Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Çӗнтерӳ кунӗпе, тăвансем!

Хусанта пурăнакан пӗчӗк София Орешкина Теччӗ районӗнчи Чăваш Чакăлтăмӗнчи мăн кукашшӗне Михаил Симакова Çӗнтерӳ парнеленӗшӗн тав тăвать! Хисеплӗ ветерансем, тыл ӗçченӗсем, ахаль çынсем пурсăмăра та уяв ячӗпе!

Порфирий АФАНАСЬЕВ сăвви

Курни-илтни-ши ку, анне сăмахĕ-ши?

Пуçран тухмасть, аса килет ялан,

Киле пырса хыпар пĕлтерчĕ тахăшĕ:

«Вĕçленнĕ вăрçă... Савăнăç паян».

Атте те ман — салтак. Тин çеç вăл таврăннă

Фронтран вилес пек хытă аманса,

Çак хыпара илтсен вăл — хăйшĕн тавăрнăн, —

Пĕр вăхăт тăчĕ шăп шăлне çыртса.

Куçран пăхса хĕрӳллĕн ыталарĕ вăл

Мана, виç çул тултарнă ачана,

 

Çӳле çĕклерĕ — йывăрччĕ ыратăвĕ,

Юратăвĕ пăхман пуль сурана.

Курни-илтни-ши ку, анне сăмахĕ-ши?

Атте ытамĕнчен тухса кайса

Эп халĕ те вĕçетĕп пек шур акăшăн

Çунатсемпе сулмаклăн авăсса.

(Е. Орешкина сăнӳкрчӗкӗ. «Çӗнтерӳ кунӗ» юрра Москонцертăн солистки Ирина Шоркина юрлать).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев