25-26-мӗшӗнче тăван чӗлхе вӗрентекенӗсен конкурсӗ
Пӗрремӗш тапхăр урлă иртнӗ чăваш чӗлхипе литература учителӗсене конкурсра ăнăçу сунатпăр.
2014-2021 çулсенче ТР Патшалăх чӗлхисене тата республикăри ытти чӗлхесене сыхласа хăварасси, тӗпчесси, аталантарасси çинчен патшалăх программипе тата ТР Вӗрентӳпе наука министерствин 2018-2019 вӗренӳ çулӗн планӗпе килӗшӳллӗн, мартăн 25-26-мӗшӗсенче Хусанта тăван чӗлхепе литература учителӗсен Пӗтӗм Раççейри мастер-класс конкурсӗ пулать. Унта тутар, вырăс, чăваш, мари, мордва, удмурт чӗлхипе литературине тата Раççей регионӗсенче тутар чӗлхипе литературине вӗрентекенсем хутшăнаççӗ.
Пӗтӗмлетӳ тапхăрӗ мартăн 25-26-мӗшӗсенче Хусанти коопераци институтӗнче иртеççӗ. 27-мӗшӗнче конкурс çӗнтерӳçисене чыслаççӗ. (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев