Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Хисеплӗ Дмитрий Анатольевич, эпир сире республикăра пурăнакан мӗнпур чăваш ятӗнчен çуралнă кунпа саламласа ăнăçу сунатпăр

Июнӗн 3-мӗшӗнче хисеплӗ çыннăмăр, чăваш халăхӗн сумлă та пултаруллă ывăлӗ, ТР Чăваш наципе культура автономийӗн Канашӗн председателӗ, Хусанти çу комбиначӗн генеральнăй директорӗ, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Дмитрий Анатольевич САМАРЕНКИН çуралнă кунне паллă тăвать.

Дмитрий Анатольевич 1969 çулхи июнӗн 3-мӗшӗнче Çырчаллинче çуралнă, ачалăхӗпе яшлăхӗ çакăнтах иртнӗ. Хусанти патшалăх финанспа экономика институтне пӗтернӗ хыççăн пӗр вăхăт Мускавра ӗçленӗ, унтан Хусана таврăннă. Тӗрлӗ çулсенче «Динамо» мечӗкпе хоккей, «Рубин» футбол клубӗсен президенчӗ пулнă. Предприниматель çулне ятарлă тумтир çӗлессипе кооперативран пуçланă. Ăçта ӗçлесен те Дмитрий Анатолье­вич хăй тивӗçӗсене чыслă пурнăçласа чи çӳллӗ кăтартусемпе палăрнă. «Динамăна» тӗнчипе те паллă команда тунинчен пуçласа панкрута тухнă предприятие алла илсе кăтартусене темиçе хут ӳстерни таран. Депутат тивӗçне пурнăçласа та халăхшăн нумай ырă ӗç тăвать. Чăваш наципе культура автономийӗн председателӗнче те вăл лайăххипе палăрса тăрать, çынна илтме пӗлет, пур ӗçре те пулăшать. Дмитрий Анатолье­вич пуçарăвӗпе çӗнӗ проектсем хута кайрӗç, çавсенчен пӗри «Юрла чăвашла» фестиваль-конкурс. Республикăри кашни ансамбле çӗнӗ наци костюмӗсемпе  тивӗçтерчӗ. 

Хисеплӗ Дмитрий Анатольевич, эпир сире республикăра пурăнакан мӗнпур чăваш ятӗнчен çуралнă кунпа саламласа чăваш юманӗ пек çирӗп пулма сывлăх, вăрăм ӗмӗр, çемьере тулли телей, ӗçре ăнăçу сунатпăр!

ЧНКА Канашӗн пайташӗсем,«Сувар» хаçат ӗçченӗсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев