Олег Мустаева Ульяновск хулин Думине суйласшăн


Ульяновск хулин мэрне тин кăна суйланнă Сергей Панчин шучӗпе, Хула Думинче пушаннă вырăна Ульяновск облаçӗнчи ЧНКА ертӳçи Олег Мустаев йышăнмалла...
Регионсенчи чăваш пӗрлешӗвӗсене ертсе пыракан депутатсен шучӗ кăçал тата ӳсес шанăç пур. Ульяновск хулин мэрне тин кăна суйланнă Сергей Панчин шучӗпе те акă, Хула Думинче пушаннă вырăна Ульяновск облаçӗнчи ЧНКА ертӳçи Олег Мустаев йышăнмалла тесе пӗлтернине хыпарлать 73online.ru сайт. Аса илтеретпӗр, Сергей Панчин июнӗн 15-мӗшӗнче Ульяновск мэрне суйлансан Хула Думин депутачӗн тивӗçӗсене пурнăçлама чарăнчӗ.
Çавна кура июнӗн 18-мӗшӗнче Хула Думинчи çак вырăна хушма суйлав (довыборы) кунне палăртнă. Вăл – июлӗн 8-мӗшӗ. Июлӗн 19-мӗшӗччен тӗп суйлав комитечӗ мандат претенденчӗсенчен документсем йышăнать. Мандат Область центрӗн парламенчӗн улттăмӗш пухăвӗччен икӗ çул вăйра пулать.
Июнӗн 2-мӗшӗнче «Единая Россия» партин хулари Атăл Леш енчи йӗркелӳ комитечӗ кандидатсен пирвайхи списокне çирӗплетнӗ. Унта кӗнӗ виçӗ çынран пӗри шăпах Олег Мустаев. Çак кунсенче 24-мӗш гимназире иртнӗ претендентсен дебатӗнче Сергей Панчин Мустаевшăн пулнине пӗлтернӗ.
Çапла вара Ульяновск хула Думине 15-мӗш номерлӗ пӗр мандатлă суйлав округӗнче «Единая Россия» партирен кандидатăн хушма суйлавӗ июлӗн 8-мӗшӗнче пулать. Çав кун ку тăрăхра виçӗ суйлав участокӗ ӗçлет. ( К.Малышев сăнӳкерчӗкӗсем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
5 марта 2021 - 20:50ЧНКА Ӗҫтӑвкомӗн ларӑвӗнче ҫитес пухӑва сӳтсе яврӗҫ Самантпа усӑ курса ТР ЧНКА Ӗҫтӑвкомӗн ертӳҫи Владимир Иванов йӗркелӳ комитечӗн ларӑвне хутшӑннӑ хӗрарӑмсене ҫывхаракан уявпа саламларӗ4300
-
5 марта 2021 - 20:00Ҫӗнӗ Йӗлмел чӑвашне Ульяновск облаçӗн Хисеп кӗнекине кӗртнӗ Нумай пулмасть Ульяновск хулинчи 31-мӗш номерлӗ шкулти таврапӗлӳ музейӗнче Ульяновск облаçӗн кӗпӗрнаттăрӗ С.И.Морозов регионта патриотла воспитанин федераллă программине пурнăçа кӗртме пулăшакансемпе тӗл пулнă4000
-
5 марта 2021 - 19:43КАЙĂК-КӖШӖК ÇИНЧЕН УЙРĂМ КӖНЕКЕ ТУХРӖ Кӗнеке – авторăн пурнăç тăршшӗпе пуçтарнă сăнавӗ, опычӗ3200
-
5 марта 2021 - 19:15Атьӑр Беловкӑна, йӗлтӗрпе чупма! Аксу районӗнчи Беловка ялӗнче кăçал та «Беловка йӗлтӗр йӗрӗ» спорт ăмăртăвне ирттереççӗ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан кăçал çанталăкӗ хӗллехи ăмăртусем валли чух кăна. Пӗлтӗр юр çуккипе ăна беловкăсен ятарласа турттарма тивнӗ. Çапах мероприятие çӳллӗ шайра йӗркелеме пултарчӗçех.2300
-
19 февраля 2021 - 09:27Наркотиксене «Çук» тесе кала
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
5 марта 2021 - 20:16Нина Александровна Бабайкинӑна юбилейпе саламлатпӑр!Мартăн 3-мӗшӗнче пирӗн юратнă анне, асанне тата кукамай, Пăва районӗнчи Альших ялӗнче пурăнакан Нина Александровна БАБАЙКИНА 80 çул тултарчӗ1800
-
26 февраля 2021 - 12:28Эсӗ пулсан çут тӗнче те илемлӗ!Пăва районӗнчи Кивӗ Мертлӗ ялӗнче пурăнакан Лидия Алексеевна ЕРУСЛАНОВА, февралӗн 25-мӗшӗнче, 75 çул тултарчӗ39912
-
26 февраля 2021 - 12:04Киклӗпуçран пысăк салам!Мичуринск хулинче пурăнакан хаклă çыннăмăр Александр Ильич БУДЯШКИН февралӗн 23-мӗшӗнче 65 çул тултарчӗ15900
-
20 декабря 2020 - 16:38«Сувар пики -2021» конкурс Видеоконкурса 2021 ҫулта Тутарстанра Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ281300
-
4 марта 2021 - 20:26Юр сисӗнмесӗр ирӗлме те пултарать Синоптиксем мартра Тутарстанри температура "таканкки" пек пуласса асӑрхаттараҫҫӗ18000
-
3 марта 2021 - 21:43Вӑрманҫӑсем йывӑҫ лартма хатӗрленеҫҫӗ Вӑрман лартас сезона кӑҫал апрелӗн 19-мӗшӗнче уҫма хатӗрленеҫҫӗ12800
-
3 марта 2021 - 17:54Кил-ҫурт картишӗ вӑл чун хавалӗ пекех Ҫак сӑмахсене Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов республикӑри хыпар хатӗрӗсенче ӗҫлекен хӗрарӑм-ертӳҫӗсемпе йӗркеленӗ тӗлпулура каланӑ. Сӑмах май, унта пирӗн хаҫатӑн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова та хутшӑннӑ12401
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика