Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Хусан – Пăва– Ульяновск çулӗ çуталать

Пӳркел, Элшел, Чăваш Киштекӗ патӗнчи çулсем çине хунар лартаççӗ.

 Çӗрле, уйрăмах кӗркунне-хӗлле, Хусан – Пăва çулӗ тăрăх çӳресси хăрушсăртарах пулать. Республикăра  Р-241 Хусан – Пăва – Ульяновск аслă çулăн 6 километрӗн участокӗнче çитес вăхăтра электроçутă лартассине пӗлтерет «Волго-Вятскуправтодор» пресс-служби. Çӗнӗлӗх Пăвапа Тури Услон районӗсенче пулӗ.

Пăва районӗнче икӗ ял: Кӗçӗн Пӳркелпе (Р-241 авто çулăн 124+000 – 124+650 участокӗ)  Тутар Пимӗрсел (Р-241 автоçулăн 124+000 – 124+650 участокӗ) ялӗсен хӗррипе. Кунсăр пуçне хунарсене Элшелпе (130+080 участок) Чăваш Киштекӗнчи  (131+000 участок) остановкăра çуран каçакан вырăнта лартӗç.

Тури Услон районӗнче Вăрманай Моркваши патӗнчи трассăн 2+740 – 3+140 участокӗ, Тутар Макулово на патӗнчи 23+620 – 24+000 участокӗ, Вырăс Макулово çумӗнчи 26+755 – 27+275 участокӗ çӗрлехи вăхăтра çуталӗ. Кунсăр пуçне автотрассăн япăх курăнакан тепӗр 30 участокӗн хирӗç юхăм çине урлă йӗрсем туса тухма шутлаççӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: автодорога