Сувар

ЧИРКӲ ВĂЛ БИЗНЕС МАР

Çӗнӗ епископ епархи пурнăçне тирпее кӗртме пуçлани нумайăшӗн çулне пӳлнӗ. Хирӗç тăракансем те пур

Чистай тата Анат Кама епископне Игнатие пирӗн вулакан хушшинче пӗлмен çын çук. 2019 çул вӗçӗнчен пуçласа «Суварта» ун ятӗнчен «Владыка сăмахӗ» рубрика тухма пуçларӗ. Унта вăл çынсен тӗнпе, пурнăçри кăткăс лару-тăрупа çыхăннă ыйтăвӗсене хуравлать. Çапла майпа унăн ырă сăмахӗ урлă халăхра ӗненӳ сарăлать.
Игнатий владыка маларах Ульяновск хулинчи чăваш чиркӗвӗн пачăшкиччӗ. 2015 çулта Феофан митрополитпа пӗрле Хусана килчӗ. Ăна çветтуй асапçă Кирилл ячӗллӗ архиерей подворьин наместникне суйласа лартрӗç. Чиркӗве çӳреме пуçласан Игнатий атте патне Ульяновскран автобусӗ-автобусӗпе çын килме пуçланинчен тӗлӗннӗччӗ. «Пăрахса кайрӗ пире юратнă пачăшкă. Нумай пулăшрӗ вăл пире. Игнатий атте вӗрентнипе ӗненӳ çулӗ çине тăтăмăр. Питӗ тунсăхлатпăр ăна, унăн проповедӗсем пире çитмеççӗ», – тесе каланăччӗ пӗр хӗрарăм хăйӗнпе калаçса кайсан. Часах Хусанта та ун тавра ахаль халăх пуçтарăнма тытăнчӗ, чиркӳре  праçник кун мар ирхи-каçхи кӗлӗсенче те тăма хӗсӗк пула пуçларӗ. Литурги хыççăн пирӗнпе тухса калаçатчӗ вăл, панă ыйтусене хаваспах хуравлатчӗ. Сисӗнмесӗр тăватă çул иртсе те кайрӗ. 2019 çулхи июлӗн 30-мӗшӗнче Игнатий архимандрита  Чистай тата Анат Кама епископне лартма йышăннă. Июнӗн 13-мӗшӗнче Мускаври Христос çăлавçăн Трон залӗнче хиротони иртнӗ хыççăн вара хусансем те ăна хурланса Чистай хулине ăсатрӗç.

Чуна укçалла сутсан
Кунта та Игнатие чиркӗве çӳрекенсем пӗрремӗш литурги хыççăнах кăмăлланă. «Кӗлӗсене вăл татса, ăнланмалла вулать, ячӗшӗн кăна мар. Çынсемпе питӗ ырă, шухăшласа калаçать. Турă сăмахне пирӗн чӗрене çитерме тăрăшать», – тесе каланине пӗр çынран кăна илтмен. Вăт, пачăшкăсемпе настоятельсене пурне те юрайман вăл. Çак çулсенче контрольтен тухнисене уйрăмах. Кун пирки пӗлмесӗрех юлаттăмччӗ пулӗ, енчен те интернетра ăнсăртран пӗр сайт сиксе тухман пулсан. Ячӗ ăнланмалла мар пулнипе кӗрсе пăхма шутларăм та çӳç-пуç вирелле тăчӗ. Унта вырăс православи чиркӗвӗн пачăшкисем мӗн кăна çырмаççӗ иккен. Ак, Игнатий владыка çинчен çырни те куç тӗлне пулчӗ. Материалсемпе паллашнă май çăхавсене кăмăлсăр пачăшкăсем шăрçалани паллă пулчӗ. Паллах, владыкăна хăйне çийӗнчех шăнкăравларăм. «Епархире тӗрӗслевсем пуçарни хăш-пӗрне килӗшмерӗ пулмалла», – хуравларӗ вăл кӗскен. Кайран çак сайта чиркӳрен уйăрнă пӗр пачăшкă йӗркелесе янине пӗлтӗм. Лару-тăрăва уçăмлатас тӗллевпе Чистай епархийӗнче экономра ӗçленӗ Елена В-на шăнкăравларăм.
Ун сăмахӗсемпе, Анат Кама районӗнчи чиркӳсене тӗрӗсленӗ хыççăн иккӗшӗнче прихут хуçалăхӗн ӗçӗсене йышăннă йӗркене пăхăнмасăр илсе пыни палăрнă, бухгалтери енӗпе те пурне те шута илмен. Паллах, çирӗп тӗрӗслев килӗшмен. Чистай епархийӗн контрольпе аналитика службин комисси пайташӗсемпе те асăннă аттесем тӳрккес калаçнă. Вăй кăтартма тăрăшакансем те пулнă. Архиерей хушăвӗсене вырăна хуманнине уççăн кăтартнă. Укçапа власть тыткăнне лекнӗскерсене хăнăхнине пăрахăçлама йывăр пулмалла. Архиерее хирӗççисен шутӗнче Алексеевски районӗнчи пӗр пачăшкă пурри те паллă. Вӗсене чиркӳ служителӗсем теме чӗлхе çаврăнмасть. Елена В. сăмахӗсенчен асăннă çынсен тата та пысăкрах çылăхсем пур. Архиерей айăплисене ӗçрен кăларсан вӗсене митрополи мӗншӗн каялла тавăрни шухăшлаттарать...
Чиркӳ ӗçченӗсем хушшинче çакăн пек пулăмсем пулни çынсене, паллах, питӗ тӗлӗнтерет. Унран та ытларах – чиркӳрен пистерет. Çынсен умӗнчи яваплăх çинчен шутламасан нивушлӗ Турăран та хăрамаççӗ? Çак ыйтусем çуралаççӗ православи çыннин пуçӗнче. Тӗн семинарине пӗтернӗскерсем пиртен самай нумай пӗлеççӗ-çке? Тӗн енӗпе халăха ăс пама хăйсем çине пысăк явап илнӗ. Вӗсем те укçа чури пулса тăраççӗ пулсан ахаль çыннăн кама шанмалла? Çак яваплăха туйса илессине питӗ шанас килет. Илӗç-ши? Чиркӗве служить тума вӗсем бизнес йӗркелеме килнӗ пекех туйăнать. Урăхла мӗнле ăнлантармалла хăш-пӗр пачăшкă сахал укçа тӳлесен вилене пытарнă чух кӗлӗ пуçламаннине? Кун пирки çынсем хăйсем каласа пачӗç, вӗсене хăрушлăха кӗртсе ӳкерес мар тесе ячӗсене асăнмăпăр.

