Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Çанталăк каллех пăсăлать, аякри çула ан тух!

ТР Гидрометцентрӗ ырантан (эрнекунран) пуçласа шăматкунпа вырсарникун (январӗн 19-21-мӗшӗсенче) Тутарстан территорийӗнче каллех вăйлă юр çăвасса, çил кăнтăртан çеккунтра 15-20 километр хăвăртлăхпа вӗрсе 500 метртан нимӗн те курăнми пуласса, çулсем пăрлакланасса пӗлтерет. Çавăнпа çулсем çинче машинăсен юхмне вăхăтлăха чакараççӗ.

Çитес кунсенчен çанталăк каллех пăсăлассине кура çул-йӗрсем çинче хăрушсăрлăхпа тивӗçтерес тата автомобилистсене асăрхаттарас шутпа РФ ПАИн Тутарстанри уйрăмӗн ертӳçин çумӗ Айрат Самигуллин «Татар-информра» журналистсемпе тӗл пулчӗ.

Япăх çанталăклă юлашки виçӗ кунра республикăн çулӗсем çинче 8 çыннăн пурнăçӗ вăхăтсăр татăлнине асăнчӗ вăл. Январӗн 15-мӗшӗнче Аксу районӗнче, тӗслӗхрен, «ВАЗ-2110» автомобиль çул çине сиксе тухнă та хирӗç килекен «Фольгсваген» машинăпа çапăннă. Пӗрремӗш машинăн водителӗпе пассажирӗ вырăнтах вилсе кайнă. Çав кунах Алексеевски районӗнче те «Хундай» автомобиль çанталăк условийӗсене шута илмесӗр умри машинăран иртме хăтланса малтан тиевлӗ машинăпа çапăннă, унтан хирӗç килекен «КИА» машинăна тăрăннă. Шел те, «Хундай» автомобилӗн пассажирӗ сывă юлайман. Çак икӗ автомобилӗн те водителӗсен кун пек çанталăкра çӳреме ăсталăхӗ çитеймен, вӗсем руль умне çулталăк каялла кăна ларнă пулнă-ха.

Вăйлă юр çунине пула пысăк аварисем тата та пулнă ун чух республикăра, ытларах М7 «Волга» тата Хусан — Уфа çулсем çинче. Январӗн 16-мӗшӗнче М7 «Волга» çул çинче, тӗслӗхрен, харăсах 10 автомобиль аварие лекнӗ. Çакна пула çул тăрăх сехете яхăн машинăсем çӳреймен. Автоинспекторсем оперативлă ӗçленипе кăна çул-йӗр юхăмне кӗске вăхăтра йӗркелеме пултарнă. Çулталăк пуçланнăранпа кăна республикăн çулӗсем çинче 155 çын шар курнă пирӗн, вӗсенчен 17-шӗ вилнӗ.

Çанталăк условийӗсем япăхланнине кура автоинспекторсем январӗн 15-мӗшӗнчен вăйлатнă режимпа ӗçлеççӗ. Куллен 300 яхăн автоинспектор республика çулӗсем çине патруле тухать. Çак виçӗ кунра кăна юр тыткăнне лекнӗ вун-вун машинăна ятарлă техника чӗнтерсе кăларнă вӗсем, водительсемпе пассажирсене ăшăнма пулăшнă. Январӗн15-17-мӗшӗсенче шар курнă водительсене 300 ытла апат-çимӗç комплекчӗ валеçнӗ.

Çитес канмалли кунсенче çанталăк каллех пăсăлассине кура Айрат Самигуллин водительсене çак кунсенче аякри çула тухасран тăхтама сӗнчӗ. Хулара та харпăр автомобильпе çӳремесен лайăхрах пулассине каларӗ. Енчен те каймах тивет пулсан, çула тухиччен малтан машинăн юсавлăхне тӗрӗслемеллине асăрхаттарчӗ. Енчен те çул çинче йывăр лару-тăрăва лексен экстренлă службăна – 112  е ТР ПАИн дежурнăй чаçне 5-333-888 номерсемпе шăнкăравламаллине аса илтерчӗ.

 Çитес эрнекунпа канмалли кунсенче çанталăк япăхланнине кура республикăра маларах ку эрнене палăртнă ача-пăчапа çамрăксен мӗнпур мероприятине урăх вăхăта куçарма тивнӗ. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество