Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Петр Мускатинова черетлӗ çӗнтерӳпе!

Раççей армрестлинг спорчӗн федерацийӗ январӗн 31-мӗшӗнче Санкт-Петербургра ирттернӗ «Вершина#19» профессиллӗ турнирта пирӗн ентеш, армрестлингпа спорт мастерӗ, Çӗпрел районӗнчи Аслă Аксу ялӗн чăвашӗ Петр Мускатинов çӗнтерчӗ. Саламлатпăр!

Турнирăн хăйне евӗрлӗхӗ— унта çӗршывăн çак спортра чи вăйлисем, çав шутра чире е аманнине кура утайманнипе коляскăпа çӳрекен (ПОДА) спортсменсем те, хутшăнма пултарни. Палăртса хăвармалла, иккӗмӗш категорири пирӗн спортсменсем армрестлинг спортӗнче тӗнчипе чи вăйлисем.

Пирӗн те мăнаçланмалăх спортсменăмăр пур. Январӗн 31-мӗшӗнче иртнӗ турнирта ентешӗмӗр Петр Мускатинов Дагестан спортсменӗпе Карим Шехисаидовпа ăмăртрӗ. Турнира тӳрӗ эфирта курма май пуррине маларах эпир хамăр сайтпа социаллă сетьсенчи страницăсенче пӗлтернӗччӗ. Пилӗк раундра алă вăйӗ виçсе Петр Мускатинов 5:0 шутпа çӗнтерсе мала тухрӗ.

Ентешӗмӗре черетлӗ çӗнтерӳ ячӗпе республикăри мӗнпур чăвашсен ятӗнчен хӗрӳллӗн саламласа тата пысăкрах çитӗнусем тума ăнăçу сунатпăр, маттур!

Сăнӳкерчӗк П.Мускатиновăн «ВКонтактери» страницинчен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана