Кăçал Шупашкарта-тăк, тепӗр çул Аксура чей ӗçӗç


Рустам Нургалиевич Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева çитес çул Тутарстанри Уява килме йыхравларӗ.
Тутарсен Федераци шайӗнчи Сабантуйӗ кăçал июлӗн 6-7-мӗшӗсенче кӳршӗре – Чăваш Енӗн тӗп хулинче Шупашкарта (Хӗрлӗ тӳремре тата заливри Анне палăкӗ умӗнче) кӗрлерӗ. Наци уявне тутарсем 41 регионтан килсе çитрӗç. Тутарстанпа Чăваш Енрен пурӗ пине яхăн пултарулăх ушкăнӗ илем кӗртрӗ ăна.
Кӗрешӳ кавирӗ çине Сабантуйăн тӗп парнисемшӗн – такапа çăмăл машинăшăн – чи вăйлă 80 кӗрешӳçӗ тухрӗ. Çапла тӗп трофей – така – Марий Эл паттăрне Муса Галямова лекрӗ пулсан, çăмăл машинăна Чăваш Ен паттăрӗ Ринас Садаров вӗçертмерӗ. Калфак-тӳпеттей тăхăннă çакăн чухлӗ çынна Шупашкар хальччен курманччӗ-тӗр-ха.
Сăмах май, тӳпеттейпе тутар чекменӗ халӗ Чăваш Ен Пуçлăхӗн Михаил Игнатьевăн та пур. Сабантуйпа йăхташӗсене саламлама килнӗ ТР Президенчӗ Рустам
Минниханов ятарласах парнелерӗ ăна. Çапла майпа федераци Сабантуйне Шупашкарта ирттернӗшӗн тав турӗ вăл. Çитес çул Тутарстанри чăвашсен Уявне Рустам Минниханов та шупăрпа килессе шанатпăр. Мӗншӗн тесен чăвашсем хăйне те шупăр тăхăнтарчӗç вӗт. Рустам Нургалиевич Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева çитес çул Тутарстанри Уява килме йыхравларӗ.
Федераци Сабантуйӗ иртнӗ кунри тепӗр пулăма та палăртмалла. ЧР Президенчӗ Михаил Игнатьев хăйӗн ӗçтешне, ТР Президентне Рустам Минниханова, туслăха тата килӗштерсе ӗçлеме пысăк тӳпе хывнăшăн «Чăваш Республики умӗнчи тава тивӗçлӗ ӗçсемшӗн» орденпа чысларӗ.
Çапла хаваслă та шавлă иртрӗ кӳршӗре Федерацин 18-мӗш Сабантуйӗ. Çитес çул федераци Сабантуйне Коми Республикин тӗп хули Сыктывкар йышăнать. Чăваш Енри тутарсен представителӗсем федераци Сабантуйӗн символне «Тулпара» Коми Республикин представителӗсене пачӗç. (Сăнӳкерчӗксем www.cap.ru сайтран).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
1 марта 2021 - 21:35Сивӗ Нурлатри ӑшӑ тӗлпулу Ыйту хыҫҫӑн ыйту пачӗҫ ҫамрӑк режиссера унӑн дебютлӑ ӗҫӗ ҫинчен. Светлана вӗсем ҫине кӑмӑлтан хуравларӗ. Ҫапах ентешӗсем умӗнче хумханни сисӗнетчӗ. Тав туса парнеленӗ чечек ҫыххисем ҫеҫ ӑна кӑштах лӑплантарчӗҫ пулмалла2700
-
1 марта 2021 - 18:25Теччӗсем ҫинчен ӳкермелли кино нумай Патшалӑх "Чӑвашкинона" нумай укҫа уйӑртӑр, кино ӳкерекенсен ӗмӗчӗсем пурнӑҫа кӗччӗр. Эпир кинотеатрсенчи 10 метр сарлакӑш экрансенче хавасланса хамӑр чӗлхепе кино курма ҫӳрер3400
-
1 марта 2021 - 13:37Хуламырмисен премьеринче кичем пулмарӗ "Туса лартатӑп шурӑ ҫурт" илемлӗ фильма Владимир Корсаков ӳкернӗ. Унта Чӑваш драмтеатрӗн артисчӗсем ӳкерӗннӗ тата, паллах, Хулаҫырми халӑхӗ. Мӗншӗн тесен вӑл ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Николай Угасловӑн ачалӑхӗ ҫинчен11400
-
1 марта 2021 - 13:23Ҫӗпрелсем кино уявне йӗркелерӗҫ Ют ҫӗршывран килнӗ чаплӑ хӑнасене кӗтсе илнӗ пек йышӑнчӗҫ Кивӗ Ҫӗпрелӗнчи Культура керменӗнче Тутарстанра Чӑваш кино кунӗсене ирттерекен делегацине6000
-
19 февраля 2021 - 09:27Наркотиксене «Çук» тесе кала
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
26 февраля 2021 - 12:28Эсӗ пулсан çут тӗнче те илемлӗ!Пăва районӗнчи Кивӗ Мертлӗ ялӗнче пурăнакан Лидия Алексеевна ЕРУСЛАНОВА, февралӗн 25-мӗшӗнче, 75 çул тултарчӗ32702
-
26 февраля 2021 - 12:04Киклӗпуçран пысăк салам!Мичуринск хулинче пурăнакан хаклă çыннăмăр Александр Ильич БУДЯШКИН февралӗн 23-мӗшӗнче 65 çул тултарчӗ12400
-
19 февраля 2021 - 09:57Вăрçă ветеранӗ Геннадий Алексеевич ТАРАСОВ февралӗн 20-мӗшӗнче 94 çул тултаратьЫрă кăмăл, сăпайлăх санра Çăлкуç шывӗ пекех иксӗлмест. Тӗнчере эс пурришӗн Турра Тав тумашкăн сăмах та çитмест.11101
-
20 декабря 2020 - 16:38«Сувар пики -2021» конкурс Видеоконкурса 2021 ҫулта Тутарстанра Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ263900
-
27 февраля 2021 - 11:48Анатолий ХМЫТ: «ЧУНА ПЫРСА ТИВЕКЕН ӖÇ-ПУÇ ÇИНЧЕН КАЛАСА КĂТАРТСАН ÇЫРМАСĂР ЧĂТАЙМАСТĂП» – Астăватăп-ха, Афганистанра ту çинче выртатпăр, чуллă вырăн, пулеметран пени илтӗнет, хăрушă. Аялта шăпчăксем юрлаççӗ, сад пахчисем курăнаççӗ. Çавăн чухне хама сăмах патăм: ку шăтăкран чӗрӗ тухсан ятарласа Шупашкара каятăп, вӗренме кӗретӗп, çак вăрçă çинчен çырса кăтартатăп. Юлташсем, пӗлӗшсем чуна пырса тивекен ӗç-пуç çинчен каласа кăтартсан çырмасăр чăтаймастăп. Кашни хайлаврах чăнлăх тӗпре.14901
-
28 февраля 2021 - 12:02Беловкăсен «Хамăр ялӗ» Ялта клубри ытти юрă-ташă ушкăнӗсемпе концерт кăтартнă чух «Хамăр ял» ансамбль сцена çине тухнине куракансем тăвăллăн алă çупса кӗтсе илеççӗ.13700
-
27 февраля 2021 - 10:20Ют çынсемшӗн кредит тӳлес темесен, парольсемпе пин-кодсене никама та ан пӗлтер Пӗрре ун патне палламан çынсем шăнкăравланă та хăйсем банк ӗçченӗсем пулнине, унăн ячӗпе кам-тăр кредит илме хăтланни пирки пӗлтернӗ. Кредит илес операцие пăрахăçлама пулăшатпăр тесе улталаса вӗсем хӗрарăма хăйсем мӗн хушнине пурнăçлама сӗннӗ. А. гражданка ыйтнине пӗтӗмпех тунă, хăйӗн телефонӗ çине килнӗ парольсене те каланă. Палламан çынсемпе калаçса пӗтерсен хӗрарăм мобильлӗ приложение кӗнӗ те хăйне кредит панине, унтан ăна палламан икӗ арçынна куçарнине курнă.12500
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика