Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Интервью, статьясем

Тӗтӗмсем тӗрлӗрен пулаҫҫӗ

Тутарстанăн чи лайăх пушарнăйӗ Аксу районӗнчи Беловкăра пурăнать

РФ МЧСӗн Тутарстанри управленийӗн Элметри 65-мӗш пушарпа çăлав чаçӗн çăлавçи Владимир Ильич Кожеманов Федерацин пушара хирӗç службин Тутарстанри ӗçченӗсен хушшинче нумаях пулмасть иртнӗ смотр-конкурсра «Республикăн чи лайăх пушарнăйӗ» номинацире çӗнтерчӗ.​ Иккӗмӗш çул тивӗçрӗ ентешӗмӗр çак хисеплӗ ята. Владимир Кожеманов Тутарстанăн 100 çуллăхне халалланă торжествăлла мероприятин (Хусан) хаклă хăни те пулчӗ. Ентешӗмӗре черетлӗ çӗнтерӳпе саламлас шутпа эпир ятарласах хăйӗнпе çыхăнтăмăр.

– Владимир, чăн малтан сире иккӗмӗш хут республикăн чи лайăх пушарнăйӗ пулнă ятпа саламлатпăр. Калăр-ха, ку конкурсра çӗнтерес тесен мӗн тума пӗлмелле çăлавçăн?
– Тавтапуç. Ку конкурс теори тата практика пайӗсенчен тăрать. Теорире медицина, техника, профилактика хатӗрлӗхӗ, ӗç сыхлавӗ, аварипе çăлав мероприятийӗсемпе çыхăннă ыйтусене хуравламалла. Практикăра вăхăтпа 1 çухрăма чупмалла, кӗске дистанцие каллӗ-маллӗ чупмалла, подтягивани, пушар çăлавӗнчи ятарлă йăлмака çыхмалла, 100 метра чăрмавсем урлă иртсе чупмалла, 4-мӗш хута алă вӗç чикмекӗпе чӳречерен чӳречене хăпармалла.
– Конкурса ятарласа хатӗрлентӗр-и е ку хăнăхусем кулленхи ӗçрен?
–​ Вӗсем йăлт кашни пушарнăй пӗлмелли япаласем, кашни сменăрах тумалли хăнăхусем.
– Çăлавçă ăсталăхне йăлтах алла илес тесен МЧСра миçе çул ӗçлемелле?
– Эпӗ акă 2005 çултанпа ӗçлетӗп. Çăлавçă стажӗ манăн 15 çул.
–​ Пушарнăйăн хăйӗн ӗçӗнче мӗн çинчен нихăçан та манма юрамасть?
– Ку е вăл лару-тăрура çухалса кайма, хăв мӗн тумаллине манма.
– Пушара сӳнтерме çитсен кашнин хăйӗн тивӗçӗ пуль-ха, сирӗн ак мӗнле тивӗç?
– Çапла, çапла. Пушарнăйсем тăватă пая пайланаççӗ: 1, 2, 3, 4-мӗш пожарный, пушар вăхăтӗнче пирӗн кашнин хăйӗн тивӗçӗ. Кам чикмекпе ӗçлет, кам пушар çаннине (рукавне) тăсать, виççӗмӗшӗ стволпа (шыв е кăпăк юхăмне çунакан çӗре ямалли хатӗр) ӗçлет тата ытти те. Тӗрӗссипе, пирӗн пушарнăйсен кашнин ӗçне лайăх пӗлмелле. Хуть хăçан та пӗр-пӗрне ылмаштарма пултармалла. Пушарнăйăн пӗтӗмӗшле тивӗçӗ – пушара сӳнтересси, çынсене çăласси, пурлăха сыхласа хăварасси, вута сӳнтернӗ хыççăн конструкцие сӳтесси.
– Ӗçри чи асра юлнă самант.
– Ялан мӗн-тӗр пулать те, çавăнпа ун çинчен шутлама питех тăрăшмастăн, аса илсе юлма та. Нурлат районӗнчи 125-мӗш пушар чаçӗнче ӗçленӗ чух Чиешни ялӗнче тухнă пушара сӳнтерме кайни асра юлчӗ. Ун чух пенсионерсем арăмӗпе упăшки çунса вилнӗччӗ...
– Сирӗн ӗç пурнăçшăн хăрушă, стреслă. ЧП пулсан канмалли кунсенче те тухмалла, ку профессие суйланине аçăр-аннӗр, тăвансем мӗнле йышăнчӗç?
​ – Унччен эпӗ Аксу районӗнчи Çӗнӗ Ӳсел шкулӗнче физкультура вӗрентеттӗм (шкул хыççăн Элметри физкультура техникумне пӗтернӗ, хальхи вăхăтра Атăлçи патшалăх физкультурăпа спорт академийӗнче куçăмсăр майпа вӗренет. – Авт.). Пушарнăй вăл çар çынни шутланать, çăмăллăхсем пур, тӗслӗхрен, 20 çул стаж пулсан пенсие кайма пулать, ӗç укçи те аванччӗ ун чух. Çавăнпа хирӗç пулмарӗç никам та.
– Çăлавçă ӗçне эсир Нурлатра пуçланине асăнтăр. Халӗ Элметре ӗçлетӗр, Беловкăрах пурăнатăр. Ӗçе 120 çухрăма çӳретӗр-и?
​ – Реформăна пула Нурлатри пушар чаçӗ çар статуслă пулма пăрахрӗ. Эпӗ – сержант. Манăн вара пенсие выслугăпа тухмалли стаж тулма 2 çул юлнăччӗ, çавăнпа Элмете куçма тиврӗ.
– Пушарнăя камсене илеççӗ?
– Чи малтан сывлăх енчен çирӗпписене (1-мӗш ушкăнрисене). Психологи тестне иртеекеннисене тата салтакра пулнисене. Эпӗ, тӗслӗхрен, Свердловск облаçӗнчи Нижний Тагилти ракета çарӗнче хӗсмет иртнӗ. ​
– Кашни професси çын çине хăйне евӗр витӗм парать, мӗншӗн тесен вăл ку ӗçе ыттисенчен лайăхрах пӗлет. Эсир акă ӗçре мар чухне чи малтан мӗн асăрхатăр? Калăпăр, тăрук тӗтӗм тухсан е хытă шавласан?
​ – Тӗтӗм тухсан ялан, уйрăмах кӗркунне халӗ унта-кунта çунтараççӗ, тӳрех пăхатăп, çӳп-çап кăна çунать-и е çурт-и? Тӗтӗмсем вӗсем тӗрлӗрен,​ çӳп-çапăн шупка, пӳрт çунать-тӗк – хура, явăнса тухать. Мӗн çуннине тӗтӗм тăрăх пăхсах уйăратăп пулсан та, çӳçентерет.
​ – Сменăран таврăнасса сире килте кам кӗтет?
–​ Хамăн çемье: арăм, 12-ри Юля хӗрӗмпе 8-ти ывăлăм Глеб.
– Глеб ӳссе çитсен хăвăр пекех пушарнăй пулас тесен мӗнле йышăнатăр?
– Ан кай теместӗп, кăмăлӗ пулсан – каймалла.
– «Республикăн чи лайăх пушарнăйӗ» ята тивӗçни мӗн парать?
–​ Ӗçтешсен хушшинче хисеп.
– Пушарнăй пулма ӗмӗтленекенсене мӗн сӗнетӗр?
– Вӗренмелле, халӗ вӗт хуть мӗнле ӗçре те йăлт пӗлмелле, нумай ыйтаççӗ. Сывлăха упрамалла, спортпа туслă пулмалла. Хуть мӗнле лару-тăрура та çухалса каймалла мар. Хăйсене алăра тытма пӗлменнисем, шикленекенсем валли мар ку ӗç.

Ирина КУЗЬМИНА.
В.Кожеманов харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

5

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Комментарии

  • аватар Без имени

    0

    0

    Вовке уже майора надо дать