Сувар

Экзаменсене куçармаççӗ

Коронавируса пула йӗркеленнӗ лару-тăру шкул ачисен вӗренӗвне пысăк улшăнусем кӗртрӗ пулсан та шкул пӗтерекен ачасем аттестатсăр юлма тивӗç  мар.

 Тутарстанра вӗренӳ çулӗ ытти çулсенчи пекех вӗçленет.  Июнь уйăхӗн пӗрремӗш çурринче патшалăх экзаменӗсем пуçланаççӗ. Июнӗн 8-мӗшӗнчен  11-мӗш классем пӗрремӗш пӗрлехи патшалăх экзаменне тытаççӗ, июнӗн 9-мӗшӗнче 9-мӗш классем ОГЭ параççӗ. ТР Вӗрентӳпе наука минстрӗ Рафис Бурганов А. Кузьминăн «Интервью без галстука»  автор программине панă интервьюра пӗлтернӗ тăрăх,  экзаменсене парас йӗрке те улшăнмасть. Ачасем  патшалăх тӗрӗслевне экзамен йышăнмалли  пунктсенчех иртӗç. Паллах,  санитари нормипе правилисене пăхăнса, урăхла каласан пӗр-пӗринчен темиçешер метрта ларӗç. Кирлӗ-тӗк, темиçе потокпа парӗç. (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ)

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: