ЯЛ ХУÇАЛĂХ КĂНА МАР
Çӗпрел, тӗпрен илсен, ял хуçалăх районӗ. Çапах та юлашки çулсенче производство майпен аталанма тытăнни сисӗнет. «Цеолиты Поволжья» УАО цеолит тирпейлекен завод рынокра хăй вырăнне йышăнчӗ, вӗсен изделийӗсене, уйрăмах кушак наполнительне, ют çӗршывсене ăсатаççӗ. Район центрӗнчи «Çӗпрел» промплощадкăра (пурӗ 19,1 гектар йышăнать) полимер изделийӗсем кăларакан «Формпласт» Мускав компанийӗ ăнăçлă ӗçлет, нумай пулмасть килнӗ «Солнечный круг» тулли мар яваплăхлă обществăн та ӗмӗрӗ вăрăм пуласси сисӗнет. Асăннă икӗ организацин ӗçӗпе эпир вырăна кайса паллашрăмăр.