Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Беспилотниксем Елабугăпа Анат Камăри предприятисене атакăланă

Паян, апрелӗн 2-мӗшӗнче, ирхине 5:45 сехетре Елабугăри тата Анат Камăри предприятисене беспилотниксем атакăланă. Телее, вилекенсем çук, предприятисен ӗçӗ чарăнман. Кун çинче ТР Раисӗн пресс-служби пӗлтернине ТАСС хыпарлать.

ТР Раисӗ Р.Минниханов Кама леш енчи лару-тăрăва оперативлă пӗлсе тăрса хăй тимлӗхӗнче тытать. Мӗнпур служба пысăк хатӗрлӗхре.

«Хальхи вăхăтра чи пӗлтерӗшли — лăпкăлăх, паника пуçламалла мар. Çак преступление тăвакансен тӗллевӗ халăх хушшинче паника çӗклесси», — тенӗ Рустам Нургалиевич.

Беспилотниксенчен пӗри «Алабуга» ятарлă экономика зонин (хуларан 10 çухрăмра вырнаçнă) общежитийӗ çине ӳкнӗ. Дежурнăйпа диспетчер служби 7 çын аманнине хыпарлать. Телее, йывăрах мар.ТР Сывлăх сыхлав министерстви вӗсенчен виççӗшне медицина пулăшăвӗ панă хыççăн килне янине пӗлтерет.

Тепӗр беспилотникăн тӗллевӗ – Анат Камăри «Танеко» завод пулнă. Вăл ӳкнипе пушар тухнă кунта, вута çăлавçăсем 20 минутра сӳнтерсе ӗлкӗрнӗ.

Пӗтӗмӗшле илсен, паянхи атака (хальччен Тутарстанăн предприятийӗсене атакăлани пулманччӗ-ха) предприятие сиен кӳмен, вăл яланхи режимпа ӗçлет. Общежитин виçӗ çурчӗн чӳречисем ваннă. 

«Алабуга» экономика зонин генеральнăй директорӗ, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Тимур Шагивалеев каланă тăрăх, общежитисене атакăланă самолет евӗрлӗ беспилотниксем НАТО çӗршывӗсен оборудованийӗллӗ. Вӗсем Украинăран е ытти çӗршывсенченех вӗçсе килеймен, апла-тăк сутăнчăксем хамăр хушăрах. Шанатăп, ирсӗрсем инçе тараймӗç.

(«Алабуга» ятарлă экономика зонин телеграмм-каналӗнчи стоп-кадрта Тимур Шагивалеев).
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Происшествия