Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Чи лайăх çемьесем Президент патӗнче хăнара

Хусан Кремлӗнче иртекен çемье тӗлпулăвӗнче кăçал чăвашсенчен Аксу районӗнчи Унтакшă ялӗнчи Алинăпа Андрей Михайловсем, Нурлат районӗнчи Киклӗ Пуçӗнчи Зинаидăпа Алексей Анисимовсем, Çӗпрел районӗнчи Чăваш Ишлӗ ялӗнчи Аленăпа Владимир Шумиловсем пулчӗç.

Çулсерен Республика кунӗ умӗн ТР Президенчӗ Рустам Минниханов мăшăрӗпе Гульсина Миннихановапа пӗрле Хусанти Кремльте республикăн чи лайăх 50 çемйипе тӗл пуласси ырă йăлана çаврăнчӗ. Тӗлпулăва нумай çул пӗрле пурăнакан, йышлă ача-пăчаллă, ачасене усрава илнӗ, спортсменсен, тухтăрсен, культура ӗçченӗсен, педагогсен, строительсен, çар çыннисен, нефтяниксен, ял хуçалăхӗнче тата ытти сферăра ӗçлекен тӗслӗхлӗ çемьесене чӗнеççӗ. Чăвашсем республикăра халăх шучӗпе тутарсемпе вырăссем хыççăн виççӗмӗш пулнăран, тӗлпулăва хутшăнмасăр пӗр çул та юлмаççӗ. Паян Хусан Кремлӗн Тупă картишӗнче иртнӗ уява та акă Аксу районӗнчи Унтакшă ялӗнчи Алина Андрониковнăпа Андрей Юлиянович Михайловсем, Нурлат районӗнчи Киклӗ Пуçӗнчи Зинаида Михайловнăпа Алексей Ильич Анисимовсем, Çӗпрел районӗнчи Чăваш Ишлӗ ялӗнчи Алена Владимировнăпа Владимир Иванович Шумиловсем пулчӗç.

Ку çемьесемпе чăнах та мăнаçланмалăх пур. Вӗсем ялта кăна мар, районӗпех тӗслӗхлӗ. Алина Андрониковнăпа Андрей Юлиянович Михайловсем нумай çул ӗнтӗ Емелькинăри шкулта ачасене вӗрентеççӗ, Алексей Ильич Анисимов вара ТР тава тивӗçлӗ нефтяникӗ, хальхи вăхăтра «ТаграС РемСервис» тулли мар яваплăхлă обществăн çӗре бурпа пăралаканӗнче тăрăшать, мăшăрӗ Зинаида Михайловна вырăнти шкул директорӗ, кунсăр пуçне нумай çул ӗнтӗ ачасене вырăс чӗлхипе литературине вӗрентет. Шумиловсем те районта тӗслӗхре. Алена Владимировна нумай çул ӗнтӗ ялти шкулта ачасене вӗрентет.  Владимир Иванович ТР ШӖМӗн ветеранӗ. Çак çемьесем телейлӗ атте-аннесем те. Çавăнпа та хăнасен килти архивӗсенчи сăнӳкерчӗксенчен йӗркеленӗ «Тутарстанăн çемье альбомӗнче» чăвашсем тивӗçлӗ вырăн йышăнчӗç.

Хăнăхнă йăлапа çак кун Президент йышлă ача амăшӗсене «Амăш мухтавӗ – Материнская слава» медальпе те чысларӗ, кăçал çак наградăна Çӳлту районӗнчи Рейсе Ниязована, Елабуга районӗнчи Наталья Сашинăна тата Азнакай районӗнчи Зульфия Калистратова тивӗçрӗç. Рустам Минниханов Кремле пухăннă çемьесене пурне те саламласа вӗсем республика малашлăхӗ, мăнаçлăхӗ пулнине каларӗ. (Сăнӳкерчӗксем http://tatarstan.ru тата Нурлат район хаçачӗн сачӗсенчен).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество