Христофоровсăр тăрса юлтăмăр...

Шăпчăк сассиллӗ, халăх юратакан юрăç пиртен ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайни чăваш халăхӗшӗн, тӗнчишӗн пысăк çухату.
Паян, майăн 24-мӗшӗнче, ирхине Иван Иванович Христофоровăн чӗри тапма чарăннă.
Иван Иванович Христофоров 1935 çулхи мартăн 22-мӗшӗнче Чăваш Республикин Елчӗк районӗнчи Çӗнӗ Пăва ялӗнче çуралнă. Нумай ачаллă çемьере ӳснӗ. Юрăç профессине вăл Мариупольти музыка училищинче алла илнӗ.
Иван Христофоров чăваш композиторӗсен пропагандисчӗ тата вӗсен юррисене пӗрремӗш юрлаканӗ пулнă. Вăл чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблӗн артисчӗ пулса, Гостелерадио хорӗнче, «Çавал» ансамбльте, Чăваш патшалăх филармонийӗнче ӗçленӗ. 1968-1992 çулсенче Чăваш патшалăх академи капеллинче ӗçленӗ. Паллă композиторсен произведенийӗсемсӗр пуçне унăн репертуарӗнче халăх юррисем нумай. Чăваш радио фондӗнче 500 ытла И.Христофоров юрланă юрă упранать.
1975 çултанпа Иван Христофоров Чăваш Республикин тава тивӗçлӗ артисчӗ, 1992 çулта Чăваш халăх артисчӗн ятне илме тивӗçнӗ.
Иван Иванович шăрантарнă «Ӗмӗр сакки сарлака», «Шăппăн кăна, шăппăн ларар-и?» тата ытти юрăсене пӗтӗм халăх пӗлет, хисеплет.
Вăл пиртен ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайни чăваш халăхӗшӗн пысăк çухату. И.И.Христофоров çемйипе, тăванӗсемпе, çывăх çыннисемпе тарăннăн хуралнни çинчен пӗлтеретпӗр.
ТР ЧНКА Канашӗ, «Сувар» хаçат редакцийӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
1 марта 2021 - 21:35Сивӗ Нурлатри ӑшӑ тӗлпулу Ыйту хыҫҫӑн ыйту пачӗҫ ҫамрӑк режиссера унӑн дебютлӑ ӗҫӗ ҫинчен. Светлана вӗсем ҫине кӑмӑлтан хуравларӗ. Ҫапах ентешӗсем умӗнче хумханни сисӗнетчӗ. Тав туса парнеленӗ чечек ҫыххисем ҫеҫ ӑна кӑштах лӑплантарчӗҫ пулмалла3300
-
1 марта 2021 - 18:25Теччӗсем ҫинчен ӳкермелли кино нумай Патшалӑх "Чӑвашкинона" нумай укҫа уйӑртӑр, кино ӳкерекенсен ӗмӗчӗсем пурнӑҫа кӗччӗр. Эпир кинотеатрсенчи 10 метр сарлакӑш экрансенче хавасланса хамӑр чӗлхепе кино курма ҫӳрер3900
-
1 марта 2021 - 13:37Хуламырмисен премьеринче кичем пулмарӗ "Туса лартатӑп шурӑ ҫурт" илемлӗ фильма Владимир Корсаков ӳкернӗ. Унта Чӑваш драмтеатрӗн артисчӗсем ӳкерӗннӗ тата, паллах, Хулаҫырми халӑхӗ. Мӗншӗн тесен вӑл ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Николай Угасловӑн ачалӑхӗ ҫинчен11700
-
1 марта 2021 - 13:23Ҫӗпрелсем кино уявне йӗркелерӗҫ Ют ҫӗршывран килнӗ чаплӑ хӑнасене кӗтсе илнӗ пек йышӑнчӗҫ Кивӗ Ҫӗпрелӗнчи Культура керменӗнче Тутарстанра Чӑваш кино кунӗсене ирттерекен делегацине6200
-
19 февраля 2021 - 09:27Наркотиксене «Çук» тесе кала
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
26 февраля 2021 - 12:28Эсӗ пулсан çут тӗнче те илемлӗ!Пăва районӗнчи Кивӗ Мертлӗ ялӗнче пурăнакан Лидия Алексеевна ЕРУСЛАНОВА, февралӗн 25-мӗшӗнче, 75 çул тултарчӗ32802
-
26 февраля 2021 - 12:04Киклӗпуçран пысăк салам!Мичуринск хулинче пурăнакан хаклă çыннăмăр Александр Ильич БУДЯШКИН февралӗн 23-мӗшӗнче 65 çул тултарчӗ12500
-
19 февраля 2021 - 09:57Вăрçă ветеранӗ Геннадий Алексеевич ТАРАСОВ февралӗн 20-мӗшӗнче 94 çул тултаратьЫрă кăмăл, сăпайлăх санра Çăлкуç шывӗ пекех иксӗлмест. Тӗнчере эс пурришӗн Турра Тав тумашкăн сăмах та çитмест.11101
-
20 декабря 2020 - 16:38«Сувар пики -2021» конкурс Видеоконкурса 2021 ҫулта Тутарстанра Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ264100
-
27 февраля 2021 - 11:48Анатолий ХМЫТ: «ЧУНА ПЫРСА ТИВЕКЕН ӖÇ-ПУÇ ÇИНЧЕН КАЛАСА КĂТАРТСАН ÇЫРМАСĂР ЧĂТАЙМАСТĂП» – Астăватăп-ха, Афганистанра ту çинче выртатпăр, чуллă вырăн, пулеметран пени илтӗнет, хăрушă. Аялта шăпчăксем юрлаççӗ, сад пахчисем курăнаççӗ. Çавăн чухне хама сăмах патăм: ку шăтăкран чӗрӗ тухсан ятарласа Шупашкара каятăп, вӗренме кӗретӗп, çак вăрçă çинчен çырса кăтартатăп. Юлташсем, пӗлӗшсем чуна пырса тивекен ӗç-пуç çинчен каласа кăтартсан çырмасăр чăтаймастăп. Кашни хайлаврах чăнлăх тӗпре.15101
-
28 февраля 2021 - 12:02Беловкăсен «Хамăр ялӗ» Ялта клубри ытти юрă-ташă ушкăнӗсемпе концерт кăтартнă чух «Хамăр ял» ансамбль сцена çине тухнине куракансем тăвăллăн алă çупса кӗтсе илеççӗ.14000
-
27 февраля 2021 - 10:20Ют çынсемшӗн кредит тӳлес темесен, парольсемпе пин-кодсене никама та ан пӗлтер Пӗрре ун патне палламан çынсем шăнкăравланă та хăйсем банк ӗçченӗсем пулнине, унăн ячӗпе кам-тăр кредит илме хăтланни пирки пӗлтернӗ. Кредит илес операцие пăрахăçлама пулăшатпăр тесе улталаса вӗсем хӗрарăма хăйсем мӗн хушнине пурнăçлама сӗннӗ. А. гражданка ыйтнине пӗтӗмпех тунă, хăйӗн телефонӗ çине килнӗ парольсене те каланă. Палламан çынсемпе калаçса пӗтерсен хӗрарăм мобильлӗ приложение кӗнӗ те хăйне кредит панине, унтан ăна палламан икӗ арçынна куçарнине курнă.12600
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика