Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

«Беловка йӗлтӗр йӗрӗ» кăçал 10-мӗш хут иртрӗ

Йăлана кӗнӗ «Беловка йӗлтӗр йӗрӗ» кăçал мартăн 3-мӗшӗнче 10-мӗш хут иртрӗ. Ирхине 9 сехете ăмăрту лапамӗнче йăлтах хатӗрччӗ. Йӗркелӳçӗсем трассăна каçранах йӗркене кӗртрӗç. Йӗлтӗр хумалли вырăнсене хатӗрлерӗç, баннерсене, Тутарстанпа Раççей ялавӗсене çакрӗç, трассăн икӗ хӗррипе астутармалли сеткăсене тăсрӗç, йӗлтӗр йӗрӗсене пайласа йӗркипе чăрăш турачӗсем лартса тухрӗç, «Старт — финиш» аркăна тата йӗлтӗр йӗрӗсен вӗçне ялавсем лартмалли кăна юлчӗ. Лапам патне çитмелли çула та пӗр кун маларах хатӗрлерӗç. Владимир Давыдов хăйӗн тракторӗпе лапама юртан тасатрӗ, Аксу районӗн çул-йӗр организацийӗн тракторӗ вара лапам патне пымалли çулсене йӗркене кӗртрӗ. Çанталăк нихăш енчен те чăрмантармарӗ хатӗрленӳ ӗçӗсенче. Тепӗр кун ирхине, спортсменсем пуçтарăнма пуçланă вăхăта, юлнă ӗçсене йăлтах туса пӗтерчӗç.

Пуçланчӗ вара хӗвӗшӳ — кăмăллă хӗвӗшӳ! Пăхсан чун савăнать! Кам-тăр йӗлтӗрӗсене хатӗрлет, теприсем УАЗик ăшӗнче регистраци иртеççӗ, хăшӗсем трассăпа паллашма кайнă. «Вӗри апат» пунктӗнче Галина Константинова, Елена Полорусова, Светлана Ефимова, Люба Мишина пӗтӗм халăха тутлă, техӗмлӗ апатпа сăйлама хатӗрленеççӗ. Çӗнӗ Ӳсел ял клубӗн директорӗ Алим Идиятуллин музыка янраттарма тытăнчӗ. Темиçе каланă пулсан та татах калас килет: тӗлӗнмелле пултаруллă çын вăл Алим Самигуллович, йăлтах ӗлкӗрет. Ял халăхне хаваслантарма та, спортсменсене хавхалантарма та. Çавăнтах пӗтӗм халăха хăйӗн юррисемпе савăнтарать. Пултаруллă çын пур енӗпе те пултаруллă теççӗ çав!


10 сехет çитсен пӗтӗм халăх ăмăрту вырăнне пуçтарăнчӗ. Мероприяти гимнсем итленӗ хыççăн Аксу районӗн Ӗçтăвкомӗн ертӳçин çумӗ Сергей Витальевич Александров, çамрăксен ӗçӗсен тата спорт уйрăмӗн пуçлăхӗ Юсуф Усманович Рафиков, Беловка ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Ильсур Рахимзянович Махмутов саламланисенчен, йӗркелӳçӗсем ăмăрту йӗркипе паллаштарнинчен пуçланчӗ. Шел пулин те, тӗп спонсорсем тӗрлӗ сăлтавсене пула кăçал килеймерӗç.


Раççей Президенчӗ 2024 çула Çемье çулӗ тесе палăртрӗ. Ятарлă çар операцийӗ çӗршыври пӗр çемьерен те айккинчен иртмест пулмалла. Кашнин çак вăрçăра е ывăлӗ, е мăшăрӗ, е ашшӗ, е пӗлӗшӗ-юлташӗ, е кӳрши — кам та пулин пурах... Юбилейлă «Беловка йӗлтӗр йӗрне» йӗркелӳçӗсем Çемье çулталăкне тата ятарлă çар операцине хутшăнакан, пирӗн лăпкă пурнăçа сыхлакан ял-йыша халалларӗç. Вӗсем Беловка ялӗнчен сахалăн мар: Владимирпа Валерий Трофимовсем, Владислав Кожеманов, Игорь Андреев, Алексей Борзов, Алексей Алексеев тата Александр Акимов... Турă пулăшса пытăр, ангелсем сыхласа тăччăр сире, атьсем. Часах çӗнтерсе, киле ырă-сывă таврăнма сунатпăр тăванăмăрсем.


26 ӳсӗмри 157 спортсмен старта тухрӗ. Спортсменсен «географийӗ» те çулран çула ӳссех пырать. Хусан, Заинск, Çырчалли хулисенчен, Элметпе Чистай районӗсенчен килнӗ çӗнӗ спортсменсемпе те паллашма кăмăллă пулчӗ кăçал. Кашни спортсмен пӗр ӳсӗмре кăна чупма пултарчӗ. Ăмăрту юбилейлă пулнипе йӗркелӳçӗсем «Абсолют» категорийӗсем кӗртнӗ, парнине те çак категори валли пысăкраххине хатӗрленӗ — 5, 3, 2 пин. Арçынсем 10 километр, хӗрарăмсем 6 километр чупса тупăшрӗç. 


«Атте, анне тата эпӗ» категорире çемьесен шучӗ ӳсни савăнтарчӗ. 3-мӗш вырăна Самар облаçӗнчи Эштебенькино ялӗнчи Кудряшовсем, 2- мӗшне Çӗнӗ Тимушкелӗнчи Павловсен çемйи тивӗçрӗç. Çӗнтерӳçӗ вара Нурлат хулинчи йӗлтӗр спорчӗпе туслă Жирновсен çемйи пулчӗ. 


Трасса çинче вӗсене судьясем тӗрӗслесе тăчӗç. Финишра Василий Аркадьевич Чугуновпа (Кивӗ Тимушкел) Михаил Николаевич Федоров (Кӳшӳ) кӗтсе илсе результачӗсене çырса пычӗç, протоколсене регистраци пунктне, Елена Васильевна Кожеманова патне грамотăсене хатӗрлесе хума ăсатрӗç. Йӗлтӗрçӗсен ӳсӗмӗсем те тӗрлӗрен — улттăран çитмӗл саккăра çитичченех пулчӗç. Стартра Валентина Аркадьевна Статинăпа Ева Евлампьева номерсем тăхăнтартнă хыççăн йӗркелӳçӗсем йӗлтӗрçӗсене ăнăçлă чупма сунчӗç. Финишра йӗлтӗрçӗсене Марина Петровна Иванова тата Евгения Ивановна Кожемановăпа унăн хӗрӗ Юля шоколадпа кӗтсе илчӗç. Чупса тухнисем вӗри пăтăпа, чейпе сăйланчӗç, пӗр-пӗринпе калаçса савăнчӗç, çитес ăмăртусен планӗсемпе паллашрӗç.


Çак уяв «Премеьер-Сити» строительство компанийӗн генеральнăй директорне Вячеслав Георгиевич Панкова, Çырчаллинчи Бокс федерацийӗн тренерне Владимир Леонидович Терентьева, Беловка ялӗнчен тухнă, хальхи вăхăтра Çырчаллинче пурăнакан Алексей Сергеевичпа Игорь Сергеевич Улановсене, Пухтел ялӗн хастар пенсионерне Владимир Дмитриевич Кузьмина, Çырчаллинчи предпринимателе Вера Васильевна Охотниковăна, Беловка ялӗнчен тухнă, хальхи вăхăтра Нурлат хулинче пурăнакан Иванова Марина Петровна Ивановăпа Алексей Геннадьевич Селиванова, Кивӗ Ӳсел ял хутлăхӗн пуçлăхне Айдова Надежда Владимировна Айдовăна, Беловка ял хастарӗсене — Любовь Владимировна Гавриловăна, Валентина Александровна Бульбовăна, Петр Петрович Ефимова, Елена Николаевна Евлампьевăна пула чаплă иртрӗ. 


Малти вырăна тухнă спортсменсене медальсемпе Хисеп хучӗсем тата укçан парнесем парса чысларӗç йӗркелӳçӗсем. Ăмăрту спонсорсене спорта аталантарма пулăшнишӗн Хисеп хучӗсем тата юбилейлă медальсем, пулăшакансене Тав хучӗсем парса чысланипе вӗçленчӗ. Укçа-тенкӗпе пулăшакансем те, ӗçпе, сăмахпа пулăшакансем те, пурте мухтавпа хисепе тивӗçлӗ, вӗсен ӗçне курсан чун савăнать, мухтанăçем мухтас килсех тăрать.
9-мӗш хут иртнӗ ăмăрту хыççăн «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Федоровна Трифонова çитес çул беловкăсем мӗнпе тӗлӗнтерӗç-ши тесе çырнăччӗ хаçатра. Тӗлӗнмеллине темскер тумастпăр пек туйăнать хамăра, хăнăхнă ӗçе тăватпăр вӗт... Мӗн чухлӗ тав сăмахӗ илтмерӗмӗр-ши ăмăрту иртнӗ кун! Паян кунччен те килсех тăраççӗ-ха вӗсем... Аслă тренерсем тав тунине, ăмăртăвăн шайӗнчен тӗлӗннине хăнăхнă-ха эпир. Нурлат районӗнчи Кив Чаллă ялӗнчи 12 çулхи хӗрача чыслав вӗçленсен никамран вăтанмасăр чупса пырса микрофон илчӗ те ăмăртушăн тав турӗ. Çакăншăн хамăр та савăнтăмăр кăна мар, тӗлӗнтӗмӗр те. Çакă мар-им пирӗн ӗçе пысăк хак пани? 


Татьяна БУЛЬБОВА.


Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Спорт