News by category - ЧНКА хыпарӗсем
-
Мартăн 10-мӗшӗнче – «Тутарстан чăваш пики»
Çуркунне çывхарса килнӗ май, юлташсем, савăнтарма васкатпăр. Мартăн 10-мӗшӗнче Хусанта «Тутарстан чăваш пики» пултарулăхпа илем конкурсӗн финалӗ пулать. Икӗ çула пӗрре иртекен конкурса эпир, куракансем, чăтăмсăр кӗтетпӗр. Аса илтеретпӗр, шучӗпе кăçалхи 9-мӗш, юлашки хут вăл 2016 çулхи мартăн 5-мӗшӗнче иртнӗччӗ, унта Çӗпрел пики Ксения Романова çӗнтернӗччӗ, çав çулах Ксения Шупашкарта...
-
Эфирта хальхинче – Артем Носков
Тутарстан Республикин Халăхсен ассамблейи тата Тутарстан Халăхӗсен Туслăх çурчӗ «Татарстан» ГТРКпа пӗрле «Национальный вопрос и - ответ» проект хатӗрлерӗ. Февралӗн 10-мӗшӗнче эфира тухнă телекăларăмăн хăни ТР ЧНКАн Канашӗн Ӗçтăвкомӗн çамрăксемпе ӗçлекен уйрăмӗн ертӳçи Артем Носков пулчӗ.
-
Шантаратпăр, ӳкӗнмелле пулмасть
Хисеплӗ тăвансем, Чăваш халăх артистки Людмила Семенова, ЧР тава тивӗçлӗ артисчӗ Михаил Федоров тата ытти чăваш эстрада çăлтăрӗсем Кама леш енчи район-хуласене концертпа киличчен шутлă кун кăна юлнине манман-и? Çав кун ӗçӗрсене иртерех пӗтерӗр те палăртнă вăхăта клуба - концерта васкăр. Шантаратпăр, ӳкӗнмелле пулмасть. Пурне те концерт курма чӗнетпӗр! февралӗн...
-
Чăваш Енре хӗр пӗтнӗ-им?
Чăваш Енри арçынсем пӗр-пӗринпе ăмăртмалла тенӗ пек Мускавалла чупма тытăнчӗç. Хӗр шыраса Останкинăран тухма та пӗлмеççӗ тесен те юрать. «Давай поженимся» телекăларăмра сауна хуçи, пӗртăван интернет-лавккаçăсем арăм шыраса пăхрӗç, нумай пулмасть каллех эфира Чăваш Ен çынни тухнине хыпарлать чăваш халăх сайчӗ. Хальхинче энергетика компанийӗнче ӗçлекен инженер, баскетболист. Пӗрре официаллă, тепре...
-
Театр: мӗншӗн Хусанта, Шупашкарта мар?
(Константин Малышев). ТАССР Совет аслă театрӗн Хусанти архив фондӗнче пӗр интереслӗ заявлени сыхланса юлнă. Ăна 1918 çулхи январӗн 12-мӗшӗнче çырнă. «Чăваш наци драма искусствине юратакансен кружокӗн» администраторӗ Хусанти милицин 1-мӗш часть пуçлăхне пӗлтерет: «1918 çулхи январӗн 14-мӗшӗнче Хусанти хӗрарăмсен медицина институчӗн çуртӗнче 1-мӗш чăваш спектаклӗ пулать». Алă пуснă: администратор И.Максимов,...
-
Хушпăва «Планета» кăмăлланă
( Ирина Кузьмина). «Хусан чăвашӗсем» ушкăн юрăçи Елена Корсакова Лайăш районӗнчи Габишево ялӗнчи Культурăпа спорт центрӗн режиссерӗнче ӗçлеме тытăннăранпа Лайăш районӗнче чăваш сасси яр-уççăнах илтӗнме пуçларӗ. Пӗлтӗр Нурлатра иртнӗ Уявра ку район юрăçисем те пӗрремӗш хут хутшăнчӗç. Вырăс хӗрарăмӗсем «Урам айкки кăвак çеçке» юрра чăвашла шăрантарнă чух вӗсем ют халăх...
-
Анат Кăтратара, Анат Камăра, Нурлатра – концерт
Чăваш халăх артистки Людмила Семенова, ЧР тава тивӗçлӗ артисчӗ Михаил Федоров тата ытти чăваш эстрада çăлтăрӗсем февралӗн 9-11 тата 22-мӗшӗсенче Кама леш енчи чăвашсем патне концертпа килеççӗ. Пурне те килсе курма чӗнетпӗр! февралӗн 9-мӗшӗ - Чистай районӗнчи Анат Кăтрата Культура çурчӗ (19.00); февралӗн 10-мӗшӗ - Анат Камăри С.Сайдашев ячӗллӗ музколледж...
-
Ялсенче – чăваш концерчӗ!
Чăваш халăх артистки Людмила Семенова, ЧР тава тивӗçлӗ артисчӗ Михаил Федоров тата ытти чăваш эстрада çăлтăрӗсем февралӗн 9-11 тата 22-мӗшӗсенче Кама леш енчи чăвашсем патне концертпа килеççӗ. Пурне те килсе курма чӗнетпӗр! февралӗн 9-мӗшӗ - Чистай районӗнчи Анат Кăтрата Культура çурчӗ (19.00); февралӗн 10-мӗшӗ - Анат Камăри С.Сайдашев ячӗллӗ музколледж...
-
Автобус пулсан, спектакль кӗттермест
Пӗтӗм чăваш юратакан К.В. Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗ январӗн 27-мӗшӗнче 100 çул тултарчӗ. Юбилейлă сезона вăл кӗркуннех хаваслăн пуçларӗ. Пирӗншӗн, тутарстансемшӗн те, театр çывăх. Мӗншӗн тесен ăна пирӗн ентеш, Теччӗ чăвашӗ Иоаким Максимов-Кошкинский йӗркеленӗ, пӗрремӗш постановкăна Хусанти çамрăксен театрӗнче лартнă. Сăмах май, паянхи Хусан çыннисен çав тапхăра...
-
Эй юрлар-и, эй ташлар-и?
Чăваш халăх артистки Людмила Семенова, ЧР тава тивӗçлӗ артисчӗ Михаил Федоров тата ытти чăваш эстрада çăлтăрӗсем февралӗн 9-11 тата 22-мӗшӗсенче Кама леш енчи чăвашсем патне концертпа килеççӗ. Пурне те килсе курма чӗнетпӗр! февралӗн 9-мӗшӗ - Чистай районӗнчи Анат Кăтрата Культура çурчӗ (19.00); февралӗн 10-мӗшӗ - Анат Камăри С.Сайдашев ячӗллӗ музколледж...
-
Культура марафонӗ Петербургра пуçланчӗ
(Ирина Трифонова. З.Яковлева сăнӳкерчӗкӗ). Раççейӗн çурçӗр, тепӗр тӗрлӗ каласан, культура тӗп хулинче - Санкт-Петербургра январӗн 27-28-мӗшӗсенче чăваш тӗнчишӗн пӗлтерӗшлӗ те пысăк мероприяти иртрӗ. Унта «Нумай нациллӗ Раççей халăхӗсен культури» марафон пуçланчӗ. Проекта РФ Президенчӗн гранчӗпе Чăваш наци конгресӗ пурнăçлать. Асăннă марафон январьтен пуçласа август уйăхӗччен Раççей регионӗсенчи тӗрлӗ хуласенче иртмелле,...
-
100 çулти театрăн пӗрремӗш утăмӗсем
(Евгений Турхан). Чăваш театрне пуçараканӗсенчен пӗри Кăнна Кушкинче çуралнă Иоаким Степанович Максимов Кошкинский. Чӗмпӗрти чăваш шкулӗнчен 1911 çулта вӗренсе тухнăскер вăл театр ӗçӗпе çамрăкранах кăсăкланма пуçланă. 1912 çултанпа Хусанти тӗрлӗ театрсен постановкисене статист пулса хутшăннă. 1918 çулта Хусанти илемлӗх шкулӗнчен вӗренсе тухнă. Хусанта пурăнакан чăвашсене пуçтарса театр труппи йӗркеленӗ. Çав...
-
«Хăв пурăнас тенӗ пек ан пурăн» – 100 çултан
Хисеплӗ те хаклă куракансем, ентешсем! К.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗ февралӗн 15-мӗшӗнче Хусана А.Островскин «Хăв пурăнас тенӗ пек ан пурăн» постановкипе лартнă спектакльпе килет. Аса илтеретпӗр, 100 çул каялла чăваш театрӗн историйӗ Хусанти çамрăксен театрӗнче çак спектакле лартнинчен пуçланать. 100 çул иртнӗ хыççăн постановкăна пирӗн тепӗр хут курма...
-
Çакă чаплă юбилей кӳтӗрех сана телей
Аксу районӗнчи Беловка ялӗнче çуралса ӳснӗ, Ульяновск хулинче ӗçлесе пурăнакан Елена Геннадиевна АЛЕКСЕЕВĂНА юбилей ячӗпе чун-чӗререн саламлатпăр. Мăшăру кунсерен юрату парнелетӗр, ачусем пултарулăхпа савăнтарсах тăччăр, тăванусем хаклаччăр, ӗçтешсем хисеплеччӗр, çӗнӗрен те çӗнӗ хайлавсем калăплама чун хавалӗ нихăçан та ан чактăр, çӳлти Турă пехиллесех тăтăр. Ӗмӗтленнӗ ӗмӗтӳсем пурнăçлансах пыччăр. Ăнăçу сана,...
-
Йышăнсам, тăван, салам!
Пăва районӗнчи Çӗнӗ Мертлӗре пурăнакан Валентина Михайловна ФИЛИППОВА январӗн 22-мӗшӗнче 55 çул тултарчӗ. Çывăх çыннăмăра юбилей ячӗпе ăшшăн саламлатпăр. Сывлăху çирӗп, ӗмӗрӳ сурпан пек вăрăм та илемлӗ пултăр. Çуралнă кун ячӗпе саламлатпăр чунтан, Шутлани пурнăçа кӗрсе пытăр ялан. Çирӗп сывлăх, хастарлăх сунар чӗререн, Татăлма ан пӗлтӗр укçа енчӗкрен. Килӗшӳ, юрату...