Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Наталья НИКОЛАЕВА: «ПӖЧЧЕН ЙЫШĂНУ ТУМА ХУТЬ КАМА ТА ЙЫВĂР»

Чăваш хӗрарăмӗ вăл ытлашшипех сăпай. Çавăнпа эпир чăваш хӗрарăмне хăйӗн çитӗнӗвӗсем çинчен уççăн пӗлтерме вӗрентесшӗн

 Иртнӗ эрне вӗçӗнче, августăн 7-мӗшӗнче ТР Чăваш наципе культура автономийӗн Ӗçтăвком ертӳçин çумӗсемпе Вера Юнусовăпа тата Сильвия Чаркинăпа пӗрле Шупашкара ӗçпе кайса килтӗмӗр. Ӗçлӗ çулçӳревӗн тӗллевӗ – Чăваш Енӗн Хӗрарăмсен союзӗн ӗçӗпе, опычӗпе тата çӗнӗ ертӳçипе паллашасси, туслă çыхăну йӗркелесси пулчӗ. Июнь уйăхӗнчен пуçласа организацие ЧР Пуçлăхӗн тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевăн мăшăрӗ Наталья Алексеевна Николаева ертсе пырать. 

Сăмах май, Чăваш Енӗн Хӗрарăмсен юхăмӗн тымарӗ тарăн. Вăрçăчченхи çулсенчех хӗрарăмсене производствăна, обществăлла ӗçе кӳртес тӗллевпе власть органӗсем тăтăшах ялсемпе хуласенче пухусем пуçтарнă. Çапла хастар хӗрарăмсем нумай ачаллă çемьесен, тăлăх арăмсен, вăрçăпа ӗç ветеранӗсен прависемшӗн, хӗрарăмсемпе ачасен сывлăхӗшӗн явап тытма пуçланă. Союз 1965 çулхи январӗн 16-мӗшӗнче йӗркеленсе кайнă. Анчах ăна РФ Юстици министерствин Чăваш Республикинчи управленийӗ 1999 çулхи июнӗн 17-мӗшӗнче тин регистрациленӗ.  Хӗрарăмсен союзӗн пӗрремӗш председателӗ Ольга Талля пулнă, 10 çул ытла вăл пӗрлешӗве ертсе пынă. Хальхи вăхăтра Союз тӗрлӗ предприятисемпе учрежденисенчи, ялсемпе хуласенчи хӗрарăмсен канашӗсене пӗрлештерсе тăрать. Çапла чăваш хӗрарăмӗсем пӗрле республикăри обществăпа политика, социаллă культура пурнăçӗнче хăйсен вырăнӗпе пӗлтерӗшне палăртса интерессене хӳтӗлеççӗ.  

Тӗлпулу питӗ те ырă атмосферăра иртрӗ. Икӗ регионăн хӗрарăмсен пӗрлешӗвӗсен представителӗсем малашнехи ӗç планне турӗç. Чăваш чӗлхипе йăли-йӗркисене упраса хăварас тата аталантарас тӗллевпе çыхăннă проектсене сӳтсе яврӗç. Çавсен хушшинче регионсен хушшинче ача-пăча пултарулăх фестивальне йӗркелесси, чăвашсен историйӗпе çыхăннă проектсене пӗрле пурнăçласси тата ытти те. «Тутарстан Чăваш пики» дирекцийӗн ертӳçи Сильвия Чаркина «Раççей Чăваш пики» конкурса малтанхи формата куçарма ыйтрӗ. Ун сăмахӗсемпе, халӗ конкурс Чăваш Республикин конкурсне çаврăнчӗ, регионсен хутшăнăвӗ унта çуллен чакса пырать. Вера Юнусова нумай ачаллă çемьесене тӗрев парас енӗпе пӗрлехи проект пуçарма сӗнчӗ. 

Тӗлпулăвăн иккӗмӗш пайӗнче Наталья Алексеевна «Сувар» хаçата интервью пачӗ. Калаçу питӗ интереслӗ сыпăнса пычӗ. Влаçа çывăх тăракан çыннăн шухăшне пӗлме уйрăмах кăсăк вăл. 

  • Наталья Алексеевна, хăвăр çинчен кăштах каласа парăр-ха?

  • Эпӗ Чăваш Республикин Атăл леш енчи Октябрьский поселокӗнче çуралнă. «Чебоксары 2» тетчӗç ăна. Атте манăн художник, анне – педагог. Йăмăкăмпа иксӗмӗре лайăх çын туса ӳстерме тăрăшрӗç вӗсем. Эпӗ 54-мӗш шкулта академи класне пӗтернӗ. Шкулта предметсене суйласа илсе вӗренме пулатчӗ. Пилотлă проектчӗ вăл Раççейре. Вӗрентекенсем пурте университетран çӳретчӗç. Шкулта музыка е ӳнер енӗпе хушма пӗлӳ илме май пурччӗ. Кайран Чăваш патшалăх педагогика институтӗнче пуçламăш класс вӗрентекенӗ специальноçпа аслă пӗлӳ илтӗм. Çав хушăрах Хусанти патшалăх технологи университетӗнче педагог-психолога вӗрентӗм. 

  • Педагог специальноçӗ ӗçре пулăшать-и?

  • Паллах. Чи малтан хамăрăн ачасене воспитани панă çӗрте. Олег Алексеевичпа пирӗн пӗрле 5 ача. Пӗрремӗш мăшăрлануран унăн икӗ, манăн пӗр ача. Унтан çемьере тепӗр икӗ ача çуралчӗ. Ӗçре те пулăшать ку. Нумай ыйтăва анлăрах пăхатăн. Çын кăмăлне тултарни сахал, ку хăвăрт иртет. Чи кирли – çынна ӗçлеме мотиваци парасси, хурава хамăрта шырасси.  Мухтаннă пек пулӗ те, анчах ку енӗпе пултаратăп эпӗ. Тăтăш ӳсни кăна харпăр историе, унтан патшалăх историне улăштарма пулăшать. Татса парайман проблема çук. Сахалтан та виçӗ вариант пур. Урăх енчен çеç пăхма пӗлмелле. 

  • Наталья Алексеевна, эсир ЧР Пуçлăхӗн ӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçлакан çыннăн мăшăрӗ. Хăвăрта явап туятăр-и? 

  • Туятăп. Пӗччен йышăну тума хуть кама та йывăр. Ку манăн мăшăр пысăк должность йышăннипе кăна çыхăнман. Мӗнле те пулин йышăну тунă чух хуть хăçан та урăхла е хирӗçле шухăш интереслентерет. Паллах, нумай япалана сӳтсе яватпăр. Юлашки сăмах пурпӗрех Олег Алексеевичăн пулсан та. Анчах йышăнăва вăл ыттисен шухăшне те пӗлнӗ хыççăн тин тăвать. 

  • Çынсен кăмăлне мӗнле йышăнатăр? Вăл улшăнни сисӗнет-и?   

  • Патшалăх шайӗнче çӗкленӗ пуçарусене çынсем майӗпен йышăнма пуçларӗç. Атту пурте: «Патшалăхра япăх, пире кирлӗ пек ним те тумаççӗ», – тесе чăркăшаççӗ. Ăçта вара хутшăну? Çынсем мар-и-ха патшалăх? Ман шутпа халăх та пуçарнă проектсене активлăрах хутшăнмалла. Халӗ Обществăлла палата та пур, тӗрлӗ организацисемпе юхăмсем питӗ йышлă. Вӗсем пурте çыннăн шухăшлавне аталантарма ӗçлеççӗ. «Эпӗ паянхи патшалăхпа правительствăна суйлатăп», – çакăн пек пулмалла граждан позицийӗ. Çынсем эпир çитерме тăрăшакан шухăша ăша хывасса, çынпа патшалăх хушшинчи механизма ăнланасса шанас килет. Пӗрле кăна лартнă тӗллевсене пурнăçлама пулать. Тепӗр енчен çынна нихăçан та юраса пӗтерме çук. Тӗрӗссипе çын хăйне хăй кăна тивӗçтерме пултарать, пурнăçран хăв мӗн кӗтнине ăнланмалла. 

  • Ман шутпа, харпăр ӳсӗм кирлӗ. Эсир мӗнле шутлатăр?

  • Паллах. Тата стратегилле шухăшлав пулмалла. 

  • Ырă улшăнусем асăрхатăр-и ку енӗпе? 

  • Майӗпен çапах та çынсем улшăнса пыраççӗ. Ял хуçалăх енӗпе çыхăннă закон проектне питӗ ăшшăн йышăнчӗç. Ӗне тытакансене дотаци пани палăрмалла пулăшу кӳрет. Ан тив, сумма пысăках мар, çапах ку ял çыннине хавхалантарать. Çамрăк çемьесем валли ял ипотекипе программа ӗçлет. Хулара троллейбус паркне çӗнететпӗр. Нумай енӗпе федераллă центр пулăшма шантарать. Анчах чи малтан регион хăй пуçару кăтартмалла. Çӳлтен хушнипе кăна тусан аталану пулмасть, хамăрăн тăрăшмалла. Федераллă тытăмсем пире илтни хавхалану кӳрет. Çывăх вăхăтра региона Раççейӗн  промышленноçпа экономика, культура министрӗсем килмелле. Ача та амăш варӗнче тӗвӗленсе тăхăр уйăх ӳсет. Пире те вăхăт кирлӗ. Экономикăра, сывлăх сыхлавра, вӗрентӳре, тӗрӗссипе кашни енӗпе, çирӗп йӗркеленнӗ курăм пулмалла. 

  • Наталья Алексеевна, эсир халӗ ЧР Хӗрарăмсен союзне ертсе пыратăр. Республикăн социаллă экономика, обществăлла политика тытăмӗнче унăн вырăнӗ мӗнлерех? Хăш сферăра сирӗн витӗм пуринчен ытла палăрать? 

  • Союза эпӗ ертсе пыма кăна пуçланă-ха. Çавăнпа туллин ку ыйтăва хуравлаймастăп. Анчах малашне социаллă пурнăçăн кашни енӗпе ӗçлеме шухăш пур. Министерствăсен коллегийӗсене пурне те хутшăнатпăр. Закон проекчӗсене сӳтсе явнă çӗре те. Халӗ обществăлла юхăмсем закон проекчӗсене активлă сӗнме пуçларӗç. Çакна РФ Президенчӗ Владимир Путин та хăй сăмахӗнче пӗрре мар палăртса хăварчӗ. Хӗрарăмсен союзӗ те ӗç пуçаракан вăйпа палăрса тăрать. Эпир шайлашупа илем атмосферине йӗркелесе нумай идейăна пурнăçа кӗртме пултаратпăр. 

  • Союзра пӗтӗмпе миçе хӗрарăм тăрать?

  • Тӳрех калама йывăр. Нумай. Республикăри кашни предприятирех хӗрарăмсен канашӗ пуррине шута илсен пирӗн Союз пысăк. Пӗрлешӗве кӗме шутланă кашни хӗрарăма регистрацилесе удостоверени параççӗ. 

  • Мӗнлерех ыйтупа ытларах килеççӗ сирӗн пата?

  • Тӗлӗнмелле те, мӗнле те пулин материаллă пулăшу  илес тӗллевпе. Эпир обществăлла организаци-çке, тӳрех уямаççӗ пулӗ çавна. Паллах, çивӗч ыйту пулсан эпир хамăр енчен ăна татса пама пулăшма тăрăшатпăр. Нумай чухне проблемăна татса пама урăх вариант сӗнетпӗр е май кăтартатпăр. Калăпăр, административлă инструментсемпе усă курма. Хăш чухне йывăрлăха урăх енчен пăхма сӗнни те пулăшать. Енчен те йывăрлăха çӗнтерме май çук-тăк, ăна та йышăнса малалла утмалла. Апла вăл та кирлӗ пулнă. Çакăн пек тӗрӗслев хыççăн çӗнӗ курăм, шухăшлав йӗркеленет. 

  • Йывăрлăхсем этемрен çын тăваççӗ те, ман шутпа.

  • Ку çапла. Пурнăç опычӗ, тавракурăм, ăс-тăн калăпланать. Мӗнле калас, шалти шăнăр йӗркеленет. Унсăрăн май çук. Ман шутпа, халӗ çынсем хăйсене мӗн кирлине лайăхрах ăнланма пуçларӗç. Хăш-пӗр япалана тӗпрен арканма май памалла, ун вырăнне çӗнни килет. 

  • Паçăр эсир Шупашкара «Ӗç мухтавӗн хули» ята партарас енӗпе ӗçленине каларăр?

  • Шел пулин те, пӗрремӗш тапхăрта ку ята илеймерӗмӗр. Çапах та Шупашкар та Аслă Çӗнтерӗве çывхартма питӗ нумай тунă. Халӗ Сурский рубежпа нумай ӗçлетпӗр. Çак тӗллевпе «Вăрçăн хӗрарăм сăнӗ» проект пуçартăмăр. Кам тылра ӗçлесе Çӗнтерӗве çывхартнă? Кам çăкăр ӳстернӗ? Кам салтаксене тăхăнтартнă? Хӗрарăм. Сурский рубежпа нумай шăпа трагедилле татăлнă. Архиври документсенче типӗ информаци кăна, вӗсем пур трагедие, паттăрла ӗçе кăтартса параймаççӗ. Çавăнпа халӗ май килнӗ кашни çӗртен информаци пуçтаратпăр. Сурский рубежа хатӗрленине хăй куçӗпе курнисене тупни чи хакли. Малашне унпа çыхăннă кӗнеке кăларасшăн тата рубежăн хăш-пӗр участокне реконструкцилесшӗн. Истори учебникӗсене хушăм кӗртме те тӗллев пур. 

  • Апла шанăç пур тетӗр-ха?

  • Пӗрре те иккӗленместӗп. Пирӗн тăрăха оборона предприятийӗсене те эвакуациленӗ пулнă. Пирӗн ӗçе ытти регионсем те хутшăнасса шанас килет. Çав Сурский рубежпах тата Хусан обвочӗпе. 

  • Союз ӗçне мӗн çӗннине хушма шутлатăр?

  • Пӗлетӗр-и, чăваш хӗрарăмӗ вăл ытлашшипех сăпай. Çавăнпа эпир чăваш хӗрарăмне хăйӗн çитӗнӗвӗсем çинчен уççăн пӗлтерме вӗрентесшӗн. Чăваш Ен районӗсене курса çаврăннă май хӗрарăмсем питӗ нумай ӗç, çӗнӗрен те çӗнӗ проектсем пурнăçланине асăрхарăм. Кун пирки пӗлтермеллех. Тепӗр юхăм – çамрăк çемьесене пулăшасси, вӗсене арканма паманни. РФ Конституцийӗнче çемье статусӗпе кӗртнӗ тӳрлетӗве ырласа йышăнтăм. Ырă çемьене тӗслӗхе лартни кирлӗ. Шупашкар районӗнче акă  «77 курăк» конкурс ирттереççӗ. Унта çемьесем эмел, чей пӗçермелли курăк пуçтарса ăмăртаççӗ. Ку хăйне май сывă пурнăç йӗркине пропагандăлама, çемьене пӗрле пуçтарăнма пулăшать. Йывăр лару-тăрăва лекнӗ хӗрарăмсемпе те ӗçлетпӗр. Хӗрарăмсен колонине кайса тӗлпулусем ирттеретпӗр. Онкологи центрӗпе тачă çыхăнса ӗçлетпӗр. Чирлисене кăштах та пулин савăнтарма тăрăшатпăр. Пӗлтӗр Свияжск утрав-хулана килсе кайрăмăр. Аутист ачасемпе çыхăннă проектсем пур.  Вăт çапла пирӗн ӗçсем. 

Ирина ТРИФОНОВА.

Сăнӳкерчӗк Н.Николаеван харпăр архивӗнчен.       

   

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев