Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Интервью, статьясем

Йӳçӗхнӗ сӗтшӗн кам явап тытать?

Сăмахран, пуçтарнă сӗт «Меркурий» «каннă» хушăра йӳçӗхсе кайма пултарать. Кам явап тытӗ куншăн? Тăкаксене производителе кам тавăрса парӗ?

Июлӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа ветеринари сертификачӗсене «Меркурий» система урлă пама тытăнаççӗ. Çак çӗнӗлӗхпе Россельхознадзор 2009 çултах ӗçлеме пуçланă. Система кăткăсланса пынă май, IТ-специалистсен унта çӗнӗлӗхсем кӗртсех тăма тивнӗ. Июлӗн 1-мӗшӗччен вăхăт нумай юлмарӗ пулин те «Меркурийпе» çыхăннă ыйтусем сахалланмаççӗ. Вӗсем уйрăмах харпăр хуçалăх хуçисен, фермер хуçалăхӗсен йышлă. Система пысăк нагрузкăпа ӗçленипе вăл час-час чарăнса ларать. Ку вара хăвăрт пăсăлакан продукцишӗн пысăк пăтăрмах. Сăмахран, пуçтарнă сӗт «Меркурий» «каннă» хушăра йӳçӗхсе кайма пултарать. Кам явап тытӗ куншăн? Тăкаксене производителе кам тавăрса парӗ? Ветеринари докуменчӗсене электронлă майпа илес тесен хăш-пӗр задачăсене пурнăçламалли те шухăшлаттарать. Паллă ӗнтӗ, çӗнӗлӗх хуть хăçан та хресчене пăртак хăратать. Ветеринари сертификачӗсене электронлă майпа илес тесен шалти процессене, контрагентсемпе хутшăнусене улăштармалла, информацилле технологисен çӗнӗлле мелӗсене кӗртмелле. «Меркурий» кăткăс система. Унпа пӗрремӗш уйăх кăна ӗçлемен предприятисемпе организацисен те нумай ыйту çуралать. Продукци çулне йӗрлессипе тата маркировкăпа çыхăннă проектсем хута кайнă хыççăн ыйтусем тата та йышланнă.

Вӗсене кăштах уçăмлатас тӗллевпе пулӗ июнӗн 20-мӗшӗнче «Татар-информ» ИАра иртнӗ пресс-конференцире Россельхознадзорăн Тутарстанри управленийӗн РФ Патшалăх чиккин ветеринари контролӗн чикӗри уйрăмӗн пуçлăхӗпе Ильшат Мухаметшинпа Хусан хулин ветеринари пӗрлешӗвӗн ветеринари тухтăрӗпе Булат Нуриахметовпа тепӗр хут тӗл пултăмăр.

«Меркурий» чăхăмлать

Ильшат Мухаметшин электронлă ветеринари сертификатне Тутарстанра 2015 çултанпа кӗртме пуçланине каларӗ. «Меркурий» хута кайнăранпа пурӗ 12 миллион çӗнӗ йышши ветеринари сертификатне панă. Кунсерен 50 пин документ хатӗрлеççӗ. Ун сăмахӗсемпе, панă документсен 99 проценчӗ – электронлă майли. Хатӗр продукцие вырнаçтарассипе тата сутассипе ӗçлекен предприятисем, çавсен шутӗнче социаллă апатлану (ача сачӗсемпе шкулсем) предприятийӗсен 76 проценчӗ, обществăлла апатлану (кафесемпе ресторансем, столовăйсем) предприятийӗсен 56 проценчӗ, ваккăн сутакан организацисен 55 проценчӗ, курттăм майпа ӗçлекен суту-илӳ организацийӗсем 90 проценчӗ, апат-çимӗç производителӗсен 90 проценчӗ çӗнӗ системăна кӗрсе ӗçлеме пуçланă.

Каларăмăр ӗнтӗ, «Меркурий» пысăк нагрузкăпа ӗçлекен система. Электронлă ветеринари сертификачӗсене илессипе чи малтан пысăк производительсен чăрмавсем сиксе тухнă. Тӗслӗхе сӗт продукцине илер. Чӗртавар партине темиçе производителӗн продукцийӗ кӗрет. Çӗнӗ системăпа килӗшӳллӗн, документра кашни производителе кăтартмалла. Çапла пӗр хăйма пакетӗнче те вӗсен вăрăм списокӗ пуçтарăнса каять. «Данон» компани «Меркурипе» ӗçлесе пăхнă хыççăн кăмăлсăр юлнă. Система чарăнса ларнă, маларах шантарнă пек документсене йӗркелеме пӗр сехет вырăнне 10 сехет кирлӗ пулнă. Кун йышши çитменлӗхсем татах та пур. Çавăнпа та çӗнӗлӗх июлӗн 1-мӗшӗнче вăя кӗрсен те хут сертификатсене пуçӗпех пăрахăçламаççӗ. Ăна чрезвычайлă лару-тăрусене пула системăна кӗреймесен, интернет çыхăнăвӗ япăх пурăнмалли вырăнсенче, документра патшалăх вăрттăнлăхӗ пур пулсан илме пулать. Законпа йышăннă тăрăх, электронлă сертификата çăмартапа, пыл тата пыл продукчӗсемпе, выльăх апачӗпе, тӗш-тырăпа, аш продукцийӗпе, çурмафабрикатсемпе, пулă продукцийӗпе, çав шутра консервăсемпе суту-илӳ тăвакансен илмеллех.

Каласа хăвармалла, «Меркурий» системăна çӗршывра чӗрчунсен хаяр чирӗсене сарăлма чарас, апат-çимӗç продукцийӗн çулне производствăран пуçласа лавкка сентри патне çитиччен уçăмлатас, контрабандăпа кӗрешес тӗллевпе шутласа кăларнă.

Булат Нуриахметов сăмахӗсемпе, «Меркурий» система суя документсене хатӗрлеме чарнипе те лайăх. Документ суя-тăк сканерланă хыççăн вăл электронлă майпа курăнмасть. Система ӗçлесе кайнăранпа вӗсене чи нумаййи те икӗ уйăхра пӗрре тӗл пулма пулать. Çитменнине вӗсем Тутарстана урăх регионсенчен кӗреççӗ. Ку даннăйсене хăрушсăрлăхпа тивӗçтерменнипе, бланксене вăрланипе тата регионсем хушшинче электронлă документ çаврăнăшӗ йӗркеленсе çитменнипе çыхăннă. 

Январьччен штраф тӳлеттермӗç

Аса илтеретпӗр, июлӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа апат-çимӗç производителӗсен хăйсен продукцине сутас тесен электронлă ветеринари сертификатне илмелле. Ăна вырăнти муниципаллă йӗркеленӳри ветеринари тухтăрӗ парать, çавăнпа харпăр хуçалăх тытакансен те, фермерсен те унпа килӗшӳ çирӗплетме тивет.

Булат Нуриахметов сăмахӗсемпе, «Меркурий» системăпа ӗçлеме Тутарстан хатӗрлӗхӗ 70 процентпа танлашать. Ваккăн сутакан сеть лавккисемпе лару-тăру лайăх, пӗчӗк лавккасем, хăш-пӗр обществăлла аптлану предприятийӗсем, ялсенчи пӗчӗк производительсем шăпах юлнă 30 процента кӗреççӗ.

Çакна та палăртса хăвармалла, система пăтăрмахсемпе ӗçленине кура «Россельхознадзор» 2019 çулхи январӗн 1-мӗшӗччен куçăм тапхăрӗ пулӗ тенӗ. Апла пулсан, электронлă сертификат çуккисене штраф тӳлеттермеççӗ, контрольпе надзор органӗсем асăрхаттару панипех çырлахӗç. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство