Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Интервью, статьясем

Аслă пăлхар вăтам ӗмӗрсене таврăнчӗ

Рыцарь пулас тесен нумай ӗçлемелле, ку çул кӗске мар. Клуба кӗретӗп те рыцарь пулатăп теме çук

Спас районӗнче иртекен «Аслă Пăлхар» фестиваль ячӗ Раççейре кăна мар, ют çӗршывсенче те анлă сарăлнă. Историлле реконструкци клубӗсем пӗтӗм тӗнчипех тачă çыхăнса ӗçленипе çыхăнтармалла çакна. Ăçта-тăр мӗн-тӗр пуласса вӗсем кӗтсе кăна тăраççӗ. Августăн 11-12-мӗшӗсенче «Аслă Пăлхар» музей-заповедник те акă вăтам ӗмӗрсенчи пурнăçпа сывларӗ.

Икӗ кунлăх программăна клубсен турнирӗсем, çар кӗрешӗвӗсемпе упражненийӗсем, вăййисем, вăтам ӗмӗрсенчи халăх вăййисем, ташши-юрри кӗнӗ. Унсăр пуçне ухăран перессипе, сăнă (копье) ывăтассипе, историлле фехтованипе, авалхи ювелир япалисене ăсталассипе мастер-классем ӗçлерӗç. Авалхи хула тӳремӗн пысăк пайне суту-илӳ палаткисем йышăннă. Унта эпир хăнăхнă хальхи таварсене мар, аваллăхпа çыхăннă сувенирсене, кил-тӗрӗшре усă курмалли япаласене, тиртен тунă алă суллисемпе ытти капăрлăхсене курма пулчӗ, мамăк тир сутакансем те пурччӗ, рыцарь доспехӗсене те илме май пурччӗ. Çакăнтах Европăра вăтам ӗмӗрсенче тухтăрсем чума вăхăтӗнче тăхăннă маска куç тӗлне пулчӗ. Ăна хулăн тиртен çӗленӗ. Çапла тухтăрсем хăйсене хаяр чиртен сыхланă.

–  Кусене те илекен пур-и? – интереслентӗм сутуçăран.

– Пулмасан ăна туман та пулăттăмăр. Туянаççӗ. Хаклакансем пур, – тесе алла тыттарчӗ çавскере.

– Мӗн хак? – тӗпчерӗм малалла.

– Тăватă пин. Э-э, хăй вăхăтӗнче ăна гангстерсем нумай тăхăннă, ан паллаччăр тесе, – сăмах ваклама ăста пулчӗ сутуçă.

Кун йышши интереслӗ япаласем кашни лавккарах çителӗклӗччӗ. Пӗр шатерта авалхи меслетпе чӗрнеллӗ выльăх-чӗрлӗх шăммисемпе юмăç яма та пулатчӗ. Сцена çинче музыкантсем авалхи кӗвӗсем шăрантарчӗç, XIII ӗмӗрти Итали юррисем уйрăмах чуна пырса тиврӗç. Ăнланакансен шучӗпе, «Alcantar» ансамбль пуринчен ытла вăтам ӗмӗрсен искусствипе килсе тăчӗ.

Пур иккен-ха тӗнчере рыцарьсем

Çапах çынсене пуринчен ытла ристалище интереслентерчӗ. Çуллахи шăрăха пăхмасăрах тытса илнӗ карта тавра çын нумай пуçтарăннăччӗ. Саксем тулнипе нумайăшӗ çӗр çинех вырнаçса ларнă. Вӗсен хушшинче авалхи кӗпе-йӗм тăхăннисем самайччӗ. Фестивале юратакансем çапла тумланса килеççӗ иккен. Ытларахăшӗ Пăлхарти фестивале кашни çул килеççӗ. Хăйсен кăмăлланă рыцарӗсене курсан тăвăллăн алă çупса кӗтсе илеççӗ, парнесем параççӗ.

Пур иккен-ха тӗнчере чăн-чăн рыцарьсем! Вӗсен ăсталăхне тӗрлӗ ăмăртусенче хаклама пулчӗ. Çамрăк хӗрсене пуринчен ытла рыцарь юланутпа пынă вăхăтра йывăç сăнăпа (копье) çӗр çине сарса хунă пурçăн тутăра çӗклесе ăна ялав пек йăтса хуçине тавăрса пани килӗшрӗ. Куракансем хушшинче хăйсен тутăрне парас текенсем йышлăччӗ. Упражнени пӗрре пăхма çеç ансат. Лаша ӗрӗхсе чупнă вăхăтра сăнăпа ăна çӗклесе илмелле, пурçăн шăвать, илсен те тытăнтарса хăварма йывăр. Тата сăнă çӗре тирӗннипе рыцарь лаша çинчен ӳкме пултарассипе те хăрушă.

Калас пулать, çапăçусен историлле реконструкцине театрализациленӗ шоупа пăтраштармалла мар. Кунта аваллăха куçа курăнман вак-тӗвек таранччен чӗртсе тăратаççӗ. Клуб пайташӗсен кашнин хăйӗн вырăнӗ. Акă рыцарь пулас тесен эсквайрăн (рыцарӗн шаннă çынни, хӗç-пăшал йăтса çӳрекен, çак титула рыцарь ывăлӗ, титуллă лордсен кӗçӗн ывăлӗсем тивӗçнӗ. -Авт.) хуçи хăйӗн доспехӗсене тăхăннă хушăра турнира хутшăнса очкосем пухмалла. Вӗсем çителӗклӗ пулсан хӗрарăм аристократсен ушкăнӗ канашласа ăна рыцарь пулма йышăну тăвать. Эсквайрсем судьясен кăмăлне юрас тесе тем тума хатӗр. Тӗрлӗ вăйăсемпе кăмăлӗсене çӗклеме тăрăшаççӗ.

Ристалищен тӗп интересӗ рыцарьсен сшибки тавра пулчӗ. Кунта икӗ рыцарь лашапа хире-хирӗç чупса сăнăпа пӗр-пӗрин щитне лектермелле. Лектерсен пӗр очко, сăнă хуçăлсан – виçӗ очко. Хуçăлнă сăнна вара рыцарьсем мăнаçланса судьясен умне пырса пăрахаççӗ. Акăлчан рыцарӗ сэр Хэмфри акă тăватă сăнă хуçса халăх паттăрне çаврăнчӗ. Иккӗмӗш кунхине вăл пӗрремӗш вырăна тухрӗ, икӗ кунри кăтартăвӗсемпе – хисеплӗ виççӗмӗш вырăна. Лайăх воспитаниллӗ, танлă та вашават сэр Хэмфри нумай хӗр чӗрине хускатрӗ пулмалла.

Лаши мӗне тăрать!

Чăннипех вăтам ӗмӗрсене çакланнă пек туйăнчӗ. Турнира ултă рыцарь хутшăнчӗ: мессир Жак Францирен, сэр Хэмфрипе сэр Майкл Англирен, сэр Алистер Шотландирен, герр Дитрих Саксонирен, герр Вальтер Эльзасран. Вӗсем асăннă çӗршывсен çыннисем мар, Раççей хулисенченех килнӗ. Кăна хăйсемпе калаçнă хыççăн пӗлтӗм. Сэр Алистер акă Дон-çи Ростовран, сэр Хэмфри Мускавран килнӗ. Реставраторсем хăйсен ячӗсене хăш çӗршывра рыцарь пулса тăнă çавăнтине илеççӗ иккен. Рыцарьсен хӗçпе, сăнăпа усă курма пӗлнисӗр пуçне утпа çӳрес ăсталăха та кăтартмалла.

– Рыцарь пулас тесен нумай ӗçлемелле, ку çул кӗске мар. Клуба кӗретӗп те рыцарь пулатăп теме çук. Хам эпӗ турнирсенчи тарçăран пуçланă. Европăра, Раççей регионӗсенче иртекен çапăçусен историлле реконструкцийӗсенче хама лайăх енчен кăна кăтартса, очкосем пуçтарса тинех рыцарь пултăм. Ку Шотландире пулса иртрӗ, çавăнтанпа эпӗ сэр Алистер, – терӗ Дон-çи Ростовран килнӗ Максим Сафонов. Лаша тесен, сэр Хэмфринне çитекенни çукчӗ. Хураскер, ыттисенчен темле мăнаçлăхпа уйрăлса тăрать, хăлхисем чăнк тăраççӗ, ăратлă пулни палăрать.

Лавккара сутăнмасть

Тумтир пирки. Хӗрарăм аристократсен, эсквайрсен, рыцарьсен тумӗсем йăлт çав вăхăтри евӗр, вӗсене лавккара сутакан пусмаран мар, ал ăстисем çăмран, пиртен тӗртсе çӗленӗ, ӗлӗкхи майлах тӗс кӗртнӗ, паха курăнчӗç. Рыцарьсен доспехӗсем тимӗртен. Çак шăрăхра мӗнле кăна чăтрӗç-ши? Пире те пăчăччӗ те, вӗсем вара хӗртсе пăхакан хӗвел айӗнче тимӗр доспехсемпе, пуçӗсем мӗнле вӗреме кӗмерӗç-тӗр шлем ăшӗнче. Турнир вӗçленнӗ хыççăн шăпăр-шăпăр тар юхрӗ ӗнтӗ.

Икӗ кунри кăтартусемпе сэр Майкл çӗнтерчӗ. Сăмах май, пӗлтӗр те ăна çитекенни пулман. Çакăнпа «Аслă Пăлхар» фестиваль вӗçленчӗ, анчах хупăнмарӗ-ха. Тӗрлӗ ăмăртусене хутшăнса çӗнтернисене палăртрӗç, асăнмалăх парнесем пачӗç, вара вăтам ӗмӗрсенчи ташă-юрăпа фолк-рокăн каçхи концерчӗ пуçланчӗ. Ристалище умӗнчен кайман çынсен тинех лавккасем тăрăх çӳресе ал ăстисен ӗçӗсемпе паллашма май пулчӗ. (Автор сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: исторический фестиваль