Ҫӗре çити пуç таятпăр сан умăнта!
Хаклă çыннăмăра юбилей ячӗпе чун-чӗререн тухакан чи ăшă та çепӗç сăмахсемпе саламлатпӑр
Тӗнчери чи хаклă, чунтан юратнă анне, асанне, кукамай, Нурлат районӗнчи Якуркел ялӗнче пурăнакан Ольга Александровна НАУМОВА ноябрӗн 1-мӗшӗнче 80 çул тултарчӗ. Хаклă çыннăмăра юбилей ячӗпе чун-чӗререн тухакан чи ăшă та çепӗç сăмахсемпе саламлатпăр! Пурнăç çулӗпе тата та нумай çул утма юман пек çирӗп сывлăх, иксӗлми телей, канлӗ ватлăх сунатпăр. Пире чун ăшшине парнеленӗшӗн, юратса ӳстернӗшӗн çӗре çити пуç таятпăр сан умăнта!
Эс пирӗншӗн пӗртен-пӗрре
Çак аслă, çутă тӗнчере.
Çӗре çити пуçа тайса
Калар кашни саламласа:
Нумай çул пурăн ыр курса!
Ачисем, мăнукӗсем, тăванӗсем,
юлташӗсем, тăхлачăшӗсем
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев