Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Миргалимов хӗрлисен йышӗ парламентра ӳсессе шанать

"Енчен те Республикăра суйлав тӗрӗс те таса иртсен парламентра пирӗн партирен депутатсен шучӗ нумай пуçтарăнмалла"

«Пирамида» культурăпа кану комплексӗнче вырнаçнă Тутарстан Республикин Пӗрлехи информаци центрӗнче КПРФ партин Тутарстанри уйрăмӗн лидерӗпе Хафиз Миргалимовпа пресс-конференци иртрӗ.

Регионри коммунистен ертӳçи ку вăхăта хăй суйлав участокӗнче пулманннине пӗлтерчӗ. 

  • Сасăлама Çырчалли хулине каятăп, пирӗн центр çавăнта паян, – терӗ Хафиз Гаязович. 

Çырчалли çывăх хула марри, унта кăнтăрла хыççăн кăна çитсе сасăлама пултарни пирки  журналистсем ыйтни çине кӗскен çапла каларӗ. 

  • Пирӗн те вертолет пур, тăватă ураллăскер, хăвăрт çитетпӗр, – шӳтлерӗ Миргалимов юлташ. 

Тутарстан Республикин Патшалăх Канашӗн VI пухăвӗнче коммунистсен шучӗ пысăк пуласса шанать вăл. 

  • Енчен те Республикăра суйлав тӗрӗс те таса иртсен парламентра пирӗн партирен депутатсен шучӗ нумай пуçтарăнмалла, – çирӗплетрӗ Хафиз Гаязович. 

Суйлав Совет тапхăрӗ вӗçленнӗпе пӗрле тахçанах уяв пулма пăрахнине те палăртса хăварчӗ коммунист.  

Ку вăхăтра Тутарстан Республикинче 2811 суйлав участокӗ уçăлнă, пуринче те ӗç йышăннă йӗркепе пырать.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 8 сентября выборы