Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Интервью, статьясем

ЧЕМПИОНАТ АТМОСФЕРИ ЫВĂНМА ПАМАРӖ

Раççей – Испани матч вăхăтӗнче трибуна çинче хот-дог çисе ларнă кокошниклă виçӗ болельщик кӗске вăхăт хушшинчех çăлтăра тухрӗ.Эсир ӳкернӗ видео çинче «чăмлакансенчен» пӗри сире кокошник та парнелерӗ. Чăнах та-и?

Пӗр уйăха тăсăлнă Футбол енӗпе тӗнче чемпионачӗ иртсе те кайрӗ. Матчсем йышăннă хуласем пушанса юлнă пекех халь, ют çӗршывсенчен килнӗ болельщиксем майӗпен кайса пӗтрӗç. Кунсерен пин-пин çынна йышăннă фан-зонăсене те сӳтрӗç. Çак тапхăрта футболпа «чирленисемшӗн» тем çитмен пекех. Ара, çамрăксем кăна мар, асанне-кукамайсем те çав-çав матчра хăш çӗршыв команди çӗнтернипе интересленме пуçларӗç те... Хамăр çӗршывра çакнашкал масштаблă мероприяти час-час иртмест вӗт, футбол енӗпе тӗнче чемпионачӗ пушшех те.

Çапах та хамăра нумай савăнăç парнеленӗ чемпионата, стадионти матчсенех кайса курман пулсан та, часах манмăпăр-ха, вăл асăмăрсенче тахçанччен упранӗ. Хуларан хулана çӳресе пӗтӗмпех чӗррӗн, хăйсен куçӗпе курнă фанатсене вара Раççейри чемпионат тата та ытларах эмоци парнеленӗ. Ак, тӗслӗхрен, Мускавра пурăнакан тăватă çамрăк чемпионат вăхăтӗнче Екатеринбургсăр пуçне матчсем ирттернӗ кашни хуларах пулса курнă. Хăйсем мӗн курни пирки пире те хаваспах каласа пачӗç. Эппин паллашар-ха вӗсемпе. Максим Чепель – хăйне творчествăлла предприниматель тет, сӗтел-пукан монтажӗ тата декор енӗпе ӗçлет. Максим сăвăсем те çырать, кӗнеке те кăларнă, фотоӗçе те кăмăллать. Унăн амăшӗ чăваш, Чăваш Енри Йӗпреç районӗнчен, çавăнпа та Максим, Мускавра çуралса ӳснӗ, тăван чӗлхепе лайăхах калаçаймасть пулсан та, хăйне чăваш тесе шутлать. Сергей Евсеев та бизнесмен, Максимпа ачаранах туслă. Александр Юсов – çулçӳревре оператор тивӗçне пурнăçланă, кулленхи пурнăçра та çак ӗçпех аппаланать, пысăк специалист. Алексей Агеев Чăваш Енри Йӗпреç районӗнчен, халӗ Мускавра ӗçлет тата пурăнать, вӗсем Максимпа иккӗмӗш сыпăкри тăвансем.

Çулçӳрев пирки пире С.Евсеевпа М.Чепель каласа пачӗç.

– Калăр-ха тархасшăн, Футбол енӗпе тӗнче чемпионачӗ иртекен кашни хула тăрăх çӳреме хăçан шутларăр? Эсир спортăн çак тӗсӗн фаначӗсем-и?  

– Çапла, футбола питӗ юрататпăр. Хамăр çӗршывра çавăн пек пысăк мероприяти иртнӗ чух урăхла май çук. Хуласем тăрăх çӳресе матчсем курма тахçанах шутласа хутăмăр, ятарласа çак вăхăтра отпуск илтӗмӗр. Паллах ӗнтӗ, хамăр мӗн курнине видео çине ӳкертӗмӗр. Пирӗн Ютубра ятарлă канал пур, ун валли видеосем ӳкертӗмӗр.

– Раççейре иртекен чемпионатран маларах мӗн кӗтрӗр? Кӗтни тӳрре тухрӗ-и? Раççей хăйӗн умне лартнă задачăна пурнăçларӗ-и сирӗн шутăрпа?

– Тӗрӗссипе каласан, чемпионат çакăн пек аван иртессе шутламан та. Иккӗленӳ пурччӗ. Анчах пирӗннисем ума лартнă тӗллевсене туллин пурнăçларӗç, çак тӗнче шайӗнчи мероприятие тӗлӗнмелле чаплă ирттерсе ячӗç. Иртсе кайнă хыççăн йӗркелесси енчен историри чи лайăх чемпионат та теççӗ ав халь. Ют çӗршывсенчен Раççее футбол курма килнӗ хăнасем пурте кăмăллăччӗ, тавах Турра, нимӗнле япăх япала та пулса иртмерӗ çак вăхăтра. Паллах ӗнтӗ, вак-тӗвек çитменлӗхсем пурччӗ, анчах та лайăххи çумӗнче вӗсем курăнмарӗç те темелле.

– Эсир чемпионат иртнӗ кашни хуланах çитсе куртăр. Хăш хулара пуçласа пултăр, вӗсем мӗнпе сирӗн асра юлчӗç? Сирӗн шутпа хуласем чемпионата еплерех хатӗрленнӗ, мӗнле çитменлӗхсем асăрхарăр?

– Тӗрлӗ хулана çитсе курни çӗнӗ эмоцисем парнелерӗ пире. Чемпионат иртнӗ хуласенче пиртен кашниех тенӗ пек унччен те пулса курнă-ха. Анчах та тӗнче чемпионачӗ вăхăтӗнче килсен ку хуласене пуçласа килнӗ пек туйăнчӗ пире. Пирӗн çулçӳрев Мускав хыççăн Чулхуларан пуçланчӗ темелле. Чулхуларан Хусана килнӗ май Шупашкара та кӗрсе тухрăмăр. Чăваш Ен тӗп хули питӗ кăмăла кайрӗ. Кашни килмессерен хула çӗнелсе пыни уççăн курăнать. Максим унта час-часах пулать-ха, Сергей юлашки хут 2014 çулта пулнăччӗ. Хусан юлашки вунă çулта самай улшăнчӗ, пурнăç шайӗ кунта çӳллӗ пулни куçкӗрет. Хула илемлӗ, çыннисем тарават. Калининградра вара пуçласа пултăмăр, çавăнпа та вăл та, Сочи пекех, уйрăмах асра юлчӗ темелле. Сочире, тӗслӗхрен, Сергей 5 çулта чух юлашки хут пулнă. Ун чухнехипе хальхи хулана танлаштарма çук, паллах, пӗтӗмпех çӗнелнӗ, пачах урăх мегаполис вăл халь. Санкт-Петербургпа Самара илсен те çавнах каламалла. Саранск та, пысăк хула мар пулсан та, хитре хула. Вырăнти çынсем каланă тăрăх, чемпионат иртнине пула ăна çӗнетес, йӗркене кӗртес тесе нумай ӗç тунă. Стадионсем илемлӗ. Çитменлӗхсенчен çакна палăртас килет: пур хулара та тенӗ пекех стадионпа фан-зонăсем пӗр-пӗринчен аякра вырнаçнăччӗ. Çулсене хупнипе шăрăх çанталăкра пӗр çӗртен тепӗр çӗре çуран нумай утма тиврӗ. Дон-çи-Ростовра та стадиона çитме меллӗ марччӗ. Фан-зонăсене аван йӗркеленӗччӗ, анчах та кунта та çитменлӗхсӗр марччӗ: вӗсем кăмăл пуррисене пурне те йышăнма пултараймарӗç. Пӗр çӗрте вăл 25 пин çынлăх кăна, тепӗр çӗрте – 15 пинлӗх çеç... Футбол курас текенсем вара питӗ нумайăн.

– Пӗр уйăхра эсир 13500 километр хыçа хăварнă. Пӗр чарăнми çул çӳрени ывăнтармарӗ-и? Е тӗнче чемпионачӗн атмосфери ывăнма памасть-и?

– Паллах, çул ывăнтарать. Килти мар ӗнтӗ, тем тесен те. Çул çинче нумай вăхăт хушши машинăра, темиçе хутчен самолетра ирттерме тиврӗ. Кунсăр пуçне пӗрмай вырăнти çынсемпе, ют çӗршыв хăнисемпе калаçма тăрăшрăмăр. Çакă та ывăнтарать. Анчах та çакнашкал ывăнни – кăмăла каякан пулăм. Эсир каланă пек, тӗнче чемпионачӗн атмосфери вăл ывăнма памасть. Хал çук пулсан та малалла кайма, хамăрăннисемпе ытти кăмăллакан командăсемшӗн «чирлеме» хистет.

– Эсир тӗрлӗ çӗршывсенчен килнӗ болельщиксемпе курнăçнă, калаçнă. Вӗсем мӗнпе уйрăлса тăраççӗ пиртен? Вӗсене мӗн пӗрлештерсе тăрать?

– Паллах ӗнтӗ, пур çӗршыв болельщикне те чи малтанах футбол, отпуск тата вӗçсӗр-хӗрсӗр савăнăç пӗрлештерсе тăрать. Кăнтăрти çӗршывсемпе çурçӗртен килнӗ болельщиксен хушшинче уйрăмлăх пурах. Кăнтăртисем вӗри юнлăрах темелле-и... Ак, тӗслӗхрен, Кăнтăр Америка çӗршывӗсенчен – Уругвайран, Аргентинăран, Перуран, Колумбирен, Бразилирен килнисенех илер: вӗсем пурте питӗ савăнăçлă, хӗрӳ кăмăллă çынсем, пурин çинчен манса чӗререн савăнма пӗлеççӗ. Карнавалсем иртекен çӗршывсенчен-çке. Çапах та Швеци, Исланди тата ытти çӗршывсенчен килнисене те хурлас килмест, вӗсем те хăйсен командисемшӗн çунни курăнчӗ. Кашни çӗршыв болельщикех мӗнпе-тӗр ыттисенчен уйрăлса тăма тăрăшать.

– Ют çӗршыв çыннисем Раççей пирки мӗн калаçаççӗ? Чемпионат вăхăтӗнче массăллă хыпар хатӗрӗсенче вӗсем Раççее киличчен пирӗн çӗршыв пирки пачах урăхла шутлани пирки нумай çырчӗç, кăтартрӗç. Тен, сире те çакăн пирки калакансем пулчӗç?

– Ют çӗршыв çыннисем Раççей пирки аваннине кăна каларӗç. Тен, вӗсем пирӗн çӗршыв пирки япăххине каласан мӗн-тӗр сиксе тухасран хăрарӗç-ши? Анчах та лайăххи пирки каланă чух вӗсен сăмахӗсем чӗререн, чунтан тухнă пек туйăнчӗ. Эпир пӗр япăх сăмах та илтмерӗмӗр вӗсенчен. Болельщиксем хăйсене Раççейре çапла лайăх кӗтсе илнинчен питӗ тӗлӗннине пытармарӗç. Ара, маларах массăллă хыпар хатӗрӗсенче  Раççее ан кайăр, унта кайсан каялла сывă таврăнаймастăр, сире унта вӗлереççӗ, вăл япăх çӗршыв тесе пропаганда тунă-çке. Футбола юратакансем пирӗн çынсем хăйсене кашни утăмрах пулăшма тăрăшнине, вӗсемпе кăмăлтан калаçас тенине, тараватлăн кӗтсе илсе ăсатса янине, кунта нимле хăрушлăх та çуккине хăйсен куçӗпе курса ӗненчӗç. Хаксем йӳнӗ пулни, çутçанталăкпа хуласен хитрелӗхӗ те тӗлӗнтерчӗ ют çӗршыв çыннисене. Ак, тӗслӗхрен, Бразили болельщикӗсем тепрехинче Раççее хăйсен тăванӗсене те илсе килетпӗрех тесе хăварчӗç. Вӗсен команди килне кайсан та бразилецсем таврăнма васкамарӗç, финалчченех пирӗн çӗршывра пулчӗç, мӗншӗн тесен кунта вӗсене çав тери килӗшнӗ. Килне таврăнсан кунти халăхăн тараватлăхӗ пирки пурне те каласа пама шантарчӗç. Болельщиксен хушшинче те тӗрлисем пур: пӗрисем пӗтӗм япала çинче перекетлесе нумай укçа тăккаламасăр ытларах çул çӳреме тăрăшаççӗ, теприсем пачах тепӗр майлă – хăйсемшӗн ним те шеллемеççӗ, хăна çурчӗсенчи чи хаклă номерсене броньлеççӗ, чи паха апат çиеççӗ...

