Сувар

Чăваш ачи, вӗренме кил!

Хусанти вырсарни шкулӗнчи чăваш уйрăмӗ 5 çултан аслăрах ачасене вӗренме килме йыхравлать.

Хусанти нумай нациллӗ вырсарни шкулӗнче те çӗнӗ вӗренӳ çулӗ пуçланать. Çавна кура чăваш уйрăмӗ 5 çултан аслăрах ачасене вӗренме килме йыхравлать. Вӗренӳ программинче: чăваш чӗлхине вӗренесси, халăх культурипе, йăли-йӗркисемпе паллашасси. Чăваш уйрăмӗн вӗренекенӗсем ытти халăх ачисемпе пӗрле ТР Халăхсен Туслăх Çурчӗ ирттерекен мероприятисене, тӗрлӗ фестивальсене хастар хутшăнӗç.

Вӗренӳ кашни вырсарникун 10.30 – 12.30 сехетсенче пулать.

Пирӗн адрес: Хусан хули, Павлюхин урамӗ, 57-мӗш çурт (Халăхсен Туслăх Çурчӗ), 314, 322 тата 329-мӗш пӳлӗмсем

Сентябрӗн 9-мӗшӗнче кунта вырсарни шкулӗпе паллаштаракан Уçă алăксен кунӗ пулать. Чăваш уйрăмне вӗренме килме кăмăл тăвакансене ирхине 10.30 сехетре кӗтеççӗ. (А.Нумов сăнӳкерчӗкӗсем).

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: