Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Петр Мускатинов Санкт-Петербургри турнирта алă вăйӗ виçнине тӳрӗ эфирта кăтартаççӗ

Ентеше, Çӗпрел районӗнчи Аслă Аксу чăвашне, армрестлингпа спорт мастерне Петр Мускатинова çитес турнирта ăнăçу сунатпăр! Юлташсем, тӳрӗ эфир пăхма ан манăр!

Петр Мускатинов чăнах та тӗлӗнмелле çын. Шăпи синкерлӗ пулсан та (10-ра чухне çурăм шăммине амантнă хыççăн утаймасть) телейлӗ çын: çемьеллӗ, ача-пăчаллă, килти ӗçӗсене те çынна шанмасть, хăйех тăвать. Тулли пурнăçпа пурăнма ăна спорт пулăшать. Вăл — армрестлингпа спорт мастерӗ, Тутарстан сборнăйӗнче тăрать, йӗлтӗр ăмăртăвӗсене те хутшăнать.

Тӗлӗнмелле пулин те, ăмăртусене ялтах хатӗрленет Аслă Аксу ялӗн чăвашӗ, пӗр кунӗ те тренировкăсăр иртмест унăн. Ниме пăхмасăр хуçăлмалла маррине Петр хăй тӗслӗхӗпе кăтартать.

 Ентешӗмӗр çитес кунсенче каллех пысăк ăмăртăва хутшăнать, хальхинче Санкт-Петербургра Дагестан спортсменӗпе вăй виçет. Ăмăртăва тӳрӗ эфирпа курма май пур. Ентеше ăмăртура çӗнтермешкӗн ăнăçу сунатпăр. (Сăнӳкерчӗк П.Мускатиновăн «ВКонтактери» страницинчен).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество