Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Çулла çитрӗ... 1-мӗшӗнче юр çăвать?

Çӳлти патшалăхра каллех тирпей çук – июнӗн 1-мӗшӗнче юр çăвать... Çӗрле минус 1 градус таранччен сивӗтет.

Çанталăк кăçал ниепле те шӳтлеме чарăнаймасть, Тутарстансем валли каллех кӗтменлӗх хатӗрлет. ТР Гидрометцентрӗ çитес икӗ кун, май уйăхӗн 31 тата июнӗн 1-мӗшӗсенче Тутарстан çурçӗр-хӗвелтухăç циклонӗн тыткăнӗнче пулассине хыпарлать. Çанталăк тăрук сивӗтет, çил çеккунтра 17 метр хăвăртлăхпа вӗрет. Кӗçнерникун (май уйăхӗн 31-мӗшӗнче) сывлăш температури кăнтăрла та 14 градусран ăшă пулмасть. Вырăн-вырăнпа çумăр çăвать.

Çуллан пӗрремӗш кунӗ тата хытăрах тӗлӗнтерӗ, çумăрсăр пуçне  хăш-пӗр районта юр та çăвать. Çӗрле çанталăк минус 1 градус таранччен сивӗтет. Алсишсене каллех пуçтарса хурасси пулмасть иккен. Ирӗксӗрех ыйту çуралать: кăçал çулла пулать-и пирӗн е çук? (Соцсетьри сăнӳкерчӗк).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев