News by tag - общество
-
Ачасене вӗрентет, конкурсра та çӗнтерет, пӗлӗвне тата ӳстерӗ
Çӗршывăн 300 топ ертӳçин шутне кӗрсе вӗренме грант çӗнсе илнӗ
-
Робот диспансеризаци иртме чӗнет
Республикăра диспансеризаци иртме тивӗçлӗ çынсене телефонпа сасă робочӗ йыхравлама пуçлассине хыпарлать ntr-24.ru сайт. Робот бот сывлăх сыхлав ведомствин колл-центрӗн 8(843) 558 03 03 никӗсӗнче ӗçлет.
-
Юр март уйăхӗнче те çăвать-ха
Гидрометеорологсем талăкри вăтам температура 0 градусран иртсе ăшă еннелле куçсан çуркунне пуçланассине калаççӗ. Пирӗн тăрăхра, тӗпрен илсен, март уйăхӗн 30-мӗшӗнчен пуçласа апрелӗн 3-мӗшӗсене тивет ку. Çавăнпа çурхи ейӳ çак вăхăтсенче пуçланасса кӗтеççӗ. Кăçалхи çуркунне мӗнле пуласси — вăраха тăсăласси е хăвăрт иртесси — хальлӗхе паллă мар-ха. Çумăр тата ăшă илсе килекен Атлантика циклон çитес пулсан çанталăк тăрук ăшăтса пӗр эрнерех ейӳ пуçланасса кӗтмелле. Ун чух пӗр Хусанта кăна 380 çурта шыв илме пултарать.
-
Хусана Мускавран пысăк хăвăртлăхлă магистраль пулӗ
Владимир Путин паян, февралӗн 29-мӗшӗнче, Федераллă Пухăва Чӗнсе каланă чух пысăк хăвăртлăхлă чугун çул магистралӗ Мускавран Хусана Чулхула урлă пулассине каларӗ.
-
Тутарстанра хӗрлӗ шатрапа чирлекенсен шучӗ ӳсет
2024 çул пуçланнăранпа кăна хӗрлӗ шатрапа республикăра 69 çын чирленӗ. 2023 çулта ку шут – 146, 2022 çулта 1 пулнă.
-
Ялта та çулсене уçмалла
Элмет районӗнчи Маметьево ялӗнче пӗр ват арçын 57-ри инвалид-арăмӗ валли тухса çӳремешкӗн юр ăшӗнчен 16 метрлă тоннель чавнине çынсем социаллă сетьсенче вырнаçтарсан ку факт Следстви комитечӗн тимлӗхне лекнӗ.
-
Алина Загитован шкулне кăçал çулла тума пуçлӗç
Кăçал çулла Хусанта Олимп чемпионкин Алина Загитован конькипе эрешлесе ярăнма вĕрентекен шкулăн никĕсне хывма палӑртнă. Кун пирки ТР спорт министрӗ Владимир Леонов пӗлтернĕ.
-
В.Путин çӗнӗ ракетоносеца Минтимер Шаймиев ятне пама сӗннӗ
РФ Президенчӗ Владимир Путин кун çинчен паян С. П. Горбунов ячӗллӗ авиаци заводне килсен сӗннӗ. «Эпир Тутарстанра. Айтăр-ха çӗнӗ ракетоносеца Минтимер Шаймиев ятне паратпăр», — тенӗ вăл хăй ларса курнă çӗнӗ ракетоносецăн ячӗ çуккине пӗлсен. ТР Раисӗ Р.Минниханов сӗнӗве хапăлласах йышăннă май М.Шаймиев ку чыса чăнах та тивӗçлине палăртнă.
-
«Игры Будущего» Пӗтӗм тӗнче турнирӗ вăхăтӗнче Хусанта эрех сутмаççӗ
Хусанти тата Иннополисри «Игры Будущего» Пӗтӗм тӗнчери турнирăн ăмăртăвӗсем иртекен вырăнсенче хăрушсăрлăхпа тивӗçтерес шутпа ирхине 8 сехетрен пуçласа каçхине 17 сехетчен эрех сутма чарасси пирки Постановление ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин алă пуснă.
-
Тутарстан çамрӑк ӑсчахсен шучӗпе лидерсен шутӗнче
Тутарстанра наукӑри çамрӑк специалистсен шучӗпе лару-тăру Раççейӗн ытти регионӗсемпе танлаштарсан лайăхрах. Кун пирки ВДНХри «Россия» курав-форумра ТР Наукӑсен академийӗн президенчӗ Рифкат Минниханов пӗлтернӗ.
-
Ӗç професcийӗ чысра
Февралӗн 12-мӗшӗнче Тутарстанра «Профессионалитет» WorldSkills чемпионатăн регионти ăмăртăвӗсем пуçланчӗç
-
Тутарстанра ачасене ишме вӗрентме тытӑнӗç
«Плавание для всех» федераци программине пурнӑçа кӗртме палăртнă 14 регион шутне Тутарстан та кӗнӗ. 2024 çулăн I кварталӗнче республикăра ачасене ишме вӗрентмелли пилотлӑ проект пуçланать. Кун пирки Раççей Правительствин хушӑвӗнче пӗлтернӗ.
-
Хусанта юр сийӗ халех 83 см
Февраль пуçланнăранпа Хусанта уйăх нормин 95 проценчӗ чухлӗ юр çунă. Юр тăкассипе 14 çул каяллахи рекорда çывхарса пыратпăр. 2010 – 2011 çулсенче хӗлӗпе Хусантан пурӗ 1,6 миллион тонна юр тăкнă пулсан, кăçал халех 1,4 миллион тоннăна çитнӗ.
-
Чăн пулни. Е шутласа кăларни?
Паллă романист, детектив Евгений Сухов юнкун хăйӗн виçӗ кӗнекерен тăракан романӗпе журналистсене паллаштарчӗ
-
«Сувар», «Техӗмлӗ»
Çак савăнăçлă хыпара Раççей наукин кунӗнче пӗлтерни уйрăмах савăнтарать