Ытлашши юратнăран кураймаççӗ?
Çӗнӗ епископ епархи пурнăçне тирпее кӗртме пуçлани нумайăшӗн çулне пӳлнӗ. Хăш-пӗр пачăшкă çирӗп хирӗçтăру пуçарса янă. Интернетри сайтсене элексем çырма пуçланă. Вирлӗ те усал çыраççӗ унта. Тӗн çыннисем хушшинчи усаллăх чуна çӳçентерет. «Кама кирлӗ ун сăмахӗ? Литурги хыççăн тухать те çынсене ырă ӗçсем тумалли, пӗр-пӗрне юратмалли çинчен сӳпӗлтетет. Çуршар сехет сăмах вӗçтерет», – тесе çыраççӗ чиркӳ çыннисемех. Ăçтан çакăн чухлӗ курайманлăх? Тӗлӗнсе каймалла! Юрӗ, эпир çылăхлă та айван тейӗпӗр, вӗсенчен урăххине кӗтетпӗр-çке... Çавăншăнах чиркӗве çӳреместпӗр-им? Хăш-пӗр пачăшкă кӗлӗре мӗн вуланине те ăнланма çук. Литурги хыççăн ыйту парас тесен те патне пыма çук. Мăнкăмăллă. Игнатий владыка вара пурне те илтме, итлеме пӗлет. Мӗн чухлӗ çынна вăл йывăр лару-тăруран тухма пулăшрӗ, шутласа пӗтереймӗн. Нивушлӗ çавăншăнах ăмсанаççӗ, кӗвӗçеççӗ?
 Интернетра мӗн кăна çырмаççӗ тата? Епископăн аллине нухайккă тыттарнă сăнӳкерчӗкне лартнă. Фотошоп пулни уççăнах курăнать. Текстне куçарса парас та килмест...

 

Адам ачисемех
Чиркӗве çӳрекен халăх та ахаль лармасть. Хусан митрополине те, Мускав патриархине те епископ майлă çырусем çыракансем пур.
«Хӗрӗхре эпӗ чиркӗве çӳреме пуçларăм. Çавăнтанпа 31 çул хам та чиркӳре ӗçлетӗп. Анат Камăри тӗрлӗ прихутсенче ӗçлеме тиврӗ мана. Пурне те лайăх пӗлетӗп. Тӗрлӗ пачăшкăпа ӗçлесе куртăм. Нумайăшӗ халӗ çук ӗнтӗ, урăххисем килчӗç. Пачăшкăсем те  Адам ачисемех, пурин пекех çылăхсемпе кӗрешеççӗ. Вӗсене те çӗр çинчи япаласем илӗртеççӗ, шел пулин те. Паллах, ку вӗсенчен явапа илеймест. Чистайпа Анат Кама епархийӗнчи хальхи лару-тăру мана питӗ те хумхантарать. Нумай вăхăт пӗр тӗрӗслевсӗр ӗçленипе нумайăшӗ иртӗнме пуçланă. Игнатий владыка килчӗ те йăлт улшăнма пуçларӗ – ырă енне. Вăл чăннипех Турă çынни. Пӗрремӗш служба хыççăнах халăх чунпа çӗкленсе кайрӗ, ăна юратса йышăнчӗ. Вăл çынсемшӗн тăрăшнине, хута кӗнине туйрăмăр. Игнатий кашнине тӗрев пама, лăплантарма тăрăшать, пурнăçа савăнăçпа шанчăк илсе килчӗ...
Тӗрӗссипе каласан, кашни пачăшкă çын çине кун пек пăхмасть. Пире Евангелипе пурăнма хушнă чух, хăйсем ăна тытса пыни сисӗнмест. Хăш-пӗрне пачăшкăсем питӗ те пуян пурăнни тарăхтарать: коттеджсем, хваттерсем вӗсен унта та кунта. Вӗсен майлисем вӗсене пуянсем пулăшаççӗ теççӗ. Иоанн Кронштадские те парнесем панă, анчах унăн Хусанта та, Мускавра та хваттерсем пулман. Хăш-пӗр пачăшкă, чăн та, чухăнлăхра пурăнать вара... Пуринчен ытла чиркӳре пачăшкăсем кӗлӗсене васкаса вулани килӗшмест. Çынсем ним ăнланмасăр, пушă чунпа тухса каяççӗ. Панихидăсемпе ытти йăласене те ячӗшӗн тăва пуçларӗç. Игнатий владыка пач урăхла. Çынсем çакна кураççӗ, туяççӗ, çавăнпа ун патне туртăнаççӗ. Пирӗнпе вăл ашшӗ ачисемпе калаçнăн ăшшăн, шеллесе калаçать. Пире çеç мар, пачăшкăсене те ырра вӗрентет. Вӗсене те пастырь кирлӗ...», – тенӗ Елена А. Хусанти митрополие çырнă хăйӗн çырăвӗнче.

Хута кӗме хăраççӗ
Ун çырăвӗпе паллашнă хыççăн хăйӗнпе калаçса пăхас килчӗ. Малтанласа Елена А. шанмасăртарах калаçрӗ. Мӗн сăлтавпа тата кам шăнкăравланине пӗлтерсен сичӗвленни пӗтрӗ.
– Мана ку япала питӗ хумхантарать. Игнатий владыкăшăн сăмах каламасăр чăтаймастăп, çавăнпа çыру çыртăм та, – терӗ вăл.
– Нивушлӗ пачăшкăсене тӗрӗслесе тăмалла ӗнтӗ? – ыйтмасăр чăтаймарăм хам та.
– Кирлӗ мар пулсан, епархисем те, митрополисем те пулмалла мар. Кирлӗ, пачăшкăсем те çынсемех, вӗсене те нумай япала илӗртет.
– Çапах та вӗсен хушшинче хирӗçӳ пулмалла мар пек. Игнатий владыка майлисем пур-и вара?
– Пур, анчах хăраççӗ. Христос та ав миçе çынна вилӗмрен çăлнă, чӗртсе çӳренӗ, хуласем-ялсем тăрăх çӳресе Турă вӗрентӗвне сарнă. Темиçе пин çын çӳренӗ ун хыççăн. Анчах ăна суд тума пуçласан ăçта кайса кӗнӗ вӗсем? Кам ун хутне кӗнӗ? Хăраççӗ çынсем. Хирӗç тăракансене вара никам та юраймӗ: Пармен та, Игнатий те, тепри те. Вӗсем хăйсене хӳтӗлес тесе ним те уяса тăмаççӗ, вăтанни те çук...
Çак кӗске калаçуран та Чистай епархийӗн прихучӗсене çӳрекенсем Игнатие йышăнни, ăна шанни палăрать. Паллах, çăмăл мар лару-тăру. Турă ирӗкӗпе пулнă тӗрӗслеврен вăл чиперех тухасса шанас килет. Чиркӗве бизнеспа арпаштарнă пачăшкăсем пирки мӗн темелле-ши? Вӗсем Иисус Христоса сутнă Иуда пекех. Апостол пулнăскер хăй ӗмӗрне мӗнле вӗçленине пурте пӗлетпӗр.
Ирина ТРИФОНОВА.
А.Наумов сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: