Сувар

Пулăшу юнашар!

ТР Президенчӗ Р.Минниханов коронавируса пула йӗркеленнӗ эпидемиологи лару-тăрăвӗнче халăха социаллă пулăшу паракан хастарсемпе тӗлпулура вӗсен «Пулăшу юнашар! Помощь рядом» республика юхăмне йӗркелес шухăшне ырланине хыпарлать ТР Президенчӗн пресс-служби.

«Пулăшу юнашар! Помощь рядом!» юхăма халăха пулăшу паракан организацисем (60 пин ытла волонтер, ыркăмăллăхçăсем, наци пӗрлешӗвӗсем, пӗчӗк бизнес тата çӗршер çын) хутшăнчӗç.Юхăмăн ӗçне обществăлла тата волонтер организацийӗсен хастарӗсенчен тăракан Социаллă пулăшу Штабӗ йркелесе пырӗ.

«Пӗрлехи республика юхăмне пӗрлешсен пулăшу кирлӗ нумайрах çынна пулăшма пултараятпăр тесе шутларăмăр. Çак проекта май пур таран нумайрах çынна, пӗтӗм проектсемпе ресурссене явăçтарсан халăха анлă социаллă пулăшу пама пулать, çавăнпа республика Президенчӗ тӗрев пани çав тери пӗлтершлӗ», – тенӗ «Егоза» вӗрентӳ центрӗн ертӳçи Наталья Реснянская Президентпа тӗл пулсан. Çаплах тӗлпулăва  «Казань Экспресс» компанин представителӗпе Айрат Сунгатуллинпа «Ак Барс» ХК  хӳтӗлевçи Альберт Яруллин та хутшăннă.

Реклама

Наталья Реснянская республикăра хальхи вăхăтра мӗнле пулăшу ӗçӗсене илсе пынипе паллаштарнă. «Казань Экспресс» компани, тӗслӗхрен, республикăри пӗччен пурăнакан, сахал тупăшлă ват çынсене, çемьесене 10 пин апат-çимӗç наборӗ валеçес пуçарупа тухнă. Рустам Минниханов «Пулăшу юнашар! Помощь рядом»  юхăмăн пуçарăвне пысăк хак панă май, ку ӗç кирлӗ те вăхăтлă пулнине палăртнă. Çак лару-тăрура республикăра пулăшу кӗтекен пӗр çын та тимлӗхсӗр юлмалла маррине каланă.

Республика ертӳçи профильлӗ министерствăсене «Пулăшу юнашар! Помощь рядом» юхăмăн хастарӗсене хӳтӗленмелли хатӗрсемпе – маскăсемпе, антисептиксемпе, перчеткесемпе тата ыттипе тивӗçтерме хушнă.(сăнӳкерчӗксем tatarstan.ru сайтран).

#ПомощьРядом #ПомощьРядомТатарстан #ЯрдәмЯнәшә #ЯрдәмЯнәшәТатарстан

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: