Сувар

КУН ПЕККИНЕ КОЛЬСК ÇУРУТРАВ КУРМАН-ХА

«Чуваши Заполярье» фестивалӗн тӗп тӗшши – чăвашсене кăна мар, тӗрлӗ халăха явăçтарни. Пӗр юррах темиçе чӗлхепе, вырăнти ненец чӗлхипе юрланине те илтесшӗн.

Паянхи кун ăçта янрамасть чăваш юрри? Тӗрӗс, çук ун пек кӗтес çӗршывра. Çурçӗр Полюсӗ те акă, хальхи вăхăтра çав тери пысăк мероприятие хӗрсех хатӗрленет. Май уйăхӗн 18-мӗшӗнче Мурманск хулинче «Чувашское Заполярье» чăваш халăх пултарулăхӗн фестивальне ирттерме палăртнă. «Кун пеккине Кольск çурутравӗ хальччен курман-ха», – тет проект авторӗ Дина Агеева. Сăмах май, вăл пирӗн ентеш, Çӗпрел районӗнчи Матак хӗрӗ. Мурманскри Техника университечӗн педагог-психологӗ Дина Агеева ӗçленӗ хушăрах обществăлла ӗçрен те юлмасть. Мурманскри «Чăваш тăрăхӗ» Чăваш наципе культура обществин хастарӗ, «Акатуй» чăваш фольклор ансамблӗн ертӳçи вăл. Ентешӗмӗр проектăн авторӗ, фестиваль йӗркелӳçисенчен пӗри пулнине пӗлсенех хăйӗнпе телефонпа çыхăнтăмăр. «Алло», –  терӗ вăл яланхи пекех çепӗç сасăпа. Пӗр-пӗринпе калаçма май пулнишӗн иксӗмӗр те питӗ хытă савăнтăмăр пулмалла. Тахçантанпах пӗлекенскерсен пирӗн калаçу хăвăрт сыпăнчӗ.

Реклама

  • Ну, маттур та вӗт эсӗ, Дина, Çурçӗр Полюсӗнче те пысăк ӗç тăватăн ав, проект хатӗрлес шухăш мӗнле çуралчӗ?
  • Мурманск облаçӗнче пирӗн çав тери нумай, кашни уйăхрах тенӗ пек, наци мероприятийӗсем иртеççӗ.  Унта облаçра пурăнакан халăхсем хăйсен пултарулăх номерӗсене кăтартаççӗ. Украинсем нумай юрлаççӗ, вырăссем... Чăвашсем пирки сăмах тухсан, мероприяти йӗркелӳçисем «Акатуй» ансамблӗн пурӗ те пӗр юрă кăна юрламаллине асăрхаттараççӗ. «Мӗнле-ха апла?» – ыйтатăп вӗсенчен.  «Сирӗнсӗр пуçне облаçри унтан, кунтан тата тепӗр çӗртен килнӗ çав-çав чăвашсем те юрлаççӗ. Пурсăра та темиçешер юрă юрлаттарсан, нумай нациллӗ халăхăн мар, чăваш концерчӗ пулса каять», – теççӗ. Енчен те чăвашсем эпир Мурманск облаçӗнче çав тери нумайăн-тăк, эппин пирӗн хамăрăн концерта йӗркелемелле терӗмӗр. Çапла çуралчӗ фестиваль йӗркелес шухăш. Капла пӗр-пӗринпе тата лайăхрах паллашатпăр, çывăхрах калаçма тытăнатпăр. Пӗрле ларса шухăшларăмăр та проект хатӗрлес терӗмӗр. Пирӗн проект Мурманск облаçӗн Шалти политика тата массăлла коммуникацисен енӗпе министерствин грантне çӗнсе илчӗ.
  • Грант укçипе фестиваль çеç ирттерместӗр пуль-ха?
  • Пире сивӗре урамсенче иртекен мероприятисенче тăхăнма чăваш ăшă тумӗ кирлӗ. Ытти халăхсем хитре тумсем тăхăнса килеççӗ, пирӗн, чăвашсен, хамăрăн наци тумне тӗттӗм курткăсемпе хуплама тивет. Çавăнпа грант укçипе чи малтан наци ăшă тумне çӗлеттерес терӗмӗр.
  • Каçар та, кун пек тум та пур-и вара хальхи чăвашсен? Сăхман тавраш ӗлӗк пулнах-ха ӗнтӗ, халӗ вара ун пеккисене çӗлеççӗ тенине эпӗ, тӗслӗхрен, илтмен те.
  • Ку енӗпе йывăрлăхсем сиксе тухасса шутламан та эпир. Шупашкарти наци тумӗсем çӗлекен предприятисене пурне те, çав шутра «Паха тӗрре» те, çак ыйтупа шăнкăравларăмăр. Вӗсем те хытă тӗлӗнчӗç пулмалла, ăшă тум нихăçан та çӗлеменнине кура килӗшмерӗç. Ун хыççăн Мурманскрах заказ тума тиврӗ. Халӗ пирӗн валли ăшă тума чăваш тӗррипе ӗçре нихăçан та тӗл пулман маçтăрсемех çӗлеççӗ.
  • Шел, маларах пӗлеймерӗмӗр. Хусанти тумтир дизайнерӗ, пирӗн ӗçтеш Ирина Трифонова хаваспах эскизсемпе пулăшатчӗ ӗнтӗ...
  • Лайăх пулнă пулӗччӗ те пӗлмен вӗт, тен, хăçан та пулсан, малашне...
  • Мӗнлерех пулать вăл чăваш мар Çурçӗр Полюсӗнчи чăваш фестивалӗ? Ятне пăхас-тăк, самай хăйне евӗрлӗ...
  • Мурманск тăрăхӗнче пурăнакан чăвашсем те, ытти халăхсем те пурте юрлама юратнăран эпир вокал номерӗсене тӗп тимлӗх уйăрас терӗмӗр. Паллах, чăваш çемйи ӳкерчӗкӗллӗ пысăк баннер та хатӗрлетпӗр. Кунта килнӗ кашни чăваш сăн ӳкерӗнме пултартăр. Лайăх минусовкăсем çыртартăмăр ӗнтӗ. Мӗншӗн тесен инструментсемпе калас енӗпе йывăртарах куна, специалистсем çук. Чăваш апатне те пӗçерӗпӗр-ха. Çапах та фестивалӗн тӗп тӗшши –  чăвашсене кăна мар, тӗрлӗ халăха явăçтарни. Пӗр юррах темиçе чӗлхепе юраласшăн. Мӗнле пулса тухӗ ӗнтӗ ку – пӗлместӗп.  Хальлӗхе чăваш-вырăс, чăваш-украин, чăваш-молдован, чăваш-узбек юррисене тупрăмăр. Чăваш юррине вырăнти халăх чӗлхипе юрланине те илтесшӗн. Хальлӗхе чăваш-ненец юррине тупаймарăмăр-ха. Çук-тăк, хамăр куçарăпăр. Фестивалӗн мӗнпур вăрттăнлăхӗсенех уçса памăпăр. Килсе курăр. Сăмах май, пурне те Мурманск хулипе облаçӗнчисене кăна мар, Раççейри мӗнпур регион чăвашӗсене май уйăхӗн 18-мӗшӗнче Мурманск хулине хăнана чӗнетпӗр.
  • Юрра куçарасси саншăн йывăр та мар пуль-ха. Астăвасса, 2018 çулхи «Кӗмӗл сасă» чăваш эстрадин Пӗтӗм Раççей фестиваль-конкурсне хăвăн юррупа хутшăннăччӗ.
  • Ку чăнах. «Кӗмӗл сасса» 2015 çултанпа хутшăнатăп. Пӗлтӗр сăмахне те, кӗввине те хам çырнă «Çурçӗр хӗрӗ» юрăпа кайрăм. Юрă çырма йывăртарах мана, мӗншӗн тесен музыкăна вӗренмен. Çавăнпа халăх хаклавне питӗ хумханса кӗтрӗм. Пӗрремӗш пулсан та, юрă çынсене килӗшрӗ пулмалла. Юрра кăçал Пензăра иртнӗ çамрăксен форумӗнче те юрласа патăм. Сцена çинчен ансан юрă çинчен нумай çын пыра-пыра ыйтрӗ.
  • Паянхи çамрăксенчен сахал кам хăй чăваш пулнине пӗлтерет халӗ. Эсӗ вара аякра та чăваш культуринчен уйрăлмастăн. Мӗнлерех лекрӗн Мурманск тăрăхӗнчи чăвашсем патне?
  • Мурманска пурăнма куçса килсен, кунта никама та пӗлместӗп, палламастăп. Малтанласа ӗç те тупманччӗ-ха, пӗррехинче телевизорпа вырăнти канал темле юрă конкурсӗ пуласси пирки пӗлтерчӗ. Унта чăвашла юрласан ăнмаллах тетӗп хам. Шăнкăравларăм та, наци тумӗпе килмелле теççӗ. Чăваш кӗпине шыраса Культура çурчӗсене шăнкăравлама тытăнтăм. Вӗсем: «Пирӗн пата мар, вырăнти чăваш обществине шăнкăравламалла санăн», –  теççӗ. «Ун пекки те пур-и кунта?» – тӗлӗнтӗм ун чух. Вăт çапла чăваш обществин телефонне тупса ун чухнехи ертӳçипе В.А. Гавриловпа паллашрăм. Вăл мана пӗр чăрмавсăрах наци тумне пачӗ. Конкурсра чăваш юррипе эпӗ ун чухне чăнах та 1-мӗш вырăн йышăнтăм. Кун хыççăн мана Шупашкара «Кӗмӗл сасă» фестиваль-конкурса кайма сӗнчӗç – килӗшрӗм. 2015 çулта пуçласа пӗрремӗш хут хутшăнсах эпӗ 3-мӗш вырăн йышăнтăм. Çапла пуçланчӗ манăн Мурманскри обществăлла пурнăç.
  • Вырăнти «Акатуй» чăваш ансамбльне ертсе пыратăн. Ют çӗршывра та чăвашла юрланă тенине илтнӗччӗ...
  • «Акатуй» ансамбле эпӗ пуçарса яман. Ăна малтан нумай çул П. Клементьев ертсе пычӗ. Çар çыннин ансамбль валли вăхăчӗ сахалрах пулнипе 2015 çулта мана хăй вырăнне сӗнчӗ. Çав вăхăтранпа «Акатуя» ертсе пыратăп. Хальхи вăхăтра ансамбле ялан çӳрекеннисем эпир пурӗ 7-ӗн. Хушăран килекеннисем те пур. Ют çӗршывра 2017 çулхи декабрь уйăхӗнче чăнах та пулнăччӗ, анчах ансамбльпе мар. Мурманскри Туслăх Çуртӗнчи ытти халăхсен представителӗсемпе пӗрле Германире пӗр эрне пултăмăр. Шкулсенче, ваттисен çуртӗнче, тата ытти çӗрте кашни хăй чӗлхипе юрларăмăр. Плансем пирӗн пысăк, пӗри вăл, паллă ӗнтӗ, май уйăхӗнчи фестиваль.
  • Дина, тавах сана калаçушăн. Фестиваль пӗрремӗш пулин те питӗ ăнăçлă иртессе иккӗленместпӗр, мӗншӗн тесен чăваш фестивальне Кольск çурутравӗ хальччен чăнах та пӗрре те курман. Ăнăçу сунатпăр. (Д.Агеева архивӗнчи сăнӳкерчӗксем).

 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: