Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Аксура Уяв та, Акатуй та кăçал

Тутарстанра республика Уявӗ Пӗтӗм Раççей Акатуйӗпе пӗрле Аксу районӗнче июлӗн 6-мӗшӗнче иртет.

Çурхи ака вӗçленсе пынă май пысăк уявсем çывхараççӗ. Тутарстан чăвашӗсен йăлана кӗнӗ республика Уявӗ кăçал хăйне евӗрлӗ те анлă пуласси куçкӗрет. Пӗрремӗшӗнчен, Нурлатран Аксу районне куçать. Иккӗмӗшӗнчен, Пӗтӗм Раççей Акатуйӗпе пӗрле иртет. Мероприятие Аксу муниципаллă районӗ ТР Культура министерствипе тата ТР ЧНКАпа пӗрле ирттерет. Хăнасене республикăри кашни районтан тата Раççей регионӗсенчен килессе кӗтеççӗ. Тутарстанпа  Чăваш Ен республикисен ертӳçисем пуласси те куçкӗрет. Программа анлă та интереслӗ пуласса шантараççӗ йӗркелӳçӗсем.Тутарстанра, Раççей регионӗсенче пурăнакан чăвашсене пурне те июлӗн 6-мӗшӗнче Аксу районне Уявпа Пӗтӗм Раççей Акатуйне килме йыхравлаççӗ.

Июнӗн 8-мӗшӗнче  вара Ульяновск хулинче облаçри чăвашсен Акатуйӗ пулать. Мероприяти ирхине 11 сехетре пуçланать. (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев