Сувар

Е çухататпăр, е ишме вӗрентетпӗр

Иртнӗ эрнере республикăри – 8, ун умӗнхи эрнере 9 çын путса вилнӗ. Çапла вара çулталăк пуçланнăранпа шыв-шурсенче кăна пурӗ 63 (!) çыннине çухатрӗ Тутарстан. Танлаштарма: пӗлтӗр çак вăхăт тӗлне 36 çын путса вилнӗ пулнă.

Шел те, статистика кашни эрнере кăмăла хуçать. Мӗншӗн тесен вăрçăсăр çухату çав тери пысăк пирӗн: авари, пушар... Çулла тата шыв-шур çинчи инкек хушăнать. Республикăра юлашки вăхăтра шыв-шурсенче çын путмасăр пӗр эрне те иртмест. Ку енӗпе лару-тăру ытти çулсенчинчен те япăхрах-мӗн. ТР гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăрусен министрӗ Рафис Хабибуллин çак кунсенче ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ ларура пӗлтернӗ тăрăх, иртнӗ эрнере республикăра – 8, ун умӗнхи эрнере 9 çын путса вилнӗ. Çапла вара çулталăк пуçланнăранпа шыв-шурсенче кăна пурӗ 63 (!) çыннине çухатрӗ Тутарстан. Пӗлтӗр çак вăхăт тӗлне 36 çын путса вилнӗ пулнă. Калас пулать, вӗсем пурте вăйпитти çынсемпе çул çитмен ачасем.

Çакăн пек лару-тăру пулнине кура республикăри шыв-шур хӗрринчи кану вырăнӗсенче 33 çăлав посчӗ тата мобильлӗ ушкăнсен (пӗтӗмпе 5600 çын) патрульне йӗркеленӗ. Çапах та кун пек чух çăлавçăсем çине кăна шанни тӗрӗс мар, кашни çын шывăн турачӗ çуккине асра тытса тимлӗрех пулмалла. Аслисем ачасене хăйсене кăна шыва кӗме ямалла мар.

«Эпир кашни çул çынсене шыв объекчӗсенче хăрушсăрлăхпа тивӗçтерес ыйтупа тӗл пулатпăр. Шыва кӗме юраманни çинчен асăрхаттаракан аншлагсем лартмалла, шыв-шур çумӗнчи территорисене патрульлемелле, ытти профилактика мерисене йышăнмалла»,– тенӗ ТР Президенчӗ Р. Минниханов мӗнпур района çак лару-тăрăва çирӗп контроле илмеллине асăрхаттарса. Республика ертӳçи çаплах шкул ачисене ишме вӗрентесси пирки те ыйтăва та пăхса тухма хушнă. Ку енӗпе районсен пысăк йывăрлăх çук халь, мӗншӗн тесен спорт объекчӗсем сахал мар пирӗн. Çитес вăхăтра акă тата 9 бассейн уçăлмалла.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: