Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Раççей Геройӗ Расим Баксиков: «Эпир хӗç-пăшалпа кăна вăйлине мар, чун-хавалпа çирӗп пулнине кăтартрăмăр»

«Суйлав питӗ пӗлтерӗшлӗ пулăм. Ку кашнин гражданла тивӗçӗ. Хам эпӗ вăйлă çӗршывшăн, çирӗп пуласлăхшăн сасăларăм», – терӗ Раççей Геройӗ.

Раççей Геройӗ Расим Баксиков РФ Президент суйлавӗн пӗрремӗш кунӗнчех сасăларӗ. 136№ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта вырнаçнă суйлав участокӗ Танк училищи çумӗнчех, хăй те çак тӗлтен инçе мар пурăнать. «Пуласлăха хытă шанатăп эпӗ, прогнозсем те позитивлă. Мӗнле шутлатăр, камшăн сасăланă тетӗр эсир? — ыйтăва ыйтупа хуравларӗ Раççей Геройӗ. — Суйлав питӗ пӗлтерӗшлӗ пулăм. Ку кашнин гражданла тивӗçӗ. Хам эпӗ вăйлă çӗршывшăн, çирӗп пуласлăхшăн сасăларăм. Эпир хӗç-пăшалпа кăна мар, чун-кăмăлпа та çирӗп пулнине кăтартса патăмăр». 

Çывăх вăхăтра ятарлă çар операцине таврăнасси паллă мар хальлӗхе. «Ку манран килмест, халӗ ман ума урăхларах задачăсем лартнă. Вӗсем пурнăçланса пыраççӗ тетӗп. Ман ӗçӗн çимӗçӗ çитӗнекен ăрура, çамрăксенче курăнсан, апла ахаль ӗçлемен», — терӗ Расим Баксиков сăмаха ача-пăчапа çамрăксем çине куçарса. Вӗсем хушшинче час-час пулать вăл. Шкулсене патриотизм урокӗсем ирттерме ăна тăтăшах чӗнсе илеççӗ. Хăй каланă тăрăх, тӗлпулусенче çар ӗçне суйласа илме кăмăллисем сахал мар. «Ачасем, пӗчӗккисем те, аслăраххисем те, пархатарлă халăх. Пӗчӗк пулсан та вӗсем Раççей гражданӗсем, çӗршывра, тӗнчере мӗн пулса иртнипе интересленеççӗ. Ман шутпа вӗсемпе уççăн кун пирки калаçмалла», — терӗ Раççей Геройӗ.


Пӗлетпӗр ӗнтӗ, Расимăн амăшӗ чăваш, вăл Алексеевски районӗнче çуралса ӳснӗ. Чăваш чӗлхине, шел те, пӗлмест. Çапах хăйӗнче чăваш юнӗ те чупнине пытармасть, уççăн калать. «Темшӗн манпа кукамай та чӗлхине хуçа-хуçа вырăсла калаçатчӗ. Темле вăхăтне çитереймерӗ мана чăвашла вӗрентме. Анчах эпӗ чăваш культурине ăша хывса ӳснӗ, çавăн пекех Тутарстанра пурăнакан тӗп халăхсенне — тутарсенне, вырăссенне. Хама эпӗ интернационалла халăх ачи тесе шутлатăп», — терӗ Расим Баксиков.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: выборы 2024