Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Алешкин Саплăкра Ирина Трифонован пултарулăх каçӗ иртрӗ

Ӗнер, апрелӗн 7-мӗшӗнче, Çӗпрел районӗнчи Алешкин Саплăкри Культура çуртӗнче ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн ертӳçин, ЧР Профессилле писательсен союзӗн пайташӗн тата «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗн Ирина Федоровна Трифонован пултарулăх каçӗ иртрӗ.

Тӗлпулăва Çӗпрел район администраци пуçлăхӗн çумӗ Алексей Ярухин, Çар ветеранӗсен союзӗн ертӳçи Виктор Петухов, ТР ЧНКА Канашӗн председателӗн пӗрремӗш çумӗ, çыравçă Константин Малышев, СВО салтакӗсем Алексей Ягашкинпа (Кивӗ Çӗпрел) Владимир Карусев (Алешкин Саплăк) хутшăнчӗç.


Алешкин Саплăкри Культура çурчӗн директорӗ Наталья Николаевна Клементьеван пуçарăвӗпе йӗркеленӗ тӗлпулăва Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкне, Аслă Çӗнтерӗве 80 çул çитнине халалларӗç. Çапла майпа Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче Çӗнтерӗве туптанă ветерансене, Афган, Чечня тата ытти хирӗçтăрусен ветеранӗсене тата СВОна хутшăнакан салтаксене сума суни пулчӗ вăл.

Автор паянхи чи çивӗч патриотизм, тăван чӗлхе темисене хускатрӗ. Пухăннисене, уйрăмах ачасене, Тăван çӗршыва юратасси çемьерен, юлташсенчен, ӗçрен пуçланнине хăйӗн пултарулăхӗ урлă ăнлантарчӗ. Сăмах май, çыравçăн Çӗпрел тăрăхӗнче иртнӗ пӗрремӗш пултарулăх каçӗ мар ку. Темиçе çул каялла хăйӗн тăван Хулаçырми ялӗнче пулнăччӗ. Пултарулăх каçне Алешкин Саплăк шкулӗн ачисем, Культура çурчӗн ӗçченӗсем юрă-ташăпа илем кӳчӗç. Автор хăй те пӗрре мар юрă парни турӗ.

Ирина Трифонова литература анинче çӗнӗ ят мар, вăл темиçе кӗнеке авторӗ. Ытларах ачасем валли çырать. «Литературăллă Чăваш Ен: çулталăк кӗнеки — 2003» конкурсăн «Ача-пăча валли çырнă чи вуланакан кӗнеке» номинацийӗн çӗнтерӳçи. «Асра юлнă кунсем» кӗнеки ытларах автобиографиллӗ пулсан, «Тăлăх» кӗнекин тӗп геройӗ — паянхи шкул ачи. Лёнька сăнарӗ урлă хальхи ачасен хутшăнăвӗпе шухăшлавне сăнлать, ачан воспитанийӗнче çемье мӗнле вырăн йышăннине аса илтерет.


Ирина Федоровнăн пултарулăхӗ нумай енлӗ: çыравçă, журналист, тум дизайнерӗ, обществăлла ӗçчен. ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзне ертсе пыраканскер, ку енӗпе нумай ӗçлет вăл. Чи курăмли — Республика Уявӗнче чăваш çыравçисен çуллен иртекен «Хусанкай урамӗ» литература фестивалӗ. Тутарстанри кăна мар, кӳршӗллӗ регионсенчи чăваш çыравçисене те пӗр сцена çине пухса халăх умне кăларас йăлана çӗнӗрен чӗртрӗ. Кун пекки паян Шупашкарта та çук-ха.


ТР ЧНКА Канашӗн председателӗн А.Самаренкинăн вӗрентӳ енӗпе çумӗ пулнăран чăваш чӗлхипе литература учителӗсен йывăрлăхӗсене лайăх пӗлнипех-ши тӗлпулура калаçу автор пултарулăхӗ тавра кăна пымарӗ. Чăн малтан тăван чӗлхене сыхласа хăварас ыйту вирлӗн янăрарӗ. Алешкин Саплăк шкулӗнче чăваш чӗлхипе литература предметне нумай çул вӗрентнӗ аслă категориллӗ учитель Галина Михайловна Матросова ачасем чăвашла калаçманшăн хурланса калаçнинчен пуçланчӗ вăл.

Тăван чӗлхене хисеплесси те çемьерен пуçланмалла, мӗншӗн тесен ача килте тăван чӗлхепе хутшăнмасть-тӗк, шкул кăна пулăшаймасть. Унта та тăван чӗлхе вӗрентекенне шкул директорӗн тӗревӗ кирлӗ. Районти Вӗрентӳ управленийӗн методисчӗ Светлана Владимировна Ларионова шăпах çакăн çине пусăм турӗ те. Тăван чӗлхе ыйтăвне малалла Алешкин Саплăк шкулӗн чăваш чӗлхипе литература учителӗ Надежда Васильевна Григорьева малалла тăсрӗ. Тăван чӗлхе шăпи учительсемпе пӗрлех Ирина Федоровнăна та питӗ хумхантарать. Хăй енчен вăл тăван чӗлхе учителӗсене пулăшма тăрăшать.

Çӗпрел район администрацийӗ мероприятие тимлӗхсӗр хăварманни калама çук савăнтарчӗ. Тӗлпулăва район администрацийӗн пуçлăхӗн çумӗ Алексей Егорович Ярухин, районти Çар ветеранӗсен ветеранӗсен союзӗн ертӳçи Виктор Петрович Петухов ятарласах килнӗччӗ. Патриотизм темипе куллен ӗçлекенскерсем хӗрӳллӗн калаçрӗç. Сăлтавӗ те пур, паянхи кун çӗршыв каллех хăрушлăхра. Çакна обществăн лайăх ăнланмалла — ятарлă çар операцийӗ тăваттăмӗш çул çине кайрӗ. Районтан 400 яхăн çын хутшăнать унта, хăшне-пӗрне çухатрăмăр та ӗнтӗ. Хурлăхлă хыпара çемйисене пӗлтересси çав тери йывăр мисси пулнине пытармарӗ Алексей Егорович. Район фронтри хамăр атьсене май пур таран пулăшнине, администраци пуçлăхӗ М. Р. Гафаров март уйăхӗнче черетлӗ гуманитари пулăшăвне леçсе таврăннине каларӗ.


 Афган вăрçин ветеранӗ Виктор Петрович Петухов та салтаксене нумай пулăшать, 2022 çултанпа темиçе хутчен те атьсем патӗнче фронтра пулчӗ вăл. Хальхи вăхăтра ятарлă çар операцине хутшăннă район ачисем çинчен информаци пухать. Ун шучӗпе, ку ӗçе вăрçă чарăнсан мар, халех тытăнмалла. СВОна хутшăнакан пӗр ачан ячӗ те манăçмалла мар пирӗн.


Кăçал Аслă Çӗнтерӗве 80 çул. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине Çӗпрел районӗнчен кăна 15 пин салтак хутшăннă. Çав шутра Ирина Федоровнан кукашшӗ Александр Николаевич Леонтьев та. Ятарлă çар операцийӗн теми те ют мар уншăн, иккӗмӗш сыпăкри шăллӗсем, Сашăпа Сергей Колпаковсем, пӗрремӗш кунранпах СВОра. Çӗршыв историйӗнчи пӗр пулăмӗ те çемйинчен пăрăнса иртменнине вăл хăйӗн сăвă-калавӗсенче сăнлать. Патриотизм темине хаçатра анлă çутатнăшăн Алексей Егорович Ярухин ăна район администрацийӗн пуçлăхӗн Тав çырăвӗпе чысларӗ.

Тӗлпулăва ятарлă çар операцине хутшăннă чăваш каччисем Кивӗ Çӗпрелӗнчи Алексей Ягашкинпа Алешкин Саплăкри Владимир Карусев та килнӗччӗ. Салтаксене Тăван çӗршыва хӳтӗленӗшӗн ашшӗ-амăшӗсене çакăн пек ывăлсем çуратса ӳстернӗшӗн Ирина Федоровна пуç тайсах тав турӗ. Вӗсене халалласа юрă та юрласа пачӗ.


Çамрăк ăру тăван чӗлхерен писсе пынă вăхăтра кун йышши тӗлпулусем аслисене те, ачасене те сывлăш пекех кирлӗ, апла-тăк вӗсем тата пулӗç-ха.
(Автор сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана