Сувар

Андрей аттене «Ылтăн пиççихи» наци премийӗнче чысларӗç

Элкел благочиннăйӗ Андрей Зиньков хӗвелтухăç кӗрешӳ спорчӗн Тутарстан Республикин «Ылтăн пиçиххи» наци премийӗнче «Çулталăкри чи лайăх ертӳçи» номинацире çӗнтерчӗ.

Май уйăхӗн 26-мӗшӗнче Хусанти «УНИКС» концерт залне республикăри çамрăк каратистсем, самбистсем, дзюдоистсем пуçтарăнчӗç. Регионти хӗвелтухăç кӗрешӳ спорчӗн чи паллă кунӗ пулчӗ вăл. Мӗншӗн тесен 2017 çулта çак спортра пысăк çитӗнӳ тунисене Тутарстан Республикин «Ылтăн пиçиххи» наци премине пачӗç. Сăмах май, чи вăйлисене республика çапла виççӗмӗш çул чыслать. Çӗнтерӳçӗсене яланхи пекех хальхинче те пилӗк номинацире палăртрӗç. Паллах, чи сумли вăл – «Çулталăкри чи лайăх спортсмен» номинаци. Çак ята кăçал хӗрсенчен Хусанти Идалия Гафарова, каччăсенчен Çырчаллинчи 17 çулти Хаммат Акмалетдинов çӗнсе илчӗç.

Номинантсен йышӗнче Элкел районӗн благочиннăйне, Пасарлă Матакри Çветтуй Троица ячӗллӗ храмăн пачăшкине Андрей аттене курма пулчӗ. Вăл «Ылтăн пиçиххи» наци премийӗн «Çулталăкри чи лайăх ертӳçӗ» номинацин номинанчӗ пулчӗ.  Андрей атте (Зиньков) Петӗр Хусанкай ентешӗ, Сиктӗрме чăвашӗ. Вăхăтӗнче хăй те хӗвелтухăç кӗрешӗвӗпе кăсăкланнă, дзюдопа спорт мастерӗн кандидачӗ пулнă. Хальхи вăхăтра та спортран уйрăлман, Пасарлă Матакри «Алина» спорт комплексӗнче «Патриот» клуба ертсе пырать. Андрей атте пӗлтӗр декабрь уйăхӗнче 2017 çул пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх, «Çулталăк спортсменӗ» республика премийӗнче «Хăйӗн тӗслӗхӗпе» номинацие тивӗçнӗччӗ.

Район центрӗнче хӗвел тухăç кӗрешӗвӗн клубне темиçе çул каяллах йӗркеленӗ вăл. Хальхи вăхăтра тӗрлӗ çулти 50 çын çӳрет унта. Клубăн çитӗнӗвӗ те курăмлă. Унăн спортсменӗсенчен виççӗшӗ спорт мастерӗн кандидачӗ пулнă, пиллӗкӗшӗ 1-мӗш разряда тивӗçнӗ. 13 çулти Алмаз Шайхутдинов вара Мускавра киокусинкай  каратэпе юниорсен хушшинче иртнӗ çӗршыв первенствинче Раççей чемпионӗ пулнă. Палăртса хăварар, тренерӗ пачăшкă пулсан та, клуба тӗрлӗ тӗне ӗненекенсем çӳреççӗ. Мӗншӗн тесен клубăн тӗллевӗ тӗн пропаганди мар, çамрăк ăрăва сывă пурнăç йӗркине хăнăхтарасси. Андрей аттене «Çулталăкри чи лайăх ертӳçӗ» номинацире çӗнтернӗ ятпа чӗререн саламлатпăр, пархатарлă ӗçӗнче тата пысăкрах çитӗнӳсем тума ăнăçу сунатпăр.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: