Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Элметсен «Учӳкӗ» Раççейре III вырăна тухнă

Элмет районӗнчи Патраклă ялӗнче çуллен иртекен Кама леш енчи чăвашсен «Учӳк» уçă фестивалӗ Russian Event Awards пулăмлă туризм енӗпе Наци премийӗн финалӗнче тивӗçлӗ III вырăн йышăннă.

Элмет районӗнчи Патраклă ялӗнче çуллен иртекен Кама леш енчи чăвашсен «Учӳк» уçă фестивалӗ Russian Event Awards пулăмлă туризм енӗпе Наци премийӗн финалӗнче тивӗçлӗ III вырăн йышăннине пӗлтерет Тутарстанри Халăхсен Туслăх Çурчӗн сайчӗ.

Премийӗн финалӗ октябрӗн 24-27-мӗшӗсенче Чулхулара пулнă. Аса илтеретпӗр, Russian Event Awards пулăмлă туризм енӗпе Наци премине 2012 çулта çирӗплетнӗ. Çӗнтерӳçӗсене проектсен уçă конкурсӗнче суйласа илеççӗ. 2018 çулта вăл регионсенчи виçӗ конкурсран тăнă: Федерацин Çурçӗр-Хӗвеланăç, Тӗп, Çурçӗр-Кавказ тата Кăнтăр округӗсен – Тамбовра, Атăлçипе Урал округӗсен – Шупашкарта, Çӗпӗрпе Инçет хӗвелтухăç округсен – Иркутскра иртнӗ. Çак конкурс пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх 48 регионтан пурӗ 232 проект суйласа илнӗ.

Çапла вара I вырăна «Атамановские кулачки» халăх вăййи (Тамбов облаçӗ), II вырăна «Калитка» Карели кукăлӗн фестивалӗ (Тверь облаçӗ), III вырăна Элмет чăвашӗсен – «Учӳкӗ» çӗнсе илнӗ. Кунсăр пуçне пирӗннисен «Патраклă туйӗ» проекчӗ «Халăх йăли-йӗркине сыхласа хăварса популяризациленӗшӗн» ятарлă диплома тивӗçнӗ. Саламлатпăр!  (Сăнӳкерчӗксем Туслăх Çурчӗн сайтӗнчен).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана