чӗмпӗр Акатуйӗнче яппун элчине шăрттанпа сăйларӗç

Кӗпӗрнаттăр хальхинче те Акатуйран юлмарӗ, чăваш культурипе паллаштарма яппун элчине Тоёхис Кодзукие илсе килчӗ.

Ульяновск облаçĕнчи чăваш наципе культура автономийĕ йĕркелекен Акатуя кăçал та чăвашсем Чăваш Енрен, Тутарстанран, Раççейӗн ытти регионӗсенчен нумайăн килчӗç. Вăл нихăш çул та сумлă хăнасемсӗр иртменнине те палăртмалла, область кӗпӗрнаттăрӗн Сергей Морозовăн, тӗслӗхрен, чăваш Акатуйӗ юратнă уявӗ, мӗншӗн тесен вăл пӗр çул та килмесӗр юлмасть. Кӗпӗрнаттăр хальхинче те хăнăхнă йăлине пăрахăçламарӗ, хăйпе пӗрле чăваш культурипе паллаштарма яппун элчине Тоёхис Кодзукие илсе килчӗ. Ют çӗршыв хăни чăваш шăрттанӗпе хуплăвне, сăрине тутаннисӗр пуçне чăваш хӗрӗсемпе пӗрле хаваспах ташă картине те тăчĕ. Чăвашсем çинчен пĕлнине, вĕсен чи илемлĕ уявĕнче пулма май килнишĕн савăннине пытармарĕ вăл.

«Эпĕ аякран килнĕ элче пирĕн нацисен историйӗпе, культурипе кăсăкланнăшăн тав тăватăп. Тӑван культурӑпа йăла-йĕркене малалла аталантарассишĕн тăрăшакан Чăваш наци конгресĕн президентне Николай Федорович Угаслова, автономи ертÿçине Олег Мустаева чĕререн тав сăмахĕ калатăп. Акатуй  –  питĕ анлă пĕлтерĕшлĕ уяв. Вăл халăхсен хушшинчи туслăха, ăнлануллăха çирĕплетме пулăшать, –  терĕ Акатуй пирки Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр хăйӗн саламлă сăмахӗнче.

 Яланхи пекех чӗмпӗрсен Акатуйӗ кăçал та питӗ хаваслă иртрӗ. Уяв лаптăкӗн тăршшĕпех чăваш «картишĕсем» йӗркеленӗччӗ, ал ăстисен курав-ярмăрккисем ĕçлерĕç. Çаплах Акатуйăн ӗмӗрхи йăлисемсӗр – чăваш кĕрешӗвӗсӗр тата юланутсемпе ăмăртусăр –  иртмерӗ. (О.Мустаев тата Анна Ежова сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России