– Раççей сборнăйӗн чемпионатри вăййине еплерех хаклатăр?

– Хамăрăннисен вăййине питӗ лайăх тесе хаклатпăр. 10 балпа шутласан 9-па балл панă пулăттăмăр. Пирӗн менталитет çапларах вӗт, эпир яланах мӗнпе те пулсан кăмăлсăр... Раççей сборнăйӗ пире нумай савăнăç парнелерӗ, эпир те мундиальте пысăк çитӗнӳ тума пултарнине çирӗплетсе пачӗç пирӗн футболистсем. Паллах ӗнтӗ, хăш-пӗр вылякансем шанăçа тӳрре кăлараймарӗç, анчах та кун пирки калаçмăпăр. Кашни кӗтесрех Раççей команди «кирлӗ çынсене сутăн илнипе» финал чӗрӗкне çитме пултарни пирки кăшкăрашнине ӗненместпӗр те, кун пирки пуш сăмах та çаптарас килмест.

– Чемпионат пуçланиччен кам çӗнтерӗ тесе шутланăччӗ?

– Мундиаль пуçланиччен кам çӗнтерме пултарасси пирки пит шутламан та. Аргентина финала çитет пуль тенӗччӗ. Германи тухса ӳкни питӗ тӗлӗнтерчӗ. Англи лайăх вăйă кăтартӗ тесе шутласа йăнăшмарăмăр. Финалта хорватсене курни вара кӗтменлӗх пулчӗ.

– Болельщиксем матчсене курма питӗ интереслӗ тумсемпе çӳрерӗç: кам маскăпа, кам тӗрлӗ тӗслӗ костюмпа, тепри «мăйракаллă» калпакпа, кокошникпа... Эсир те «Мистер Дерби» тесе çырнă футболкăпаччӗ кашни хуларах. Мӗне пӗлтерет çапла çырни?

– Чăн та, болельщиксем хăйсен нацилӗхне палăртакан тумсемпеччӗ. Çакă уява тӗрлӗ сăрăсемпе илемлетме пулăшрӗ. Эпир те «Мистер Дерби» тесе çырнă футболкăсемпеччӗ, пирӗн Ютубри канал çавăн ятлă. Эпир унта çынсемшӗн интереслӗ пулма пултаракан видеосем вырнаçтаратпăр. Çакăн пек çырнă футболкăсем пире ют çӗршыв çыннисемпе хăвăртрах пӗр чӗлхе тупма, вӗсен шанăçне çӗнсе илме пулăшаççӗ. Хăвăрах шутласа пăхăр-ха, ют çӗршывра сирӗн пата камерăпа ӳкерме çынсем пырса тăчӗç, хăйсем ахăрса кулаççӗ. Вӗсене мӗн кирлине тӳрех ăнланса та илме çук, ку хăтлану хăратма пултарать. Пирӗн футболкăсем çинче канал ятне хэштегпаçырнине курсан вара вӗсем тӳрех эпир вӗсенчен интервью илес шухăшлине, çакна ырă кăмăл-туйăмпа пурнăçланине ăнланса илеççӗ.

– Раççей – Испани матч вăхăтӗнче трибуна çинче хот-дог çисе ларнă кокошниклă виçӗ болельщик кӗске вăхăт хушшинчех çăлтăра тухрӗ. Соцсетьсенче ăçта ан пăх, унта вӗсен сăнӳкерчӗкӗсем. Фотошопра мӗн тӗрлӗ коллаж тăвакан çук-ши вӗсемпе усă курса... Такам тепӗр кунах хăйӗн гаражӗ çине вӗсене сăрăсемпе ӳкерсе те хунăччӗ. Сирӗн каналти видеона пăхсан эсир те вӗсемпе тӗл пулнине пӗлтӗмӗр. Çак тӗлпулу ăнсăртран пулчӗ-и е вӗсене ятарласа шырарăр-и? Эсир ӳкернӗ видео çинче «чăмлакансенчен» пӗри сире кокошник та парнелерӗ. Чăнах та-и?

– «Чăмлакансене» эпир ятарласа шыраман. Сочири «Фишт» стадион патӗнче видео ӳкернӗ вăхăтра кӗтмен çӗртен çынсем хушшинче кокошниклă «çăлтăрсене» курах кайрăмăр. Сергей вӗсемпе пырса калаçма шутларӗ. «Сире темиçе ыйту пама юрать-и?» – тесе ыйтсан çăлтăра тухнă хӗрарăм хӗрӗçлемерӗ, манăн ыйтусем çине хаваспах хуравларӗ. Кăмăллă калаçу пулса иртрӗ пирӗн хушăра. Вăл мана (шел пулин те, ятне пӗлместӗп) юлашкинчен сумкинчен кăларса кокошник парнелерӗ. Еплерех тӗрӗс тăхăнмаллине те кăтартса пачӗ.

– Миçе стадионра тата миçе матчра пулса курма тӳр килчӗ сире? Чи йӳнӗ тата чи хаклă билета мӗн хакпа туянтăр?

– 5 матчра пулса куртăмăр. Санкт-Петербургра иртнӗ Раççей – Египет матча 11 пин тенкӗпе билет туянма май килчӗ. Самарти Раççей-Уругвай матча билет юлташ парнелерӗ. Бельгипе Япони вăййине (Дон-çи-Ростовра) билет 6 пинпе бельгиецсенчен туянтăмăр. Сочире иртнӗ Раççей – Хорвати чӗрӗк финал вăййине Раççей сборнăйӗнче вылякан Юрий Жирков футболист урлă билет туянма май килчӗ (унпа пирӗн финанс директорӗ çыхăну тытать). Çав тери хаклă марччӗ. Санкт-Петербургра иртнӗ çурма финал вăййине (Франци – Бельги) 20 пин тенкӗ ытларахпа туянтăмăр.  

– Сирӗн шутпа, çӗршывра çакăн пек пысăк мероприятисем ирттерни мӗн парать?

– Ют çӗршыв çыннисен умӗнче çӗршыв имиджне ӳстерет çакăн пек масштаблă мероприятисем ирттерни. Патшалăхсен ертӳçисем те матчсене курма килнӗччӗ. Политиксем пӗр-пӗринпе калаçаççӗ, хутшăнаççӗ, çакă ӗçлӗ çыхăнусене çирӗплетме пулăшать, пирӗн шутпа. Хуласенче инфраструктура аталанать, çӗнӗ стадионсем хута каяççӗ, ӗç вырăнӗсем пулаççӗ. Паллах ӗнтӗ, футбол вăййине популяризацилени те. Чемпионатчен пирӗн футболистсенчен кахалли кăна кулмастчӗ пуль, вӗсем ниме тăман вылявçăсем, ахалех йӗм çӗтсе çӳреççӗ тесе. Халӗ вара, хамăр çӗршывра чемпионат иртнӗ хыççăн, пирӗннисем япăх мар кăтарту тунă хыççăн футболпа нумайăшӗ интересленме пуçларӗ, спортăн çак тӗсне юратса пăрахрӗ.

– Хусан мӗнпе асра юлни пирки уйрăммăн ыйтас килет сиртен.

– Хусан архитектура илемӗпе тата хăтлăхпа асра юлчӗ. Кунта пӗтӗмпех меллӗ, нимӗн ытлашши те çук. Метро та пур, хулан тепӗр вӗçне самантрах çитме пулать. Хамăр Хусанта пулнă чух нихăçан та пысăк пробкăсене лекмен эпир. Апат тутлă кунта, атмосфера ырă. Хусантан таврăнсан яланах туссене каласа парас килет çак хула пирки. Хусанти сăнӳкерчӗксене хамăрăн соцсетьри страницăна лартсан темиçе çын та: «Канмалли кунсенче Хусана кайса курсан ӳкӗнмелле пулмӗ-и?» – тесе ыйтрӗç. Эпир «унта кайса курмаллах» тесе çирӗппӗн хуравларăмăр. Çынсен сăнӳкерчӗкӗсемпе киленсе ларни вăл пӗр япала, хăв кайса курни – пачах урăхла. Хăв куçупа курнине мӗн çитӗ?

– Тавах сире кăмăллă калаçушăн!

(А.Юсов сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России