Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Апрелӗн 1 – 30-мӗшӗсенче йывăр тиевлӗ машинăсене çулсем çине кӗме чараççӗ

ТР Министрсен Кабинечӗн постановленийӗпе килӗшӳллӗн, апрелӗн 1– 30-мӗшӗсенче Республика территорийӗнчи регион тата муниципалитет шайӗнчи çулсем çине йывăр тиевлӗ кашни транспортах кӗртмеççӗ, тесе пӗлтерет «Çул-йӗр хăрушсăрлăхӗ» патшалăх учрежденийӗн пресс-служби.

Тӗпрен илсен, тӗп йывăрăшӗ (осевая нагрузка) 6 тоннăран иртекен транспортсене пырса тивет ку.

 Вăхăтлăх чарăва çак транспортсем лекмеççӗ:

— Пассажирсене турттаракан автобуссем;
— Апат-çимӗç, выльăх-чӗрлӗх, выльăх апачӗ, эмел, вăрлăх, удобрени, почта, посылкăсем тата çунтармалли сӗрмелли хатӗрсем турттаракан машинăсем;
— Чрезвычайлă лару-тăрăва, инкеке пӗтерме груз турттаракан машинăсем;
— Çул-йӗр техникипе çул-йӗр юсамалли материалсем турттаракан машинăсем;
— Федераллă власть органӗсен, çар службисен машинисем;
— Çӳп-çап турттаракан машинăсем.

Йывăр тиевлӗ ытти машинăсене çулсем çине ятарлă ирӗк илнисене кăна кӗртеççӗ. Ăна «Росдормониторинг» федераллă учрежденийӗн сайтӗнчи харпăр кабинетра илме пулать.

Енчен те ятралă ирӗк çук-тăк, транспорта чараççӗ, хуçине вара 400 пин тенкӗ штраф тӳлеттереççӗ.

 Вăхăтлăх чару вăхăтӗнче йывăр тиевлӗ пысăк машинăсене Ространснадзор тата ТР ШӖМӗн сотрудникӗсем тӗрӗслесе тăраççӗ. Административлă штраф параканни — Ространснадзор. «Çул-йӗр хăрушсăрлăхӗ» учрежденин ӗçченӗсем çак вăхăтра виçе контрольне ирттереççӗ. Кун валли республикăра пурӗ куçса çӳрекен 17 контроль пункчӗ тата автоматикăлла 13 виçе ӗçлет.

 Йывăр тиевлӗ пысăк транспортсен юхăмӗн правилисене пăхăнманнисене РФ административлă йӗркене пăснин кодексӗн 12.21.1-мӗш статйипе явап тыттараççӗ. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество