Сувар

ПӖЧӖК ÇĂЛТĂР СОФИЯ – ФИНАЛТА!

Декабрӗн 12-мӗшӗнче 16.30 сехетре Хусанти Ленин ячӗллӗ Культура çуртӗнче иртекен «Нумай нациллӗ Хусан – Ачасем!» фестивалӗн финалне чăвашсенчен пӗчӗк София Чаркина хутшăнать. Курма, пӗчӗк çăлтăра хавхалантарма килӗр!

Декабрӗн 12-мӗшӗнче 16.30 сехетре Хусанти Ленин ячӗллӗ Культура çуртӗнче «Нумай нациллӗ Хусан – Ачасем!»  фестивалӗн финалӗ пулать. Мероприятие Хусан Ӗçтăвкомӗ Тутарстан Халăхсен ассамблейипе пӗрле «Культурăсен пинçуллăхӗ» наци йăли-йӗркисен халăхсем хушшинчи фестивалӗпе килӗшӳллӗн ирттереççӗ.  Унта республикăра пурăнакан халăхсен 6-16 çулти ачисем хутшăнаççӗ.

Вӗсен пултарулăхне жюри тăватă номинаципе (йăла-йӗрке е вăйă, сăвă е илемлӗ произведенисем вуласси, вокал тата ташă) хаклать. Чăвашсенчен фестивале  Чăваш вырсарни шкулне çӳрекен пӗчӗк чиперук София Чаркина хутшăнать.  София садике кăна çӳрет-ха, апла пулин те пӗчӗк çăлтăр, «Пирӗн кил – Тутарстан» республика фестивалӗн (2017)  лауреачӗ, «Эпир пӗрле» республика фестивалӗн (2018) 3-мӗш стпепеньлӗ лауреачӗ, кăçал Мускавра иртнӗ «Эпӗ пултаратăп» халăхсем хушшинчи фестивалӗн 2-мӗш степеньлӗ лаурачӗ. София Чаркинана  фестивальте ăнăçу сунатпăр. Республика, Хусан чăвашӗсем, пӗчӗк чиперука хавхалантарма килӗр! (С.Чаркина сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: