Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

ОЛИМПИАДА - 2018. КАМ МАЛТА?

Кăçалхи олимпиада чăваш ачисемшӗн çӗнӗлӗхпе те палăрчӗ. Хальхинче ялти тата хула шкулӗсенче вӗренекенсене пурне те пӗр пек ыйтусемпе хăнăхтарусем парса пӗр виçепе хакларӗç.

ТР Вӗрентӳпе наука министерстви республикăри наци шкулӗсенче вӗренекенсен тăван чӗлхепе тата литературипе олимпиадин финалне декабрӗн 24-25-мӗшӗсенче ирттерчӗ. Шкул ачисене хăнăхнă йăлапа Хусан çывăхӗнчи Дербышки поселокӗнчи «Туслăх» лагерьне пуçтарчӗç. Унта чăваш, удмурт, мари, мордва ачисем хăйсен тăван чӗлхе пӗлӗвне кăтартрӗç.Чăвашсенчен кăçал пурӗ 40 ача (9-11-мӗш классенче вӗренекенсем) хутшăнчӗ. Ку вăл ытти çулсеннинчен чылай сахалрах. Ачасен шучӗ чакнинчен ытла хăш-пӗр районтан пӗр ача та хутшăнманни кăмăла хуçакан кӗтменлӗх пулчӗ. Çапла вара хальхинче олимпиадăра Çӗнӗ Шуçăм, Элмет, Элкел, Чистай тата Пӗкӗлме ачисене курмарăмăр. Питӗ шел. Чăваш чӗлхипе литературипе иртнӗ республика финалӗн пӗтӗмлетӗвӗсем çапларах:

9-мӗш класс

Çӗнтерӳçӗ: Екатерина МИХАЙЛОВА (Хурăнвар Шăхаль шкулӗ, Çӗпрел районӗ).

Призерсем:

Ирина СКВОРЦОВА (Рункă шкулӗ, Пăва районӗ);

Екатерина ЗАДОНСКАЯ (Кивӗ Шемӗршел шкулӗ, Çӗпрел районӗ);

Карина НАЗАРОВА (Савгачево шкулӗ, Аксу районӗ);

Анастасия КУЗНЕЦОВА (Чăваш Майни шкулӗ, Алексеевски районӗ);

Анастасия  СКВОРЦОВА (Чăваш Майни шкулӗ, Алексеевски районӗ);

Кристина ФОМИНА (Çармăс шкулӗ, Теччӗ районӗ);

Анна ЮРКИНА (Хирти Кушкă шкулӗ, Пăва районӗ);

Дарья ТУГАНОВА (Аслă Ăнă шкулӗ, Теччӗ районӗ);

Артем ГЕРАСИМОВ (Анат Камăри 34-мӗш гимнази-интернат);

10-мӗш класс

Çӗнтерӳçӗ: Мария ВАСЮТКИНА (Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗ, Çарăмсан районӗ).

Призерсем:

Алина МУРЗЫКОВА (Альших шкулӗ, Пăва районӗ);

Анна НИКИФОРОВА (Савгачево шкулӗ, Аксу районӗ);

Юлия ФИЛЛИПОВА (Кивӗ Шемӗршел шкулӗ, Çӗпрел районӗ);

Диана АРСЕНТЬЕВА (Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицей, Çӗпрел районӗ);

Снежана ИСАЕВА (Аслă Аксу шкулӗ, Çӗпрел районӗ);

Виола СЕРГЕЕВА (Анат Камăри 34-мӗш гимнази-интернат).

11-мӗш класс

Çӗнтерӳçӗ: Кристина КОМИССАРОВА (Рункă шкулӗ, Пăва районӗ);

Кристина ТИТОВА (Кивӗ Ӳсел шкулӗ, Аксу районӗ);

Алина КЛЕМЕНТЬЕВА (Анат Камăри 34-мӗш гимнази-интернат).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана